Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Питĕ хăвăрт тата тухăçлă»

«Питĕ хăвăрт тата тухăçлă»

Тунтикун Елчĕкри тĕп больницăна тĕп хуларан «Сывлăх патне — утăм» проектпа килĕшỹллĕн пуçласа «Ача-пăча пуйăсĕ» килсе çитрĕ.

Ирхине 8 сехетре сыватмăш лапамĕ ача-пăча сассипе тулчĕ. Çумăрлă çанталăк та хăратмарĕ вĕсене. Ятарласа хатĕрленĕ палаткăра регистрациленнĕ хыççăн кашни ача ашшĕ-амăшĕпе хăйсене кирлĕ специалистсен йышăнăвне кĕтрĕç. Талонсăрах. Черет те пысăк мар.

Невролог, хирург, кардиолог, эндокринолог, стоматолог, дерматолог, отоларинголог, окулист хăйсен тĕп тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне консультацисем йĕркелессине те тимлĕх уйăрнă.

— Эпир Хăвăлçырма ялĕнчен, — терĕ нумай ачаллă амăшĕ Ирина Ловкина. — Тухтăрсем кунта килессине пĕлсен пĕр иккĕленỹсĕр çула тухрăмăр. Есения хĕрĕмпе стоматолог патĕнче пултăмăр та, ăна питĕ килĕшнĕ. Врач манекенпа усă курса шăла мĕнле тасатмаллине кăтартрĕ, çак процедурăна куллен миçе хутчен йĕркелемеллине те каларĕ. Есения хăй те тухтăр рольне пурнăçларĕ.

Ольга Иванова тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле кардиологпа эндокринологг патĕнче пулнă. «Питĕ хăвăрт тата тухăçлă», — тĕрĕслевпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ вăл. — Шупашкара кайса килме мĕнле канçĕрччĕ-ха».

Тĕрĕслев витĕр пĕтĕмпе 170 ача тухнă, вĕсенчен 2-шне Шупашкарти больницăна сипленме, пĕрне консультаци илме янă, 4 ачанне çĕнĕ чирсем тупса палăртнă.

— Тухтăрсен «Ача-пăча пуйăсĕ» питĕ кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ пулни куç кĕрет, — пