Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çăткăнлăх

Çăткăнлăх

Калав

Атă-пушмак фабрикинче паян иртенпех ĕç укçи пирки калаçаççĕ. Пурин пичĕсенче те хаваслă кулă палăрать, кăмăлĕсем те çĕкленỹллĕ. Çур çулалла тытса курман-çке ĕç укçине. 6 уйăх выçăллă-тутăллă. Кашнийĕнех — çемье, ачасем… Кăнтăрла тĕлне укçа илсе килнĕ текен хыпар цехсем тăрăх çиçĕм пек хăвăрт сарăлчĕ.

Влас Васильевич аслă бухгалтер ĕç пỹлĕмне кĕрсе сĕтел çинчи кирлĕ-кирлĕ мар хутсене пуçтарчĕ, рабочисене ĕç укçи пама хатĕрленчĕ. Çак ĕçе паянах вĕçлес терĕ: хăйне те канлĕ пулĕ, çынсене те савăнăç. Кашни рабочине тивекен укçана темиçе хутчен тĕплĕн шутласа пăхрĕ.

Кăнтăрла иртни 2 сехет. Касса умĕнче вăтăра яхăн çын.

Шăп çак вăхăтра Петр Николаевич, фабрика директорĕ, килсе тухрĕ. Касса умĕнче тăракан çынсене пурне те ĕç вырăнĕсене таврăнма хушрĕ. «Эсĕ, — терĕ вăл аслă бухгалтера, — ĕç йĕркине ан пăс. Ĕç укçине кайран, ĕç хыççăн паратăн».

Влас Васильевич кăмăлсăр пулса мăкăр-мăкăр тукаларĕ. Апла пулин те юлашки юлнă укçасене тата ведомоçа сейфа хучĕ те питĕрсе илсе кайма хатĕрленчĕ.

Алăкран Петр Николаевич килсе кĕчĕ. «Тăхта-ха, ан васка. Мана леш укçасене пар», — терĕ. Аслă бухгалтер хуçа çине çунтарса яракан куçĕсемпе пăхса: «Паянтан вара эпĕ сана нимле укçа та памастăп. Çитет халăха çаратса», — тесе хучĕ. Петр Николаевич пĕрре хĕрелсе, тепре шуралса кайрĕ. Халĕччен вăл çак фабрикăра хăй хуçа пулнă-çке. Пурне те хăй куçĕнчен пăхтарнă. Тĕрĕслĕхшĕн тăракан çынсене ура хурса пынă. Хирĕç калаçакансене ĕçрен кăларса ярассипе хăратса часах шăплантарнă, ĕçрен хăтарнă тĕслĕхсем те сахал мар пулнă.

— Мĕнле хăятăн эсĕ директора хирĕç калама? Эсĕ мана пăхăнса тăракан çеç вĕт! — кăшкăрчĕ çавăнтах.

— Хуть те мĕн ту, пурпĕрех памастăп вăл укçасене эпĕ сана. Ытах ман çине кăшкăратăн пулсан кирлĕ çĕре пĕлтеретĕп, — терĕ те Влас Васильевич пỹлĕмрен тухса кайрĕ.

Виктор Васильевич трактористăн иртенпех тракторĕ йĕркеллĕ ĕçлемерĕ, çавăнпа механикпа иккĕшĕ юсав ĕçне тытăнчĕç. Ĕç укçи илсе килнĕ тенине илтсен кунтуралла çул тытрĕç. Шел, виçĕ çын урлă çеçчĕ те, Петр Николаевич килсе тухрĕ. Хуçа укçа пама чартарнăран каллех ĕç вырăнне таврăнса юсав ĕçĕпе аппаланчĕç. Фабрика территорийĕнче васкавлă ĕçсем пулнăран трактора хăвăртрах хута ярас тесе питĕ тăрăшса ĕçлерĕç.

