Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Рифкат абы хастарлăхĕ

Рифкат абы хастарлăхĕ

Пăла тăрăхĕнче мĕн авалтанпа чăвашĕ, тутарĕ, вырăсĕ килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса, пĕр çăвартан пурăннă. Паянхи кун та Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнче Раççей Федерцийĕн мĕн пур кĕтесĕнчи пекех тĕрлĕ халăх килĕштерсе пурăнать. Çакăнта тĕпленнĕ кашни çын пысăк та туслă çемьере пулнине туйса, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе тăраççĕ. Çапла пултăр та.

1927 çулта, Елчĕк районĕ йĕркелениччен, тутарсем пурăнакан Сăрьел ялĕ Шăмалак вулăсне кĕнĕ. Историнчен ялта тутарсемпе чăвашсем пĕрле пурăнни паллă. Çак чăваш ялĕсем хушшине вырнаçнă, вăхăтĕнче халăх йышлă пурăннă, ялта мухтава тивĕçлĕ, сумлă та пултаруллă çынсем сахал мар тухнă. Вĕсенчен пĕри — ăста ял хуçалăх ĕçченĕ, пултаруллă совет работникĕ Рифкат Замалетдинович Мухаметзянов. Вăл 1926 çулхи августăн 16-мĕшĕнче кун çути курнă. Ытти çамрăксенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман унăн кун-çулĕ. Çул çитсен шкула кайнă, кил-хуçалăхра ашшĕ-амăшне пулăшнă, колхоз ĕçне хутшăннă. Хаяр вăрçă пуçлансан ялти митингра граждан вăрçинче çапăçнă С.Гарифуллин: «…Пуç касакансемпе çын çиенсене тĕппипех çапса аркататпăр», — тесе тухса калаçнă, алла хĕç-пăшал тытса ирĕклĕхшĕн çапăçма сăмах панă. Унпа пĕрле тата ытти коммунистсем те аслă юлташăн сăмахĕсене çирĕплетсе тупа тунă. Çак сăмахсене ытти çамрăксемпе пĕрле Рифкат та тимлĕн итлесе тăнă. Тен, çавăн чухне вăл çак митингра тупа тăвакансем пек патвар та харсăр пулма тĕллев лартнă пулĕ.

Абдулла Гаязов ертсе пыракан «Марс» хуçалăхра, Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи пекех, пурте фронтшăн ырми-канми тăрăшнă. Арçын шутне кĕрсе çеç пыракан çамрăк Рифкат вăрçă çулĕсенче колхозра аслă ăрури çынсемпе тан ĕçлесе пынă. 1942 çулта ялти 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ çамрăка тепĕр икĕ çултан çара кайма ят тухать. Вăл 1944-1946 çулсенче стрелоксен 428-мĕш батальонĕнче стрелок пулса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнать.

Демобилизаци йĕркипе çуралнă яла таврăннă хыççăн Рифкат колхозри тĕрлĕ ĕçсене хутшăнать, ертỹçĕсем мĕнле ĕç хушнă, çавна тĕплĕн тума тăрăшнă харсăр çамрăк. Çакна кура пулĕ часах йĕкĕте «Марс» хуçалăхри 4 бригадăран пĕрне ертсе пыма шанаççĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче хуçалăх ĕçченĕсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр бригадăра çут малашлăха шанса пысăк хастарлăхпа тăрăшса ĕçленĕ, патшалăх умĕнчи тĕллевсене пурнăçланă.

1956 çулта пултаруллă ертỹçĕне Сăрьел ял Совечĕн ĕçтăвком председательне суйлаççĕ. Тăватă çул хушши тỹрĕ кăмăлпа тăрăшать вăл çак ĕçре, ял халăхĕн нушине ăнланса, чĕрене илсе вĕсен ыйтăвĕсене татса парассипе нумай вăй хурать.

