Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тĕп тĕллев — çынсен сывлăхне сыхласси

Тĕп тĕллев — çынсен сывлăхне сыхласси

Чăваш Енри Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕ пĕлтерет:

Граждансене тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕ памалли патшалăх гарантийĕсен программи (Программа) — çулсерен çĕнетекен документ, вăл медицинăн çĕнĕ çитĕнĕвĕсене пур çĕрте те практикăна кĕртмелли тĕп хатĕр пулса тăрать.

Программăна «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн кăтартăвĕсене пурнăçламаллине шута илсе йĕркеленĕ. Çак документ патшалăх укçи-тенкипе усă курса медицина пулăшăвĕ памалли тĕссен, формăсен тата условисен переченьне палăртать. Программа çулсеренех анлăланать. Ăна укçа-тенкĕпе тивĕçтересси вара ỹсет. Палăртнă тĕп тĕллев — хальхи йышши тата пахалăхлă медицинăпа çĕршывра пурте усă курма пултарччăр тени. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ тĕп улшăнусем пирки каласа кăтартатпăр.

Çĕнетнĕ Программăн чи кирлĕ темисенчен пĕри — социаллă пĕлтерĕшлĕ тытăмсене медицина пулăшăвĕн тухăçлăхне ỹстерес тĕллевпе хальхи вăхăтри сиплев тата диагностика меслечĕсене кĕртни.

Чĕрепе юн тымарĕсен

хăрушлăхĕсене маларах тупса палăртмалли майсем анлăланнă.

Программăна пысăк чирсем аталанас хăрушлăха маларах тупса палăртас тĕллевлĕ диагностика тĕпчевне — липопротеин тестне — кĕртнĕ. Ку — «япăх» холестерин тĕсĕ. Вăл чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсен (инфарктăн, инсультăн тата атеросклерозăн) тĕп вăрттăн сăлтавĕсенчен пĕри шутланать. Унăн шайĕ 100 процент яхăн генетикăран килет, вăл пурнăç йĕркипе пачах çыхăнман. Çак кăтартăва палăртни юн тымарĕсен чирĕ пулас хăрушлăх пур пациентсене, «ахаль» холестерин шайĕ йĕркеллĕ пулсан та, тупма май парĕ. Ку кăтартăва пĕлни пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл ỹснĕ пулсан çын малтанхи атеросклероз тата унпа çыхăннă чирсем — чĕре ишеми чирĕ, геморраги инсульчĕ, миокард инфаркчĕ — аталанас хăрушлăх пуррисен ушкăнĕнче.

Пĕлтерĕшлĕ тĕллев

Халăхăн репродуктивлă сывлăхне сыхласси — медицинăри тĕп тĕллевсенчен пĕри.

Профилактика медицинине аталантарасси тата халăхăн репродуктивлă сывлăхне сыхласси Наци проектĕнче те, çĕнетнĕ Программăра та пĕлтерĕшлĕ тĕллев пулса тăрать. Репродуктивлă сывлăха тĕрев памалли хальхи меслетсем, репродуктивлă пулăшу технологийĕсен сферинчи инновациллĕ мелсене пула аталанаканскерсем, ача çуратассине тивĕçтереççĕ, ача-пăчасăр çемьесене ашшĕ-амăшĕн савăнăçне парнелеççĕ. Ку демографи ỹсĕмĕн сулмаклă факторĕ пулса тăрать. Çакăн пек технологисен майĕсем анлăланаççĕ. Программăпа килĕшỹллĕн уйăракан укçа-тенкĕ виçи çулсерен пысăкланать, çавна май генетика технологийĕсемпе усă курмалли майсене анлăлатма палăртаççĕ. Программа аталанăвĕн паллă тепĕр тапхăрĕ — эмбрионсене имплантаци умĕнхи генетика тесчĕ туса тĕрĕслесси, çакă ЭКО процедурин хăрушсăрлăхне тата тухăçлăхне ỹстерме май парĕ. Ку тест генетика е хромосом чирĕсене тупса палăртнă ачасен ашшĕ-амăшĕшĕн, çав шутра неонаталлă анлă скрининг вăхăтĕнче те, кирлĕ. Çакă эмбриона амăшĕн варне куçариччен хромосом чирĕсене тупса палăртма май парĕ, ача ăнăçлă тĕвĕленес тата малалла аталанас шанăçне ỹстерĕ, йăхран йăха куçакан патологисем вăй илес хăрушлăха чакарĕ.