«Эй, каччăсем! Сисĕм туйăмĕ пĕтнĕ-им сирĕн? Сăмса айĕнче çунать, çавна та туймастăр-им?» — илтĕнчĕ сасă. Пуçĕсене çĕклесе пăхсан хайхисен умĕнче пач палламан хĕрарăм тăнине асăрхарĕç вĕсем. Трактор çинчен манса кайсах тĕтĕм тухакан çĕрелле чупрĕç арçынсем. Вĕсем çитнĕ çĕре пушă склад çуртне çулăм хыпса илнĕччĕ ĕнтĕ. Часах ытти рабочисем те çитрĕç. Пакурсемпе, кĕреçесемпе склад çывăхнерех пырас терĕç, анчах тин çеç килсе тухнă Петр Николаевич вĕсене тытса чарчĕ. «Çывăха ан пырăр. Унта газ баллонĕсем упранаççĕ. Сирпĕнсе кайма пултаратăр», — асăрхаттарчĕ вăл. Чуна çỹçентермелле кăшкăртса пушар машинисем çитсе чарăнчĕç. Ахăрса кайнă вут-çулăма нумай алхасма памарĕç, часах парăнтарчĕç. Çунсах пĕтеймен складра аслă бухгалтерăн виллине курчĕç пухăннă çынсем. Хăй вилĕмĕпе вилменни тỹрех курăнать: пуçне темиçе тĕлтен çапса шăтарнă, урайĕнче — юн. Çак тискер ỹкерчĕк çынсене чĕнеймиех туса хучĕ. Пурин куçĕсем те шывланчĕç. Пуринчен ытла Петр Николаевич хурланчĕ. Чĕрине тыта-тыта ахлатрĕ, сасăпах макăрчĕ: «Ытла та кăмăллă çынччĕ вăл Влас Васильевич. Çын хуйхи-суйхине ăнланма пĕлетчĕ, шỹт тума та ăстаччĕ. Ачисем те çамрăк-ха. Хĕр ачи — 14-ра, ывăл ачи — 12-ре. Хăй те хĕрĕх виççерĕ çеçчĕ тата».

— Укçашăнах вĕлерчĕç-ши вара пирĕн Влас Васильевича? — шăплăха татса ыйтрĕ Нина, 5-мĕш цехра ĕçлекенскер.

— Кам пĕлет çав, кам пĕлет, — хаш та хаш сывларĕç пухăннисем.

— Йĕрке хуралçисем килсен çеç татса парĕç ку ыйтăва, — терĕ механизатор.

«Кунта шавласа тăнипе ĕç тухмĕ, сейфа кайса пăхăр-ха, ĕç укçи пур-ши унта? Кам манпа пырать?» — ыйтрĕ директор, Виктор унпа пыма килĕшрĕ. «Çывăха никама та ан ярăр», — асăрхаттарчĕ директор çынсене.

Преступлени пулнă вырăна юлнă çынсем милици килессе чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Пуçа шăнăçайми хурлăх-çке. Кăнтăр кунĕнчех çапса пăрахнă. Тата мĕнлерех çынна! Тĕрĕслĕхшĕн çунакан, халăх интересĕсене хỹтĕлекен çынччĕ çав Влас Васильевич.

Кĕрлерĕ, шавларĕ пухăннă халăх. Чăтăмсăррăн милици килессе кĕтрĕ. Пĕрисем директора айăпларĕç. «Вăл укçа пама чарман пулсан, кун пек инкек те пулмастчĕ», — терĕç теприсем. «Укçи сейфра те пур, те çук», — текелерĕç хăшĕсем.

Акă милици машини килсе чарăнчĕ. Вĕллери хуртсем евĕр шавлакан халăх тинех шăп пулчĕ. Машинăран Иванов следователь, Андреев майор тата виçĕ милиционер тухрĕç. Петр Николаевичпа Виктора та лартса килнĕ.

