Елчĕк округĕн команди Августăн 7-мĕшĕнче Комсомольски округĕнче иртнĕ республикăри XIV çуллахи ял спорчĕн вăййисене хутшăннă. Икĕ лаптăкра — «Кĕтне» спорт шкулĕнче тата «Çĕрулмине Мухтав» агрофирма никĕсĕ çинче — иртнĕ ăмăрту пĕтĕм республикăран 450 чи вăйлă аграри ĕçченĕсене, спортсменсемпе физкультурниксене пухнă. Полиатлон, çăмăл атлетика, мини-футбол турнирĕ, спорт çемйисен тупăшăвĕ тата канат туртасси, доярсен турнирĕ, хĕрарăмсен волейболĕ… Тупăшу вăхăтĕнче ГТО нормативĕсене пурнăçлама та май пулнă.
Елчĕк округĕн команди хĕрỹ вăйăсенче икĕ хут пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Ял спорчĕн ылтăн медальне Елчĕк ялĕнчи Портновсен çемйи тивĕçнĕ. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спортăн «ГТО» комплексĕн нумай енлĕ кĕрешĕвĕнче хĕрарăмсен хушшинче Ирина Плотникова (Патреккел) абсолютлă чемпионка пулса тăнă. Кунта Александр Семенов (Кĕçĕн Таяпа) 5-мĕш вырăна йышăннă. Алексей Васильева (Елчĕк), Артем Савинова (Кỹлпуç) тата Снежана Агеевăна (Елчĕк) пĕрлештернĕ хастар команда япăх мар кăтартусемпе палăрнă: 5-мĕш вырăн йышăннă. Доярсем те командăн пухмачне паха очкосем кĕртнĕ.
Кунтах Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин коллегийĕн тухса çỹрекен ларăвне те ирттернĕ, унта 2025 çулта спорта аталантарас енĕпе ăнăçлă ĕçленĕ муниципалитетсене палăртнă. Елчĕк муниципалитет округĕ спорт инфратытăмне тата массăллă спорта аталантарас ĕçре малтисен ретĕнче пулнине черетлĕ хут çирĕплетсе хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухнине палăртма кăмăллă. Çак çитĕнỹ округра спорта аталантарас енĕпе тĕллевлĕн ĕçлесе пынине, халăх сывă пурнăç йĕркине çỹллĕ шайра тытса пынине çирĕплетет.

