Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяр куна «вăрласа»

Уяр куна «вăрласа»

«Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче хальхи вăхăтра урпа çапса тĕшĕлессипе тимлеççĕ.

— Кăçал çанталăк çумăрлă тăни вырма ĕçне самай хавшатать, çапах та уяр кунсене «вăрласа» палăртнă ĕçе кунран кун чакарма тăрăшатпăр, — пĕлтереççĕ комбайнерсем.

Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 688,37 гектар çинче çитĕннĕ. Хальхи вăхăт тĕлне лаптăкăн 110 гектарне (16 процент) çапса тĕшĕленĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 66,9 центнерпа танлашать.

Çĕнĕ йышши 1 «Вектор», 2 «Агрос» комбайнсене Георгий Федоров, Николай Круглов, Сергей Зайцев комбайнерсем (сăн ỹкерчĕкре) кăлтăксăр та тикĕссĕн ĕçлеттереççĕ, шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Çĕнĕ техника — ĕç ỹсĕмĕ. Кабинăсенче таса — пĕр тусан та кураймăн. Кондиционерсем пулăшнипе уçă тăнăран ĕçлеме питĕ меллĕ пулнине палăртаççĕ комбайнерсем.

Тырра тракторсемпе йĕтеме турттаракан Вениамин Лисицын, Петр Мазюкин механизаторсем, Владимир Краснов шофер та ырă ята тивĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code