Йывăр çын чухне

пепкен хромосом аномалийĕсем пулас хăрушлăха хаклани.

Программăпа килĕшỹллĕн пирвайхи хут инвазивлă мар перинаталлă тестировани (НИПТ) — çие юлнă хыççăн малтанхи виçĕ уйăхра пепкен клеткăсăр ДНКне амăшĕн юнне илсе палăртассине — пăхса хăварнă. Çак меслет çие юлнă хĕрарăмăн организмне пысăк хăрушлăх кỹмесĕрех пепкен хромосом аномалийĕсем пуррипе çуккине хаклама май парать. Малтанхи виçĕ уйăхри скрининг кăтартăвĕсем тăрăх, хромосом чирĕллĕ ача çуралас хăрушлăх пур хĕрарăмсене НИПТ тĕрĕслевне яма палăртнă. Неонаталлă анлă скрининг хăрушă чирсене тупса палăртма май парĕ. Çав вăхăтрах çуралнă ачасене тĕрĕслемелли программа та анлăланать, мĕншĕн тесен тин çуралнă пепкен сывлăхне упрас ыйтăва та патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Неонаталлă анлă скрининга (вăл хăйĕн тухăçлăхне кăтартнă ĕнтĕ) тепĕр икĕ чире кĕртнĕ. Çакă хăрушă генетика чирĕсене малтанхи тапхăртах, симптомсем пуçланичченех, сайра тĕл пулакан чирлĕ ачасен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе, тупса палăртма май парать. Чир паллисене палăртсан ачасем кирлĕ сиплеве Президентăн «Ырăлăх çаврăмĕ» ыр кăмăллăх фончĕ урлă илме пултарĕç. Вăл кирлĕ эмелсемпе тата медицина изделийĕсемпе тивĕçтерĕ, чылай чухне чирĕн клиника палăрăмĕсем пуçланичченех.

Пысăк технологиллĕ

медицина пулăшăвĕпе усă курассине анлăлатас туртăм.

Пациентсем тỹлевсĕр пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе яланах усă курма пултараççĕ, мĕншĕн тесен çулсеренех укçа-тенкĕ сахал мар уйăраççĕ. Çĕнетнĕ Программа ку çул-йĕре малалла тăсать. 2026 çулта пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕн (ВМП) переченьне «Чĕрепе юн тымарĕсен хирургийĕ», «Онкологи», «Офтальмологи» тата «Эндокринологи» профильсемпе тата анлăлатнă, тепĕр 15 позици кĕртнĕ. Вĕсемпе федераци центрĕсенче кăна мар, регионти нумай профильлĕ медицина организацийĕсенче те, тивĕçлĕ лицензи пуррисенче, усă курĕç. Çакă кăткăс та хаклă сиплев меслечĕсемпе усă курмашкăн çăмăллăх кỹрĕ. Çакна та палăртма кăмăллă, ку меслетсемпе граждансен маларах та тỹлевсĕр усă курма май пулнă, анчах халĕ чи кăткăс медицина пулăшăвне кил çывăхнерех, квота кĕтмесĕр, федераци центрĕсене кайса çỹремесĕр илме май пулĕ. Çапах та ВМП уйрăм тĕсĕсем пурăнакан территорире çук пулсан больницăна вырттарма направлени çыракан медицина организацийĕ пациента РФ тепĕр регионне яма пултарать.

Сывлăхлă пулăр

Тỹлевсĕр тата пахалăхлă медицина пулăшăвĕн прависемпе усă курма май туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе усă курмалли майсене ỹстересси — комплекслă тĕллев. Ăна Программăна çуллен çĕнетсе-анлăлатса та, çавăн пекех наци проекчĕсемпе патшалăх программисене тĕпе хурса та пурнăçлаççĕ. Çĕнĕлĕхсен тĕп тĕллевĕ — хальхи медицина пахалăхне ỹстерсе граждансен сывлăхне упрасси тата çирĕплетесси.

Ульяна ПЧЕЛКИНА.
Чăваш Енри Обязательнăй медицина
страхованийĕн территори фончĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code