Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Галина Каринкина: «Тăван чĕлхене, тăван çĕре упрама, хаклама вĕрентесси — чи кирли»

Галина Каринкина: «Тăван чĕлхене, тăван çĕре упрама, хаклама вĕрентесси — чи кирли»

Чăваш Ен, ỹстермесĕр калар, пултаруллă учительсемпе, вĕрентỹпе меслет комплекчĕсен авторĕсемпе пуян. Ăса тỹрех Атăл çи тăрăхĕнче çĕнĕ шкулсем уçнă Иван Яковлев, Раççейĕпех паллă этнопедагог Геннадий Волков, мăкшăсене çутта кăларнă Макар Евсевьев пек улăпсем аса килеççĕ. Шкулсенче те пархатарлă вĕрентекенсем сахал мар пирĕн, тăван чĕлхене ăста вĕрентессипе Алена Ядрицова, Александр Степанов, Мария Печникова… Раççей шайĕнчи ăслăлăх ăмăртăвĕсенче палăрчĕç. Çак кунсенче тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен учительсен ячĕпе тата тепĕр ырă хыпар çитрĕ. ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕпе маттур вĕрентỹçĕсене 100 000 тенкĕпе хавхалантарма йышăннă. Вĕсем хушшинче Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ Елчĕкри вăтам шкулта теçеткешер çул Çеçпĕл — Иванов чĕлхине малалла туртакан Галина Каринкина та пур.

— Галина Валериевна, тĕп ыйтусене хускатиччен кил-йышпа, несĕлсемпе паллаштарсамăр. Аçу-аннỹ чăвашлăха мĕнле упранă, асатте-асаннесем мĕнле пилпе ỹстернĕ?

— Эпĕ Кавал ялĕнче Теллинсен çемйинче çуралса ỹснĕ. Манăн атте, Валерий Дмитриевич, «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕскер, Кавалти культура керменĕн ертỹçи пулнă. Çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕрен пулĕ, вĕсемпе питĕ килĕштерсе ĕçлетчĕ. Ялти культура вучахĕ хĕмленетчĕ кăна, концертсем, спектакльсем, ташă каçĕсем…Ялан клуб тулли çын пуçтарăнатчĕ. Анне, Таисия Алексеевна, ял халăхне кино кăтартатчĕ, çавăн пекех çĕвĕ ĕçне те ăстаччĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне аннепе кино курма çỹренине астăватăп. Пĕр вăхăтра Индире ỹкернĕ кинофильмсене чăвашла куçаратчĕç вĕт. «Танцуй, танцуй», «Танцор Диско» фильмсене чăвашла курнине халĕ ырăпа çеç аса илетĕп. Паянхи кун тĕлне аттепе анне иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Атте-анне те, асатте-асанне те манăн чăн чăвашсем пулнă. Асанне Сингликития ятлăччĕ, çавăнпа та час-часах тутар мар-и сан асаннỹ тенине илтеттĕм. «Çук, чăвашсем эпир», — теттĕм. Çывăх çынсем пире чăвашлăха упрама вĕрентсе ỹстернĕ. «Чăваш пулнишĕн ан вăтанăр, чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхи. Хулана вĕренме тухса кайсан та чăвашлах калаçăр, хăвăр чăваш пулнине пытарма ан тăрăшăр», — тетчĕç вĕсем. Паянхи кун та эпĕ вĕсен пилне асра тытса пурăнатăп. Ял ачисене тăван чĕлхене упрама, хамăр чăваш пулнипе мăнаçланма вĕрентетĕп.

— Нумаях пулмасть Аслă Таяпа ялĕнче пулнăччĕ. Унта Шупашкар, Хусан ученăйĕсемпе Аслă шкул студенчĕсем Атăлçи Пăлхар хулаш вырăнне тĕпчеччĕç. Сирĕн хастарлăхăр пăлхар-сăвар тăхăмĕсемпе çыхăннă-и?

