Юрий Петухов-Кашкăр — республикăри «Земствăн культура ĕçченĕ — 2026» конкурс çĕнтерỹçи. Çакă суйлав конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн паллă пулнă.

Юрий Валерьевич культура тытăмĕнче 25 çула яхăн тимлет ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра — Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕ. Вăлах — Лаш Таяпари «Тайпи» тата «Сударушки» ансамбльсен ертỹçи, сăвăç, юрăç-композитор. Округра иртекен культурăллă-массăллă нумай мероприятие ертсе пыракан та.
Юрă-кĕвĕ тинĕсĕнче «ишме» пуçласси Юрăн тỹрех пуçланман-ха. Ялти шкулта 11 класс пĕтерсен вăл профтехучилищĕре вĕренет, строитель тата водитель профессийĕсене алла илет. Унтан каччă салтак атти тăхăннă — Тверь облаçĕнчи ракета çарĕнче службăра тăнă. Унтан таврăнсан тăван ялĕнчи хуçалăхра ГАЗ-53 автомашинăпа ĕçленĕ.
Юрă-кĕвĕ патне туртăмĕ пĕчĕккĕ чухнех пулнă: кĕтỹ кĕтнĕ вăхăтра Виталий пиччĕшĕ пек юрлама юратнă вăл. Гитара каланă, сахалтан та виçĕ аккорд лайăх пĕлнĕ. Сăвăсем чĕрмеленĕ. Кунта аппăшĕн, 30 çул ытла Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче преподавательте вăй хуракан ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Людмила Петухован тỹпи те пĕчĕк марах.
Сăвăç-композиторăн чи пирвайхи юррисенчен пĕри — «Кайăк пулса вĕçсе каяс çук». Унтанпа 300 ытла юрă çырса кĕвĕленĕ вăл. Чылайăшне хăй юрлать. Юлашки вăхăтра ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене халалланă юрăсемпе те тухать сцена çине. Вĕсем патĕнче, хĕрỹ точкăра, концертпа та пулнă.
Пултаруллă ентешĕн юррисене паян Людмила Семенова, Сергей Павлов, Светлана Яковлева, Алексейпе Андрей Шадриковсем тата ыттисем шăрантараççĕ. Унăн хайлавĕсемпе хăш-пĕр юрăç хит-парадсенче мала тухать.
Культура отраслĕнчи çитĕнỹсемшĕн Юрий Петухов-Кашкăра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавĕпе чысланă, унăн сăн ỹкерчĕкне округри Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Юрий Валерьевич çемьеллĕ: Надежда мăшăрĕпе пĕр хĕр те икĕ ывăл ỹстереççĕ.
«Земствăн культура ĕçченĕ» конкурс кăçалхи ака-утă уйăхĕсенче иртнĕ, унта культура енĕпе аслă е ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ, квалификаци енĕпе ыйтнине тивĕçтерекен специалистсем хутшăннă. Чи нумай балл пухнисене çĕнтерỹçĕсен йышне кĕртнĕ. Вĕсем конкурс условийĕсене пурнăçласан — республикăри яла пурăнма куçсан е таврăнсан, унта е рабочи поселокĕнче, хула евĕрлĕ поселокра е 50 пин çын таран шута илнĕ хулара ĕçлеме тытăнсан — пĕр хут паракан 1-ер миллион тенкĕлĕх компенсаци илĕç. Тĕп услови: культура учрежденийĕнче 5 çултан кая мар ĕçлемелле. Конкурс хыççăн вĕсене культура тытăмне, ачасене хушма пĕлỹ паракан вĕрентỹ организацийĕсене — ача-пăчан искусство, ỹнер, музыка шкулĕсене, вĕсен уйрăмĕсене — вырнаçтарĕç.
Н.ФЕДОРОВ.