1960 çулта «Марс» хуçалăх «Победа» колхозпа пĕрлешет. 10 яла пĕрлештерсе тăракан пысăк хуçалăхра ĕçсене çĕнĕлле, тухăçлăрах та тĕплĕнрех йĕркелес тĕллевпе комплекслă бригадăсем туса хураççĕ. Иртнĕ вăхăтра бригадирта ăнăçлă ĕçленине шута илсе Рифкат Мухаметзянова Сăрьел ялĕнчи 7-мĕш комплекслă бригадăна ертсе пыма çирĕплетеççĕ. Пилĕк çул хушши тимленĕ вăл çак ĕçре, тивĕçлипе ертсе пынă колхозниксене. Бригадир ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынипе хуçалăх ĕçченĕсем пысăк тухăçлă тыр-пул, тымар çимĕç, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Пурте тăрăшса вăй хунине кура планпа обязательствăсене ирттерсе пурнăçласа пынă. Çапла, пĕринчен тепри хастар ĕçлесе, бригада пысăк ỹсĕмсем тунă. Рифкат Замалетдинович бригадирта ĕçленĕ вăхăтра Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх (1956 ç.) тата Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен (1965 ç.) выставкисене хутшăннă. 1963, 1964 çулсенче «Чăваш АССРĕн пысăк тухăçлă тĕш тырă тата пăрçа йышши культурисен ăсти» ята çĕнсе илнĕ.

Тăрăшса, чунне парса ĕçленине кураççĕ ертỹçĕсем. Рифкат Замалетдиновича 1966 çулта Аслă Пăла Тимеш ял Канашĕн председательне суйлаççĕ. 1975 çулччен, вунă çула яхăн, тивĕçлипе тимлет вăл çак ĕçре.

Вунă яла пĕрлештерсе тăракан Аслă Пăла Тимеш ял Совечĕ Елчĕк районĕнче çеç мар, Чăваш Республикинче те пысăккисен шутĕнче пулнă. Ĕçтăвком ертỹçин граждансен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса парассисĕр пуçне хуçалăхсен (колхоз, шкулсем, участокри больница тата фельдшерпа акушер пункчĕсем, ветеринари лечебници, культура вучахĕсем, вулавăшсем) ĕçĕсене тĕрлĕ енчен йĕркелесе, тĕрĕслесе пырасси пулнă. Ку енĕпе ĕçтăвкомăн ĕçлев комиссийĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Рифкат Мухаметзянов ĕçленĕ вăхăтра Кивĕ Эйпеç, Кавал, Аслă Пăла Тимеш, Сăрьел ялĕсенче культура çурчĕсем тăвас ĕç анлăн пулса пынă. Вăл пуçарнипех Елчĕк районĕнче чи малтан комсомолла туй ирттерме пуçланă. Сăрьел ялĕнчи клубра С.Насибовпа З.Бикмеева тата Х.Рахимзяновпа Г.Закирова мăшăрланса комсомолла туй туни çинчен 1965 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче тухнă «Колхоз ялавĕ» хаçатра та çутатнă.

1975-1990 çулсенче Рифкат абы «Победа» колхозăн 7-мĕш комплекслă бригадинче тĕрлĕ çĕрте яваплăха туйса ĕçленĕ, хуçалăхра «Тава тивĕçлĕ колхозник» ята илме тивĕçнĕ.

Тăван çĕршыв Рифкат Замалетдиновичăн тава тивĕçлĕ ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Ăна «Хисеп Палли» (1966), Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ (1971), II степень Отечествăлла вăрçă (1985) орденĕсемпе тата нумай медальпе наградăланă.

Рифкат Замалетдинович Марвара Зинатулловнăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Килĕштерсе пурăнакан мăшăр çичĕ ача (Шафкат, Аухат, Муслина, Таскире, Таслиме, Гельсире, Гельсине) çуратса пăхса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Хальхи вăхăтра ачисем те çемьеллĕ пулса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă.

1992 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче пултаруллă ертỹçĕн чĕри тапма чарăннă. Ăна тăван ялĕнче пытарнă.

Владимир ПЛОТНИКОВ.
Сăрьел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code