— Çапла, Аслă Таяпа ялĕ çывăхĕнче кашни çулах хулаш тулашне тĕпчес ĕçсем пулса иртеççĕ. Студентсем çеç мар, Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенĕсем те унта яланах хастар хутшăнаççĕ. Эпĕ паянхи кун тĕлне 9-мĕш кадет класĕн ертỹçи пулса ĕçлетĕп. Ман класра вĕренекенсем те тĕпчевçĕсене пулăшма çỹрерĕç. Паллах, манра та пăлхар юнĕ чупать ĕнтĕ. Леонид Кевер калашле — «эпир чаплă пăлхар йăхĕнчен, кăкăрта Улăп чунĕ чупать». Çак сăмахсене эпĕ те мăнаçланса, савăнса калама пултаратăп, мĕншĕн тесен эпир — аслă, ĕçчен те маттур халăх. Пăлхар — мухтавлă ят! Пăлхарсем питĕ йышлă, пысăк культурăллă, пуян та туслă пурăнакан халăх пулнине Х ĕмĕртех Перссен посолĕ Ахмед ибн Фадлан çырса хăварнă. Манра пăлхар юнĕ чупни пурнăçăма пысăк витĕм кỹнех тесе шутлатăп.

— Кадетсем — патриотсем. Сирĕн класри хастарсене пайăррăн палăртса хăварасчĕ. Кам мĕнле, ăçта палăрнă?

— Манăн класри ачасем муниципалитет, республика, Раççей шайĕнчи ăсталăх тупăшăвĕсенче çĕнтерсе савăнтараççĕ. Спорт ăмăртăвĕн ялавне Саша Багадеров, Матвей Романов, Савелий Сайкин, Ксения Карсакова, Валентина Сапожникова çỹле çĕклеççĕ. Саша Кузьмин эрудит пĕр конкурса та сиктермест, вăл шкул чысĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ «Эксельсиор — 2026» çĕнтерỹçи! Даша Воробьевăна сăвă вулассипе хуса çитекен çук, Настя Борисова — ташлама тата ỹкерме ăста. Класс республикăри «Тăватă Çĕнтерỹ балĕ — 2026» («Бал четырех Побед») конкурсра мала тухрĕ.

— Кỹршĕллĕ Аслă Елчĕкре тĕнчипех палăрнă Геннадий Никандрович Волков çитĕннĕ. Мĕнле витĕм кỹме пултарнă ăсчах чăваш чĕлхин вĕрентỹçисем, уйрăммăн илсессĕн, сирĕн çине? Вăл çырса, каласа хăварнисемпе усă куратăр-и? Цифра ĕмĕрĕнче академик каланисем юрăхсăра тухман-и?

— Геннадий Никандрович Волков — Елчĕк çĕрĕ çитĕнтернĕ сумлă ăсчах, этнопедагог, академик. Эпир унпа чăннипех мухтанатпăр, вăл вĕрентсе каланисене яланах асра тытатпăр. Вĕрентекен пулса ĕçленĕ май, хамăрăн ентешĕмĕрĕн хайлавĕсене, вĕрентĕвне ачасем патне илсе çитерес тесе тăрăшатăп. Акă, сăмахран, 5-мĕш класра Геннадий Волковăн «Ăслă ача» хайлавĕпе паллашатпăр. Пĕчĕк çеç хайлавра мĕн тери тарăн шухăш пытарăннă. Калава тĕплĕн тишкеретпĕр, ватăсене сума сумаллине ăша хыватпăр, ун тăрăх ỹкерчĕксен конкурсĕ те ирттеретпĕр. Çавăн пекех ăсчахăн «Ылтăн çĕрĕ» те вĕрентекенсемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван чĕлхене, тăван çĕре упрама, хаклама вĕрентесси пиртен, учительсенчен те, питĕ нумай килет. Çакă — чи кирли. Паллах, паянхи цифра ĕмĕрĕнче, ачасем пĕчĕкренех интернет уçлăхĕнче çитĕннĕрен те пулĕ, çакна тума ансатах та мар пек. Анчах та, ман шутпа, вутлă çумăр çусан та, çил е тăвăл алхассан та пирĕн ентешĕмĕр Геннадий Никандрович Волков каланисем нихçан та асран тухмĕç, вĕсем ламран лама куçса пырса пирĕншĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулĕç.

— Чăваш чĕлхи… Нумай калаçатпăр ун çинчен. Çак чĕлхене вĕрентекен пулнишĕн нихăçан та пăшăрханман-и? «Чăваш чĕлхи Канашран иртсен кирлĕ мар» текенсен йышĕ ỹссе пынă пек туйăнмасть-и?»

