Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Общество палатин членĕсемпе пĕрле

Общество палатин членĕсемпе пĕрле

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый округри Общество палатин членĕпе Валерий Изратовпа пĕрле Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнче пулса кунти тĕрлĕ объектри строительство ĕçĕсемпе паллашнă. Кивĕ Эйпеç тата Кавал ялĕсен клубĕсем кунран-кун çĕнелсе пыраççĕ. Кавалти культура çуртĕнче çĕнĕ урай сарнă, фасад территорине йĕркене кĕртнĕ, клуб умне брусчатка хывнă. Кивĕ Эйпеçĕнче те ĕçсем пĕр кунлăха та чарăнмаççĕ. Рабочисем пĕлтернĕ тăрăх, ку эрнере шалти тĕп ĕçсем вĕçленĕç. Унсăр пуçне Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пĕлтерĕшлĕ социаллă проекта пурнăçласси хĕрỹ пырать: «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн кунта пушар деповĕн модульлĕ çуртне тăваççĕ. Ял çыннисен хăрушсăрлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ çак объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 5,7 млн тенкĕпе танлашать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code