Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуçаруллисем малаллах талпăнаççĕ

Пуçаруллисем малаллах талпăнаççĕ

Шкулсемпе хушма пĕлỹ паракан тата ача-пăча учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ тапхăрĕ пуçланиччен ятарлă службăсен представителĕсем тĕрĕслесси ырă йăлана кĕнĕ. Унта округ администрацийĕн, вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн, газ участокĕн, полици уйрăмĕн, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Роспотребнадзор тата пушар хуралĕн сотрудникĕсем хăйсен тивĕçне маларах пурнăçланă.

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă ушкăн тĕрĕслеве «Солнышко» (заведующийĕ Светлана Кудряшова) ача садĕнчен пуçларĕ. Пурнăçра кил-çуртри лару-тăру хапха умĕнченех курăнать, теççĕ. Кунта та çаплах. Территорие пырса кĕрекен лаптăка, тротуара (1270 пин тенкĕлĕх) брусчатка сарни, тимĕр картана çĕнетни (170 пин тенкĕлĕх) пачах çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Коллектив шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупни куç кĕрет.

— Чун савăнать, — терĕ Леонард Васильевич, — пĕтĕм çĕрте йĕркелĕх, тасалăх хуçаланать. Сăрăсемпе пĕлсе тата вырăнлă усă курнăран пỹлĕмсенче уçă та çутă — ĕлĕкхи тĕттĕм тĕссем мар ĕнтĕ.

Кирек хăш пỹлĕме кĕрсен те асăрхатăн çакна. Кашни япала хăй вырăнĕнче пулни те тỹрех курăнать.

«Ĕçлеме пĕтĕм услови пур, — Надежда Иванова воспитателĕн шухăш-кăмăлне те пĕлес терĕмĕр. — Ачасем валли теттесем çителĕклĕ. Вăй-хал аталанăвне йĕркелеме, чăваш йăли-йĕркине ăса хывма, çĕр ĕçĕпе туслашма уйрăм пỹлĕмсем пур. Выляма теттесем, конкурссене хутшăнма кĕпе-тумтир çителĕклĕ».

Хальхи вăхăтра учрежденине 66 ача çỹрет, 10-н тата пуçласа килмелле.

Леонард Левый коллектива тирпей-илем тата хăтлăх ыйтăвĕсемпе çулсерен курăмлă ĕçлесе пынăшăн тав турĕ. Шкулсенче те тĕрĕслевсен вĕçĕнче кашнинче тенĕ пекех çак ырă шухăш патне тухрĕ вăл.

Елчĕкри искусство шкулне (директорĕ Валерий Архипов) хушма пĕлỹ илме 210 ача çỹрет. Пысăках мар çурта çакăн пек йышпа та тасалăхпа тирпейлĕхре тытма пĕлеççĕ кунта. Преподавательсемпе вĕсен вĕренекенĕсем регионти тата Пĕтĕм Раççейри конкурссенче палăрни — мухтанмалăх, мăнаçланмалăх пур. Округра тĕрлĕрен мероприяти иртсен те юрă-ташăпа сăрă ăстисем яланах çĕнĕлĕхпе палăраççĕ.

Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул (директорĕ Лариса Васильева) иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче тĕпрен çĕнелчĕ. Пуррине упрама пĕлни туйăнать — пĕтĕм çĕрте йĕрке. Коридорта та, классенче те ытлашши стенд çук. Кăçал вырăнти бюджет тивлечĕпе ултă класлăх 4600 пин тенкĕлĕх çĕнĕ йышши сĕтел-пукан туяннă. Ачасемшĕн питĕ меллĕ, хăтлă.

Шкулта — икĕ музей. Пĕри, тăван тавралăхпа çыхăнни, «Паха пĕлỹре» вырнаçнă. Ачасемпе уйрăм занятисем ирттерме питĕ аван: экспонатсем çителĕклĕ, вĕсене çырса палăртнă. Тĕп çуртра, маларах вулавăш вырнаçнă пỹлĕмре, патриотика направленийĕпе çыхăннă музей йĕркелеме пуçланă.

Округри тĕп шкулта парта хушшине часах 584 ача ларĕ, вĕсенчен 1-мĕш класа — 35-ĕн. Çав вăхăтрах 9-мĕш класс хыççăн шкулпа 49 ача сыв пуллашнине те каламасăр иртеймĕн. «Ытларах лайăх вĕренекенсемех тухса кайрĕç», — пăшăрханăвне пытармасть Лариса Николаевна.

Округ пуçлăхĕн шухăшĕ ку тĕлĕшпе çапларах пулчĕ:

— «Айăпне» ашшĕ-амăшĕнче çеç шырамалла мар, учительсен хăйсен те çине тăрса ĕçлемелле.

Шкулта паянхи кун тĕлне икĕ ваканси: математика тата вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ кирлĕ.