— Хаклă юлташсем! Сейфра ведомоçсăр пуçне нимĕн те çук. Сейф уççи вара хăй вырăнĕнчех çакăнса тăрать, — пĕлтерчĕ халăха Петр Николаевич. Халăх каллех кĕр! те кĕр! шавласа кайрĕ. Милиционерсем вăхăта сая ярас темерĕç, тỹрех ĕçе тытăнчĕç. Вилене темиçе тĕрлĕ ỹкере-ỹкере илчĕç. Влас Васильевич çумĕнче паспортсăр пуçне урăх нимех те тупаймарĕç. Укçа ăçта кайса кĕнĕ? Сейфран е бухгалтер кĕсйинчен кăларса илнĕ ăна? Çĕр тĕрлĕ ыйту пăтрашăнчĕ Иванов следователĕн пуçĕнче. «Ĕçе вăраха яма юрамасть, тĕрĕс çул суйласа илсе вăрăсен ĕçне хăвăртрах тăрă шыв çине кăлармалла», — шухăшларĕ вăл. Пухăннă çынсенчен 4-5-шне хăварса, ыттисене саланма хушрĕç йĕркелĕх хуралçисем. Чи малтанах фабрика директорĕпе калаçса пăхма шутларĕç. Пур ыйту çине те туллин хуравларĕ директор. Ассăн-ассăн сывласа илет, макăрса та илчĕ. Влас Васильевич унăн сылтăм алли пулнă иккен. Пĕрре те начар каламасть директор бухгалтер çинчен. «Эсир пире малашне пулăшасса шанатпăр», — сывпуллашрĕç йĕрке хуралçисем Петр Николаевичпа. Ыттисемпе пĕрерĕн-пĕрерĕн мар, пуринпе те пĕр вăхăтрах калаçас терĕç. Пỹлĕмре Виктор Васильевич тракторист, Иван Григорьевич механик, Вера Ивановна бухгалтер, Иван Петрович цех начальникĕ.

— Мĕн те пулин çĕннине, урăхлараххине асăрхамарăр-и? Фабрика территорийĕнче палламан çынсене тĕл пулмарăр-и? — терĕ. Çамрăксем хăйсене пушар тухни çинчен пĕр палламан хĕрарăм пĕлтерни çинчен каласа пачĕç. Вĕсем халĕччен çак хĕрарăма пĕрре те курман. Хĕрарăм тата темшĕн-çке пушар сỹнтерме пыман. Петр Николаевич çинчен те ыйтса пĕлчĕç. Никам та юратмасть иккен директора, питех те мăн кăмăллă, хăйне çеç юратать. Аслă бухгалтерпа директор хушшинче хутшăнусем пур чухне те йĕркеллех пулманни те палăрчĕ.

— Тем çинчен тавлашатчĕç вĕсем, лекмест сана урăх вăл укçасем тенине илтсе юлтăм эпĕ Влас Васильевич пỹлĕмĕ тĕлĕнчен иртсе пынă чухне, — терĕ Вера Ивановна бухгалтер.

— Тăхтăр-ха, юлташсем, тăхтăр, Петр Николаевич пире складра газ баллонĕсем пур терĕ. Пире пушар çывăхне пыма хушмарĕ. Анчах эпĕ пĕр баллон та курмарăм унта, — терĕ Иван Григорьевич.

— Петр Николаевич пушар сỹнтерме час пыманни те шухăшлаттарать-ха мана, — терĕ Вера Ивановна бухгалтер.

— Виктор, эсир сейфри укçасене тĕрĕслеме кайнă чухне Петр Николаевичпа пĕрлех кĕтĕр-и? — ыйтрĕ Андреев майор.

— Мана Петр Николаевич Анна аппана тупса килме хушрĕ. Вăл пирĕн техничка. Пĕр вунă минут та иртрĕ пулĕ. Анна аппасăрах Петр Николаевич патне таврăнтăм. Пỹлĕме пĕрлех кĕтĕмĕр. Темшĕн сейф уççийĕ хускалса тăнă пек туйăнчĕ мана. Уçса пăхрăмăр та ведомоç кăна выртать унта. Анна аппа виçĕ куна директортан отгул илнине пĕлтĕм каярах, — хумханса пĕлтерчĕ механизатор.

