Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх шанать

Халăх шанать

Халăх пуçарăвĕн «Ниме — халăх бюджечĕ» программа малалла ĕçлет. Унпа килĕшỹллĕн Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пушар деповĕн çуртне тăваççĕ. Паянхи кун кунта хĕрỹ ĕç шавĕ тăрать.

Халăхăн ялшăн тумалли ĕçсем тупăнсах пыраççĕ. Икĕ аслă — Ленинпа Октябрьская — урамсене тата масара çитмелли çула юсаса çĕнетме ĕмĕтленетпĕр. Çак икĕ урама маларах чул сарса хытарнăччĕ. Тĕп çулсем пулнă май, вĕсем ванса юрăхсăра тухса пычĕç. Вырăн-вырăнпа тарăн шăтăксем пысăкланса пынăран çулпа çỹреме кансĕр. Çавăнпа та ку çулсене юсасси паянхи кун чи кирлĕ те çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Çитес вăхăтра икĕ вăрăм урам йĕркене кĕрессе халăх шанса тăрать.

З.ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code