Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, специалистсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырма ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине тишкерсе хак парас тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çур çулхи кăтартусене пĕтĕмлетес тĕлĕшпе ирттернĕ округри семинар-канашлăва хутшăнчĕç. Йăлана кĕнĕ çак мероприяти кăçал «Урожай» ООО никĕсĕ çинче иртрĕ. Семинар-канашлăва округ пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов та хутшăнчĕ.
Елчĕк округĕнче вырма ĕçне «Авангард» (12 процент пурнăçланă), «Прогресс» (2,4), «Яманчурино» (5), «Рассвет» (7), «АСК-Яльчики» (3), «Комбайн» (2 процент) хуçалăхсенче пуçăннă. Паянхи тĕп ĕçсенчен пĕри — ăнса пулнă тыр-пула вăхăтлă та тăкаксăр кĕлете кĕртесси. Вырма ăнăçлăхĕ çанталăк типĕ тăнинчен, вырмана хутшăнакан ĕçченсене çирĕплетнинчен, тыр-пула пухса кĕртекен комбайнсене, ытти техникăна чăрмавсăр ĕçлеттернинчен килет. Юлашки вăхăтра çунтармалли-сĕрмелли материалсем енĕпе чăрмав пулнине кура хуçалăхсем вĕсене çителĕклĕ таран хатĕрлесе хунинчен те нумай килет ĕç ỹсĕмĕ. Семинарта шăпах çакă тата ытти çивĕч ыйтусене тишкерчĕç, кĕр тыррисене вăхăтлă акассине тата кĕркуннехи суха ĕçĕсене тăвассине те тимлĕхре тытмаллине каларĕç.
Округри уй-хир ĕçченĕсен кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 22622, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче — 15107, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 7514,6 гектар çинчен пухса кĕртмелле.
Семинар-канашлăва хутшăннисем «Урожай» ОООра вырмана хутшăнакан, кĕрхи çĕртме тăвакан, кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлекен, акакан агрегатсемпе, йĕтем хуçалăхĕпе паллашрĕç. Ертỹлĕх ĕç-хĕле хăй куçĕпе хакланă май хуçалăх вырмана тĕплĕн хатĕрленнине палăртрĕ, хуçалăх çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курнине ырларĕ. Кунта çакна каламалла. Пĕрлĕх ертỹçи Вячеслав Кузнецов çамрăк пулсан та агротехника йĕркине лайăх ăнланать, ĕçе çĕнĕлле пурнăçлать. Хăй тĕллĕн литература тишкерсе, Интернетра ыттисен опычĕпе паллашса пынă май самана таппипе тан утăмлать вăл.
— Хальхи йышши техникăпа анлăн усă куратпăр. «Ноутил» (чăвашла: сухаламалла мар) технологине ĕçе кĕртни производствăна ỹстерме май панипе пĕрлех ĕçе яланхилле йĕркелессинчен, ытлашши ĕç пурнăçласран хăтарать. Урăхла каласан, классикăлла сухалассинчен тата тăпрана йăлана кĕнĕ йĕркепе сиплессинчен тĕпĕпех пăрăнни ку, — каласа кăтартать ертỹçĕ. Сезонран сезона хире тĕкĕнмесĕр хăвараççĕ, ун вырăнĕнчи ỹсен-тăран юлашкисене çунтармаççĕ, вĕтетсе уй çийĕпе пĕр пек сапалаççĕ. Ку сий мульча пулса тăрать, тăпрана ытлашши шывран тата эрозирен сыхлать, унăн пахалăхĕ ỹсет, усăллă микрофлора лайăхланать (ỹсен-тăран юлашкисем юлманран чирсемпе сăтăрçăсем пухăнас хăрушлăх чакать). Маларах асăннă мелпе ĕçлени тата Глонасс тытăмпа усă курни топливо тăкакне чакарнине те палăртмалла. «Ăслă» технологи техникăна çỹретес тытăма сăнасах тăни трактор палăртнă траекторипе ăçта вырнаçнине кăтартать, уй тăрăх пуçласа иртнĕ май çак тытăм йĕрсене астуса юлнă май техникăна тỹрĕ йĕрсемпе тытса пыма май парать. Çавна май тыр-пул речĕсем те тỹп-тỹрĕ пулаççĕ, акăнман вырăнсем юлмаççĕ, вăрлăх пĕр пек варăнать. Тухăç ỹсĕмĕ çакăнта ĕнтĕ.
Йĕпе çанталăка пула вырмана кăçал та каярах юлса тухрăмăр. Уй-хирти кашни ĕç вара пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çак сăлтава пула кĕркуннехи ытти ĕçсем те каярахри тапхăра юлма пултарнине асра тытса хĕрỹ вăхăтри кашни самантпа тухăçлă усă курма ĕлкĕрмеллине каларĕç семинарта. Кунтах выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвне те тишкерчĕç.
Округ пуçлăхĕ Леонард Левый семинар-канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе вырма ĕçĕсене инкек-синкексĕр ирттерме, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме, уяр çанталăкăн кашни кунĕпе тухăçлă усă курма ăнăçу сунчĕ.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: семинар-канашлăва хутшăннисем «Урожай» ОООри тыр-пул уйĕнче.