— Тата тепĕр ыйту. Мĕнле майпа пушă склада пырса тухнă-ха Влас Васильевич? — ыйтрĕ следователь.

— Эпир, бухгалтерсем, яланах унта пулаттăмăр. Кану вăхăтĕнче вăл пирĕн. Влас Васильевич унта пулнишĕн нимĕн чухлĕ те тĕлĕнме кирлĕ мар, — ăнлантарчĕ Вера Ивановна.

— Çитĕ, юлташсем, паянлăха. Тавтапуç сире пурне те. Питĕ нумай пулăшрăр эсир пире, — сывпуллашрĕç йĕркелĕх хуралçисем фабрика ĕçченĕсемпе. Викторпа механика ирхине 7 сехет валлиех фабрикăна килме хушрĕç. Хĕрарăмĕ чăнласах та кунта ĕçлет пулсан, ĕçе килет вăл, терĕç.

Чи малтанах хĕрарăм кам пулнине пĕлмелле. Мĕншĕн директор рабочисене складра газ баллонĕсем упранаççĕ тесе суйнă? Мĕншĕн тракториста ĕçе тухман çынна шыраттарать?

Тен, директорпа бухгалтер склада кĕрсе кайнине кам та пулин курнă? Ăçта кайса кĕнĕ сейфри укçа? — терĕ следователь ĕçри юлташĕсене рабочисем тухса кайсан.

Ирхине 7 сехет. Фабрикăна кĕмелли алăк умĕнче çынсем йышлă тăни ĕçе килекенсене тĕлĕнтермерĕ. Ĕнер пулса иртнĕ инкек пурне те тарăн шухăша ячĕ-çке. Рабочисен сăнĕсем пурин те шухăшлă, хуйхăллă. Викторпа Иван Григорьевич та кунтах. Йĕркелĕх хуралçисем те пур. Халăх утать те утать, ĕç вырăнне васкать. Тепĕр 20 минутран ĕç пуçланмалла. Кашни кĕрекен çын пропуск кăтартать. Алăкран ĕнерхи хĕрарăм кĕрсе тăрсан, çамрăксем харăсах кăшкăрса ячĕç.

Вĕсем кăшкăрни пурне те шартах сиктерчĕ.

— Мĕн пулнă? — хумхануллăн ыйтрĕ хĕрарăм.

— Эсир кунта ĕçлетĕр-и? — ыйтрĕ Иванов следователь.

— Кунтах-çке. Акă манăн пропуск, — терĕ те следователе пропускне тăсса пачĕ. «Ирина Петровна вăл, 6-мĕш цехра ĕçлет», — терĕ вахтерша.

— Каçарăр та, ĕнер мĕншĕн ĕç пĕтмесĕрех тухса кайнă эсир? — пĕлесшĕн пулчĕ татах следователь.

— Хама питĕ япăх туйрăм та цех начальникĕнчен ыйтса кайрăм, — кăмăллăн пĕлтерчĕ хĕрарăм.

— Эпир те цехсене çитсе çынсемпе калаçар. Директор çинчен ыйтса пĕлер. Мĕн шухăшлаççĕ вĕсем Петр Николаевич пирки? Ĕнерхи пекех хаклĕç-ши ăна? — терĕ следователь.

Чылай çынпа курса калаçрĕç вĕсем. Мухтакансем те, хурлакансем те тупăнчĕç директора. Анчах та чылайăшĕ юратмасть ăна. «Ытла та пысăка хурать хăйне. Халăхшăн сахал тăрăшать. Рабочисем çине хăр-хар кăшкăрать, çынлăх туйăмĕ сахал», — теççĕ хуçа пирки.