— 1999-мĕш çултан пуçласа паянхи кунччен Елчĕк шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетĕп. Вĕрентỹ ĕçĕ вăл çỹллĕ ту пекех. Вĕçĕмсĕр малалла талпăнмалла, çỹлелле улăхмалла. 27 çул хушшинче тем те курнă, лайăххи те, начарри те пулнă пулĕ. Ырри пĕрех нумайрах, çакна хыçа хăварнă çул аван çиреплетет. Вĕренекенсемпе таçта та, темле конкурса та çитсе курнă, малти вырăнсене сахал мар йышăннă. Халĕ ĕнтĕ хам вĕрентнĕ ачасен ачисем шкул пĕтерме пуçларĕç. 27 çул хушшинче хам чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулма суйласа илнишĕн пĕрре те ỹкĕнмен. Паллах, шкулта вĕреннĕ чухне математика предмечĕ те килĕшетчĕ, анчах та тăван чĕлхене юратни мана çак çулпах утма хистерĕ. Çитĕнсе пыракан ăрăва тăван чĕлхене упрама, юратма вĕрентмеллех. Пуçра яланах пĕр ыйту — эп мар пулсассăн кам?

— Сирĕн шутпа мĕнлерех паян Чăваш чĕлхин шăпи? Малалла вăл хăш еннелле улшăнма пултарать? Мĕншĕн?

— Яков Ухсайĕ чăваш чĕлхин шăпи пирки 1959 çултах «вилсе выртать вăл хĕрлĕ юр çусан» тенĕ. Эпĕ çак сăмахсемпе пĕтĕмĕшле килĕшетĕп. Тĕнчипе сарăлнă халăхăн чĕлхи мĕнле пĕтсе ларма пултартăр-ха? Çук, паллах. Чăваш халăхĕ, чăваш чĕлхи нихçан та пĕтмест. Хăш чухне ачасем вырăсланса пыни шутлаттарать паллах. Эпĕ çакна та каласа хăварасшăн, чăнах та халĕ 1-мĕш класа пачах та чăвашла пĕлмен ачасем нумаййăн килеççĕ. Анчах та пирĕн пата — 5-мĕш класа — пынă çĕре, вĕсем пурте чăвашла калаçма çеç мар, çырма та вĕренеççĕ. Тата çакă та савăнтарать: пирĕн шкулта ытти халăх ачисем те ăс пухаççĕ. Вĕсем те чăваш чĕлхине хаваслансах вĕренеççĕ. Мероприятисен ытларах пайĕ чăвашла иртет пирĕн, уявсенче чăваш юрри-ташшине илтсе-курса савăнатпăр. Муниципалитет шайĕнче те чăвашлăха упрассипе тимлеççĕ, округ пуçлăхĕ Л.В.Левый пур уява та чăвашла пуçлать. Çакă савăнтарать те. Эппин, пирĕн чĕлхе малашлăхĕ те, пуласлăхĕ те пур, вăл пирĕн алăра.

— Шкул сирĕншĕн тăван кил е нухрат ĕçлесе илмелли вырăн. Мĕнле иртет сирĕн кун йĕрки?

