Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Енре — легендарлă спортсмен, Раççей Геройĕ

Чăваш Енре — легендарлă спортсмен, Раççей Геройĕ

Чăваш Енре легендарлă спортсмен, Раççей Геройĕ, Олимп вăййисен виçĕ хут чемпионĕ, Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Александр Карелин ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май олимп резервĕсен спорт шулĕнчи тренерсемпе, çамрăк спортсменсемпе, çавăн пекех парти активĕпе тĕл пулнă, халăх программине кĕртнĕ çынсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртес ыйтусене сỹтсе явнă.

Чи пĕлтерĕшлĕ тĕл пулу — Александр Карелин Шупашкарти «Спартак» стадионра Пĕтĕм Раççейри ГТО комплексĕн республикăри фестивальне уçнă çĕре хутшăнни. Спорт фестивалĕнче 2 пин ытла спортсменпа тренер-преподаватель хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартнă.

Сăмах май каласан, Пĕтĕм Раççейри ГТО комплексĕн республикăри фестивалĕнче Елчĕксем те хастарлăх кăтартнă.

«Спорт кашни çыннăн пурнăç норми пулса тăни пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа инфратытăма аталантаратпăр, тренерсем хатĕрлетпĕр, ăмăртусем ирттеретпĕр. Ĕç кăтартăвĕсем курăмлă. 2020 çулта физкультурăпа тата спортпа çынсен 48 проценчĕ кăсăкланнă пулсан, иртнĕ çулхи кăтарту 62 процента çитнĕ. 2025 çулта Чăваш Республики ГТО комплексне пурнăçа кĕртессипе ПФОра пĕрремĕш, Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăннă» — палăртнă МАХ-каналĕнче Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code