Кадрсен пайĕнче те пулчĕç. Фабрикăра ĕçлекенсем тăватçĕрĕн шутланаççĕ. Ведомоç çинче — 404. П.Бурлыков, И.Харитонов, Н.Майоров, Ф.Муравьев тĕрлĕ çулсенче фабрикăран пенсие кайнă. Апла пулин те паянхи кунччен ĕçлекенсем пек шутланса тăраççĕ, уйăхсерен ĕç укçи илеççĕ. Хăйсемпе курса калаçнă хыççăн ку вăрттăнлăх та пĕтĕмпех уçăлчĕ. Тивĕçлĕ канăва кайнă чухне пĕрне те ĕç кĕнекине парса яман иккен. Çырмаллисем пур тесе илсе юлнă, кайран вара «манăçа» тухнă. Вĕсен укçисем директор кĕсйине кĕрсе ỹкнĕ. Авă мĕнле укçа пирки пынă сăмах. Аслă бухгалтер директора хирĕç кĕрешĕве тухнă. Пĕччен хулă часах хуçăлнă ав. 3-мĕш цехра ĕçлекен икĕ рабочи директорпа бухгалтер пушă склада кĕрсе кайнине те курнă. «Ăçта кайса кĕме пултарнă рабочисен ĕç укçийĕ? Нивушлĕ ку та директорăн ĕçех-ши?» — шухăшларĕç йĕрке хуралçисем. Вĕсем пырса кĕнĕ чухне Петр Николаевич хăйĕн пỹлĕмĕнчеччĕ. Темлĕ хутсемпе аппаланса ларатчĕ. Пакунлисене курсанах шарт! сикрĕ вăл, алли-ури тăр-тăр! чĕтрерĕ. «Мĕнле-ха ку? Алăка питĕртĕм терĕм вĕт-ха. Манса кайрăм-шим вара çаклатма. Укçана пытарса хунă çĕртен мĕншĕн илсе кĕтĕм-ши, кайран та ĕлкĕреттĕмччĕ шанчăклă çĕре пуçтарса хума», — тарăхса шутларĕ вăл.

-Петр Николаевич, преступлени йĕрĕсем сирĕн пата илсе çитереççĕ. Сире склада бухгалтерпа кĕрсе кайнине куракансем пулнă. Влас Васильевич пурнăçне те эсирех татнă. Хăвăра тивĕç мар укçасене паманшăн. Преступлени йĕрĕ çухалтăр тесе склада та хăвăрах чĕртсе янă. Тĕрĕс-и? Чĕнместĕр эппин. Рабочисен ĕç укçине хăвăрах тупса паратăр-и е хамăр шырар-и? — ыйтрĕ следователь.

— Шырама кирлĕ мар. Пурпĕрех тупаймастăр эсир ăна. Мĕншĕн тесен эпĕ ку ĕçпе çыхланман, пĕлместĕп.

Ухтару пуçланчĕ. Шыраман вырăн хăвармарĕç. Анчах укçа тупăнмарĕ.

— Петр Николаевич, сирĕн пурпĕрех пирĕнпе пырас пулать. Вăхăта тăсар мар, пуçтарăнăр, кайрăмăр.

Петр Николаевич майĕпен ура çине çĕкленчĕ. Вăл ларнă кресло çинче пысăк хулăн пакет курăнчĕ. Пакета Андреев майор илчĕ. Ун ăшĕнчен пачки-пачкипе хут укçасем тухса выртрĕç сĕтел çине. Рабочисем тахçантанпах кĕтнĕ укçа пулчĕ ку.

…Суд пулчĕ. Кашкăр тирĕпе витĕннĕ ирсĕр этеме — Петр Николаевича тĕрмене хупрĕç. «Тинех шалчи тулчĕ çăткăнăн», — лăштах сывласа ячĕç фабрика ĕçченĕсем.

Мария ПЕТРОВСКАЯ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code