Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çын пурнăçне çăлса хăварнă

Çын пурнăçне çăлса хăварнă

Чăваш республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проектне халăх хаваспах йышăнчĕ. Терапевта, кардиолога, офтальмолога, оториноларинголога, дерматолога, акушер-гинеколога, стоматолога пĕрлештерекен ушкăн ялсенче пулнă май халăх сывлăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслет. Çавăн пекех вырăнти сиплев учрежденийĕсенчи медсестрасемпе фельдшерсем те — пысăк пулăшу. Проект чир-чĕре иртерех тупса палăртса вăхăтлă сиплеме пуçлассине мала хурать. Кăçал ĕçе кĕнĕ «Кардиопоезд» ĕç тухăçлăхне тата та ỹстерет. Вăл округра пулнă май пĕр кунра тухтăрсем 117 çынна йышăннă. Неврологсем 44 пациента, кардиологсем 71 çынна тĕрĕсленĕ, çав шутран 34 çынна уйрăм тĕрĕслев витĕр кăларнă, 4 çынна больницăна вырттарнă. Республикăри кардиологи диспансерĕн тухтăрĕсен консилиумĕ хыççăн «çирĕп мар стенокарди» диагнозлă пациента çийĕнчех больницăна вырттарма йышăннă. Ăна васкавлă пулăшу машинипе Канашри юн тымарĕсен центрне оперативлă илсе çитерме пултарнă. Вăхăтра диагностика туни çын пурнăçне çăлса хăварнă.

Хамрăн сывлăхшăн тăрăшса «Сывлăх патне утăм» проекта активлă хутшăнар.

А.ПАТШИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code