Патреккелĕнчи тĕп шкулта (директорĕ Ольга Петрова) çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче 23 педагог 79 ачана йышăнĕ, вĕсенчен пуçласа парта хушшине ларакансем — 7-н. Истори предмечĕпе вĕрентекен кирлĕ. Кунта та музей пур. Экспонат питĕ нумай. Вĕсене виçеллĕ те килĕшỹллĕ вырнаçтарсан, кашнине вырăсла тата чăвашла çырса палăртсан питĕ витĕмлĕ пулма кирлĕ.

Çапах та пĕр çул мар калаçтаракан ыйтăва каллех хускатма тивет: шкула хăпармалли плитаран тунă картлашкасене тĕпрен юсасси пирки сăмах пуçарсан Леонард Левый хальхинче те тарăхăвне пытармарĕ. Ку тĕлĕшпе 77 ачаллă Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан (директор тивĕçĕсене пурнăçлакан Алиса Смирнова) ырă тĕслĕх илмеллине палăртрĕ. Пĕлỹ учрежденийĕнче «учитель — вĕренекен — ашшĕ-амăшĕ» çыхăнăва лайăх йĕркеленĕрен «Ниме — халăх бюджечĕ» проектпа питĕ ăнăçлă ĕçлеççĕ. Юлашки виçĕ çулта 6 проекта пурнăçа кĕртме пултарнă. Вăл шутра кăçал август уйăхĕччен хута янă пушар резервуарĕ те. Ĕçе кĕртнĕ сумма 599755 тенкĕпе танлашать.

Асăннă учрежденине «тĕслĕхлĕ» тесех палăртас килет. Кунта пысăк шайри мероприятисене йĕркелесен те (регион шайĕнче те иртеççĕ) хăнасен умĕнче пит хĕрелмĕ, мĕншĕн тесен пĕтĕм япалана чун туртăмне кура вырнаçтарнă. Стендсене те. Дизайнер алли те çирĕп курăнать. Уйрăмах «Ачасен пуçарăвĕсен центрĕнче», этнографи музейĕнче. Сăмах май, кусем те пуçару бюджечĕн «çимĕçĕсем».

Комисси членĕсем спорт залĕпе, инвентарь тытмалли пỹлĕмпе паллашрĕç. Çап-çутă, кашни япала хăй вырăнĕнче. ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Борис Клементьевăн тăрăшулăхĕ ку. Çапах та округ пуçлăхĕ коллектив умĕнче «тĕртсе» те илчĕ ăна: «Борис Демьянович хăй вăхăтĕнче паллă хоккеист пулнă, çавна май шкулта хоккей вăййине йĕркелемеллех»…

Тĕрĕслев маршручĕ малалла Курнавăшри вăтам шкула (директорĕ Анфиса Ефимова) илсе çитерчĕ. Автоçултан пăрăнсанах тасалăх куç тĕлне пулать. Брусчатка тăрăх утнă май ик айккипе — пĕр çум курăксăр çĕр лаптăкĕ. Çурта, кабинетсене кĕрсен хăтлăх илĕртет.

Курнавăшсем, вĕренỹпе воспитани ĕçĕн флагманĕ пулнă май, çĕнĕлле йĕркеленĕ панносенче те асăннă тĕплĕхсене паллă вырăн уйăрни курăнать. Ку енĕпе 2-мĕш хута хăпаракан картлашкапа пĕлсе усă курни те кăсăклă. Анчах педагогсене пĕлỹ тĕнчине килекенсен йышĕ тивĕçтерменни пăшăрхантарать: 48-ăн çеç. Пĕрремĕш класа 3 ачана кĕтеççĕ. Çĕнĕ специалист — чĕлхеçĕ — ĕçлеме килме палăртни пур пĕрех шанăç çуратать.

Çирĕклĕ Шăхальсем (шкул директорĕ Оксана Мясникова) пĕр çул кăна мар канăç паман çивĕчлĕхе татса панишĕн кăмăллă паян. «Ниме — халăх бюджечĕ» проект пулăшнипе, шкул ĕçченĕсемпе ашшĕ-амăшĕ пĕр шухăшлă пулнипе çĕнĕ технологисемпе усă курса çурт тăррине (5,6 миллион тенкĕлĕх) тĕпрен юсанă. Унсăр пуçне коллектив хăйĕн вăйĕпе 65 пин тенкĕлĕх ытти юсав ĕçĕ йĕркеленĕ.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче пĕлỹ çуртне пĕтĕмпе 70 ача килмелле, çапах та, пĕлтĕрхи пекех, 1-мĕш класс ачасен сассипе тулмĕ. 2027 çулта вара пуçласа партăсем хушшине 6 шăпăрлан ларассине пĕлтĕмĕр…

Комиссисен пĕтĕмлетĕвĕ паллă: округри вĕренỹ учрежденийĕсем, тĕпрен илсен, яваплă тапхăра хатĕр. Çав вăхăтрах хăш-пĕр шкулăн кăçалах е çитес çул газ хуранĕсене улăштармалла.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code