Вун-вун çын — вун-вун шăпа. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен те вăл пĕрешкел мар.

Дмитрий Смирновпа пуçласа Кавалти культура çуртĕнче 2024 çулхи ноябрь уйăхĕнче курнăçнăччĕ. Маларах хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен округри канашĕн председателĕ Петр Анисимов СВОран отпуска килнисемпе тĕл пулу ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Икĕ «кайăка хăвалама» меллĕ мартан ун чухне Артем Сынков çинчен çырас терĕм. Çапах та мероприятире Димăна та тимлĕ сăнарăм. Хăй ан кỹрентĕр те, çавăн чух питĕ именчĕклĕ курăнчĕ вăл. Сăмахпа ытлашши вылянманни те кăмăл-сипечĕн тĕп палăрăмĕ пулĕ терĕм.
Калаçура черетлĕ отпуска килсен тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче тăван ялне вĕçтерсе çитнĕ-ха салтак, анчах урăх сăлтавпа: ашшĕ, Олег Николаевич, нумай çул йывăр чирленĕ хыççăн çĕре кĕнĕ. Ун чухне палăртнине пурнăçлама вырăнсăрччĕ паллах.
Çар çынни хăйĕн сăмахне пур пĕрех тытрĕ — иртнĕ кунсенче редакцире тĕл пултăмăр.
— Дима, калаçăва тỹрех «ум сăмахран» пуçлар: ятарлă çар операцийĕ пыракан территорие хăçан ура ярса пуснă эсĕ?
— 2022 çулхи çулла сроклă службăна вĕçлесе таврăнтăм. Унта эпĕ çыхăну çарĕн механик-телефонисчĕ пулнăран-ши, çар билечĕ çине «При мобилизации прибыть в военный комиссариат по месту жительства» тесе çырнă.
Виçĕ уйăхран тулли мар мобилизаци пуçланчĕ. Çак тапхăрта çемье те çавăртăм.
Повестка парасса пĕлнĕ эпĕ, «хăçан?» тесе кăна кĕтнĕ. Шупашкарта сентябрь уйăхĕнчех панă, килтисене каяс умĕн 1-2 кун юлсан пĕлтертĕм.
— Ют çĕре çитсен кăмăл-туйăмсем мĕнлерехчĕ?
— Декабрь уйăхĕнче Ульяновскри полигонран Запорожье тăрăхне куçарчĕç. Тỹрех: «Ăçта лекрĕмĕр эпир?» — текен ыйту канăç памарĕ. Йĕри-тавра пылчăк. Пирĕн патăмăрта вăл вăхăтра юр-çке-ха, унта çумăр лỹшкет. Январьте сип-симĕс курăк ешерет, çулла ăшă 40 ытла градус та пулать. Арпус, дыня, персик, виноград нумай, чылай çĕрте ỹсеççĕ. Украина территорийĕ пысăк посадкăсемпе пуян пулин те, эпир уйлă вырăнта тăратпăр. Çавăнпа та хỹтлĕх чи çивĕч ыйтусенчен пĕри.
— СВОна хутшăнакан ентешсенчен рядовойран офицера çити çĕкленнисем сахаллăн мар. Çакă пирте те мăнаçлану çуратать. Эсĕ те сроклă службăра тата тепĕр хутчен салтак тумне тăхăнсан рядовой, 2024-2025 çулсенче сержант званисемпе пулнă тăк, пĕлтĕрхи декабрьтен — лейтенант. Çăлтăрсемлĕ çар çыннине еплерех?
— Взвода ертсе пыма лартнă вăхăтра подразделенири салтаксем пурте манран аслăрахчĕ. «Çамрăк командир», — тесе калатчĕç вара. Анчах нихăçан та итлеменни е йĕкĕлтешни пулман. Питĕ туслă «пурăнатпăр» эпир. Мăнкун-и, Ураза-байрам-и — чăвашсемпе тутарсем пĕр-пĕрне саламлатпăр, юнашар ларса хăналанатпăр. Унта апат-çимĕçе тиркесе тăмастăн. Вырăссем хушшинче чăваш сăмахĕсене вĕренес кăмăллисем те тупăнчĕç — пушă вăхăтра диалог йĕркелетпĕр.
— Дмитрий Олегович, контракт йĕркипе СВОна хутшăнакансене хатĕрлесси, пытарма кирлĕ мар, тĕрлĕрен иртет. Çакна салтаксем хăйсем каласа панинчен илтнĕ.