— Мĕнле калаççĕ-ха, килтен ĕçе каяс килсен, ĕçрен киле килес килсен — эсĕ телейлĕ. Пурнăçăн ытларах пайĕ ĕçре иртет. Вăл манăн çеç мар, ĕçе çỹрекен кашни çыннăн çавнашкал пулĕ. Ирпе ĕçе тухса каятăп та каç пулсан çеç кил алăкне уçса кĕретĕп. Маншăн шкул — иккĕмĕш кил. Кунта манăн ĕçтешсем, туссем, юташсем. Кунтах манран çĕннине пĕлес тĕллевлĕ пĕчĕк шăпăрлансем, пулăшу е тĕрлĕ сĕнỹ кĕтекен каччăсемпе хĕрсем. Кунтах эпĕ савăнăçа пайлатăп, хуйха пусаратăп. Учитель кунĕ урок ирттернипе çеç мар, ытти ĕçпе те пуян, тĕрлĕ конкурса, олимпиадăна хатĕрленетпĕр. Ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть, хамăн вĕренекенсем тĕрлĕ конкурс-олимпиадăра çĕнтерсен вара чăннипех те савăнатăп. Акă, сăмахран, Юля Агеева иккĕмĕш çул пĕтĕм тĕнчери чăваш чĕлхипе литературин олимпиадинче малтисен йышĕнче, пĕлтĕр призерччĕ, кăçал — çĕнтерỹçĕ! Çавăн пекех кашни çулах «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава» видеороликсен конкурсне хутшăнса тĕрлĕ вырăна çитсе куратпăр, пĕр çулхине хамăр округри тĕрлĕ ялти сăваплă çăлкуçсене тишкертĕмĕр. Ачасем питĕ кăсăкланса ĕçлерĕç. Çăлкуçсен историне тĕпчесе пĕлни хамăн кăмăла та кайрĕ. Мĕн чухлĕ çĕнни пĕлтĕмĕр!

— Пĕлетпĕр-ха, пĕччен çеç сурнипе кỹлĕ тултарма йывăр. Шкул коллективĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр, мĕнле тĕллевсем лартатăр? Август уйăхĕ педагогсемшĕн хатĕрленỹ тапхăрĕ. Мĕнле кăмăлсем?

— Чăнах та, пĕччен пĕлĕм çиме кăна аван, тенĕ авалтан. Пирĕн шкул коллективĕ питĕ туслă. Эпир пĕр-пĕринпе яланах килĕштерсе ĕçлетпĕр, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшатпăр. Кашни çулах шкулта чăваш чĕлхи эрни ирттеретпĕр. Çак ĕçе, сăмахсăрах, пурте хастар хутшăнаççĕ, кашни мĕнпе те пулсан пулăшма тăрăшать. Лавне тапса туртакан тур лашисем вара чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Надежда Валерьевна Кушманова, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Ольга Васильевна Кузьмина, Федорова Валентина Владимировна библиотекарь. Пысăк тав сăмахне Лариса Николаевна Васильева директор тивĕçлĕ, вăл пире пур енĕпе те пулăшу парать.

Округра иртекен тупăшусенчен нихăçан та юлман. Вĕрентекенĕн яланах тĕслĕх пулмалла-çке. Тата учительсен коллективĕ кашни каникултах тĕрлĕ çĕре çитме тăрăшать, эпир ушкăнпа театрта, Атăлçи Пăлхар хулинче, Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансене халланă мемориалта… пулнă.

— Виçĕ теçеткене яхăн вĕренỹре. Çĕр-çĕр, пиншер ачана ăс панă. Асра юлнисем, сирĕн çула суйласа илнисем те пур вĕсен хушшинче…

— Учительшĕн, ăнланатăр ĕнтĕ, ун патĕнче ăс пухнă пур вĕренекен те лайăх. Вăл кашнин ăшнех хăйĕн пĕчĕк чунне хывать. Маншăн республикăри «Тетте», «Тантăш» ача-пăча кăларăмĕсенче ĕçлекен Татьяна Ишмуратова та, хăйĕн юррисемпе палăрнă Юлия Адюкова та хаклă… Анчах пĕр сăнар ялан пуçа пăралать. Вăл ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Раççей Геройĕ Н.А.Петров. Пирĕн шкул унăн ячĕпе хисепленсе тăрать. Кольăна эпĕ 5-11 классенче вĕрентрĕм. Кăмăллă та тăрăшуллă вĕренекенччĕ пулас паттăр. Ăна халалласа «Эс уçаймăн текех тăван кил алăкне» сăвă та çыртăм, Иван Шурбин композитор ăна юрра хыврĕ.

— Чăваш литературине, уйрăмах сăввисене юратакансем Галина Валериевнăна пысăк чĕреллĕ сăвăç пек пĕлеççĕ. Мĕнле хайлавсене çитертĕр вулакан патне?

— Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвăсем çыраттăм, анчах та вĕсене çынна кăтартма вăтаннă, вăрттăн ĕçлеттĕм. Аслăрах классенче чухне вара сăввăмсене «Пионер сасси» (хальхи «Тантăш») хаçата ярса пама пуçларăм. Тăван «Елчĕк ен» хаçатра кун çути курнă сăвăсем те нумай манăн. Халĕ вара ман сăввăмсене интернет уçлăхĕнче тупса вулама пултать. Пачах та палламан çынсем сăввăмсене вуласа хак пани малалла та çырма хавхалантарать. Тĕрлĕ темăпа çырнă сăвăсене: атте-анне, туслăх, юрату, тăван чĕлхе, вăрçă… Кĕнеке кăларас ĕмĕтĕм те пур-ха. Сăввисем çителĕклĕ, май пулсан çывăх вăхăтрах, тен, ĕмĕтĕм пурнăçа кĕрĕ те.

— Шăнкăртатса юхакан поэзин валакĕ умне кам çавăтса çитернĕ?

— Сăвă çырас пултарулăх аттерен куçнă пулĕ, вăл та çамрăк чухне сăвăсем, эпиграммăсем, шỹтлĕ шаржсем шăрçаланă. Шкул тапхăрĕнче Любовь Мартьянова, Валерий Туркай сăввисене юратса вулаттăм, хама килĕшнисене пăхмасăр калама вĕренеттĕм, халĕ те вĕсен хăш-пĕр сăввине пăхмасăр калама пултаратăп.

— Тăван чĕлхепе олимпиадăна хатĕрленĕшĕн 100 пин тенкĕ тивĕçнисен ячĕсене çырчĕç медиауçлăхра. Çак пысăк мар йышра сирĕн ят-хушамат та пур. Саламлатпăр! Мĕнле шухăшсем çуратрĕ Чăвш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ вĕрентекенсен ĕçне хаклассипе çыхăннă йышăнăвĕ?

— Çапла, иккĕмĕш çул эпĕ тăван чĕлхепе олимпиадăна хатĕрленĕшĕн паракан укçана илме тивĕç пултăм. Пĕлтĕр 50 пин тенкĕне тивĕçнĕччĕ. Кăçал вара — 100 пин тенкĕ укçана. Çакă, паллах, питĕ савăнтарать, малалла та çанă тавăрса ĕçлеме хистет. Пирĕн ĕçе курни, пире çапла майпа хавхалантарса пыни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакăншăн ертỹлĕхе пысăк тав калатăп.

— Пушă вăхăт. Пур-ши вăл сирĕн? Енчен те пур пулсан мĕн-мĕн тăватăр, вăхăта çитерейнĕ пулсан тата мĕн тунă пулăттăр?

— Пушă вăхăт. Пур-ши вăл ялти вĕрентекенĕн? Çуллахи вăхăтра пушшех те çук. Паянхи саманара пурнăçăн урапи çинчен ỹксе юлас темесен яланах хусканура пулмалла. Ăçта мĕнле конкурс, ăçта мĕнле мероприяти — пĕтĕм çĕре çитме тăрăшатпăр. Кĕçĕн хĕрĕм виççĕмĕш класа каять кăçал, ăна та чылай çĕре явăçтарма тăрăшатăп. Унсăр пуçне килти ĕçсене те вăхăтлă тумалла вĕт-ха, хăяр-помидор тăварласси, хĕле валли тĕрлĕ салат хатĕрлесси, чей курăкĕ типĕтесси… Çемьепе пĕрле кăмпана çỹреме юрататпăр. Хамăр валли çеç мар, сутлăх та туса хатĕрлетпĕр. Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ.

Тата эпĕ хĕр чухнех питĕ тĕрлеме юрататтăм. Каярахпа çак ĕç манăçа тухрĕ е вăхăчĕ çитми пулчĕ-ши? Халĕ вара ку ĕçе тепĕр хут пуçăнтăм: пушă вăхăт тупăнсанах алла йĕппе çип тытатăп. Юратнă ĕç чуна канăç парать, лăплантарать. Хăш чухне вара, чунра хавхалану туйăмĕ хускалсан алла ручка тытса, ума шурă хут хурса ăшри туйăмсене хут çине куçаратăп.

«Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак», — тет Г.Н.Волков. Шăпах çакна вĕренекенсем патне çитермелле те пирĕн.

Анатолий АБРАМОВ калаçнă.

Галина Каринкина архивĕнчи сăн ỹкерчĕксем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code