Комсомольски округĕнче «Слава картофелю» агрофирма 25 çул тултарнине халалласа Уй кунĕ иртнĕ. Асăннă агрофирма паян республикăри чи пысăк лаптăк çинче çĕр улми туса илекен. Ура çинче çирĕп тăнă май пысăк технологиллĕ хуçалăх ĕç-хĕлне ăнăçлă йĕркелесе пырать: коллектив кашни çулах республикăн тата пĕтĕм çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне çирĕплетсе курăмлă кăтартусем тăвать. Тунă ĕçпе чарăнса тăмаççĕ кунта, куллен çĕннине ĕçе кĕртсе малаллах аталанаççĕ.
Предприяти ĕç-хĕле 2001 çулта пысăках мар лаптăк çĕр çинче пуçарса янă. Вăл çултан-çул аталанса пынă май хальхи вăхăтра ура çинче çирĕп тăрать: çĕр улми, пахча çимĕç, тырă çитĕнтерет. «Слава картофелю» агрофирмăра паха вăрлăх «пурнăçĕ» хиртен мар, пробиркăра çитĕнтернинчен пуçланать. Хуçалăхра çĕр улми туса илме май паракан çĕнĕ йышши комплекса, техникăна, оборудованине çулран-çул çĕнетсех пыраççĕ. Чĕр тавар вырнаçакан управсем те пысăк. Çакă саккас паракансене хĕлле те паха продукципе тивĕçтерме май парать.
1500 тăваткал метрлă виçĕ теплица пĕр тапхăрта 24 пин тĕп калча илме май парать. Маларах агрофирмăра элита вăрлăх илсе 1-2-мĕш репродукциллĕ вăрлăх хатĕрленĕ. Вăхăт иртнĕ май туянакансем çĕнĕ сортсене ыйтни (чикĕ леш енчен пахине кỹрсе килме хака ларать) хуçалăхра лаборатори уçас, ют çĕршывра патент илмен тата Раççей селекцийĕн ăнăçлă сорчĕсене микроклонласа хунаттарас ыйту патне илсе çитернĕ. Çапла майпа агрофирмăра лаборатори уçăлнă, каярах вара теплица хута янă. Чи малтанах кунта çĕр улмин хунавне туянса лартса пăхнă. Сăнав ăнăçлă иртни çĕнĕ производство уçма хавхалантарнă. Мускав облаçĕнчи А.Г.Лорх ячĕллĕ федераци тĕпчев центрĕнчен тĕрлĕ сорт хунавĕсене туянса вĕсене термосавăтра агрофирмăн лабораторине çитерни ĕçе малалла яма май панă.
Раççейре селекци, вăрлăх туса илессине аталантарас енĕпе ăслăлăхпа практика программине хутшăнать. Лабораторире «Ривьера», «Ред Скарлет», «Гулливер», «Метеор», «Самбо», «Краса Мещеры», «Пламя» сортсене хунаттараççĕ. Лицензи килĕшĕвĕпе «Гала», «Коломбо» элита вăрлăх туянса репродукциллĕ вăрлăх хатĕрлеççĕ.
Паха вăрлăх çитĕнтерме çĕр ĕçĕн технологине, пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнмаллине лайăх пĕлеççĕ кунта. Тăпрана минерал удобренийĕпе апатлантарас, чир-чĕртен, сăтăрçăсенчен сыхлас, им-çам сапас ĕçсене те вăхăтра пурнăçлаççĕ. Çаксенче ĕнтĕ продукцине тухăçлă алла илессин вăрттăнлăхĕ.
Агрофирмăн филиалĕ пирĕн округра та ăнăçлă аталанать. «АСК-Яльчики» ОООна Юрий Галкин ĕç тăвакан директор ертсе пырать.
Уй кунне хутшăннă май «Слава картофелю» коллективне Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та саламланă, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем суннă.

