Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Халăх тухтăрсене тав тăвать

Халăх тухтăрсене тав тăвать

Чăваш Республикинче республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе вăй илнĕ «Сывлăх патне утăм» социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта халăх ырласа йышăнать. Унăн тĕллевĕ — республикăра пурăнакансене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси.

Ку проект пулăшнипе Елчĕкри тĕп больницăн специалисчĕсем кăçал вырăна 10 хут тухса 1375 çыннăн сывлăхне тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ. Тухтăрсем тĕрĕслев вăхăтĕнче тĕрлĕ чир пуçламăшне тупса палăртса 30 çынна планпа больницăра выртса сипленме сĕннĕ, чылайăшне диагнозне уçăмлатма республикăри медицина учрежденийĕсене кайма направлени панă. Тĕрĕслевсем «Вăрăм та хастар пурнăç» нацпроектпа килĕшỹллĕн йĕркеленеççĕ. Ял çыннисем медицина ĕçченĕсене вырăна тухса халăх сывлăхне тĕрĕсленĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code