Патăрьелĕнче 2016-2017 çулсенче тата 2018-2019 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче И.Р.Хамбиков призĕсене çĕнсе илессишĕн мини-футбол турнирне йĕркеленĕ.
Пирĕн округăн пĕрлештернĕ командин 1-мĕш ушкăнĕ уйрăмах ăнăçлă ăмăртнă. Малтанхи тĕл пулусенче Владимир Шашков тренер дружини Каçалсене 6:0, кил хуçисене 1:0 шутсемпе çĕнтернĕ. Çурма финалти вăйă хальхинче Каçалсемпе çивĕчрех иртнĕ — 2:1. Финалта «Елчĕк» «Шăмăршăна» 1:3 шутпа выляса янă. Ултă команда йышĕнче аван кăтарту ку. Чи лайăх вăйăçă пур пĕрех пирĕн округран: вăл — Кирилл Миллин. Ăна ятарлă призпа чысланă.