— Ăçта мĕнле пулĕ, калаймастăп, пирĕн патĕнче йĕркеллех. Эпир хальтерех çар тумĕ тăхăннисене пĕр уйăх уйрăм полигонсенче, унтан, 2-3 эрне хушши, çапăçусем пыракан территорире хатĕрлетпĕр. Малалла вĕсемпе юнашар яланах опытлă салтаксем.
Çĕршыв хỹтĕлевçи хăех медик та пулмалла. Ку енĕпе кăнтăрла та, çĕрле те вĕрентеççĕ. Хăйне тата юлташне пĕрремĕш пулăшу пама пĕлтĕр вăл. Кăткăс лару-тăрура е йывăр амансан сехĕрленмелле мар — çакăн пирки те ирттеретпĕр занятисем.
Университетра эпĕ «Право йĕрки тата право хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕ» специальноçа алла илнĕ. Çакă питĕ кирлĕ пулчĕ кунта. Салтаксене тĕрлĕ законпа паллаштаратăп, вĕсене тата çемйисене тивĕçекен çăмăллăхсем çинчен каласа паратăп. Ăнлантару, ĕçлĕ калаçусем хутшăнăва çирĕплетме пулăшаççĕ çеç.
СВОри салтак универсал вăл: разведчик та, артиллерист та, стрелок та, апат пĕçерекен те, окоп чавакан та… Мĕншĕн тесен пĕтĕмпех хамăрăн тумалла.
— Эсĕ ертсе пыракан мотострелоксен взвочĕн тивĕçĕ çинчен пĕлес килет.
— Пĕрремĕшĕ — окопсем чавса хатĕрлесси. Ку вăл подразделенисене малалла кайнă чухне те е каялла чакас пулсан та кирлĕ. Передовойне, палăртнă вырăна, тулли экипировкăпа, тата шăрăх çанталăка шута илĕр, икĕ салтак чупать. Вĕсем хыççăн — тата икшерĕн. Чавни кăна мар вĕт-ха, дронсенчен те сыхланмалла. Кун пирки те тăтăшах вĕрентетпĕр.
Эвакуаци ĕçĕ те пирĕн çинче. Кỹршĕ ротăсене те çитетпĕр, «Пире пырса тивмест», — тесе тăмастпăр. Пулăшмалла, эпир пурте вырăс салтакĕсем вĕт, пĕр ĕç тăватпăр.
Тăватă уйăх таран ĕçлеме те тивнĕ. Аманнă салтаксене наçилккесемпе 3-4 çухрăм йăтса тухмаллаччĕ. Халĕ квадроцикл хыçне хамăр ăсталанă прицепа кăкаратпăр та — чылай çăмăл.
Пĕррехинче йывăр суранланнă çамрăк боеца пĕчченех илсе тухма лекрĕ. Тăнне ан çухаттăр тесе чарăнмасăр утатпăр, тăтăш калаçтаратăп. Чĕнмесен каллех сăмах пуçаратăп.
— Эсĕ ăçтан? — тетĕп.
— Чăвашран, — тет, хайхи.
— Мĕнле районтан?
— Шупашкартан.
— Эпĕ те Шупашкартан (Дима çемйипе унта тĕпленнĕ. — ред.).
Пĕр урамран кăна та мар, çуртсем те юнашарах пирĕн.
Офицерăн хăйне пăхăнса тăракан кашни салтака «витĕр» пĕлмелле, вĕсемпе çывăх пулни кирлĕ. Взводрисен пурин телефон номерĕ те пур манра. Унпа усă курнă май асăрханулăх пирки те манмалла мар. Хам килтисемпе çыхăнăва куллен тухма тăрăшатăп. Анне, Галина Васильевна, халĕ пĕчченех те, сăмахпа та пулин ăна тĕрев парас тетĕп. Мăшăрăм, Анна, сакăр уйăхри Сергей ывăлăмпа — тĕп хулара. Николай шăллăм Росгвардире службăра тăрать.
Лару-тăру тĕрлĕрен пулать çав. Хăш-пĕр чухне çыхăнăва пĕр эрнерен кăна тухаятăн, пĕр уйăх шăнкăравлайманни те пулнă…
«Вега» хушма ятлă офицерпа тĕл пулса калаçнă май çĕнĕ ỹкерчĕк сăнарланчĕ. Тинех унчченхи именỹллĕ арçын мар вăл, уçăскер, тимлĕскер, хăюллăскер. Сăмахлавĕ те тарăн шухăшлă, тишкерỹллĕ. «Салтаксем çинчен ытларах çырăр», — тесе 2-3 хутчен каланинче те унăн кăмăл-сипет шайĕн паха енĕсене асăрхатăн.
Вăрçăра çамрăксем питĕ ир çитĕнеççĕ иккен…
Николай МАЛЫШКИН.
Кавал ялĕ.

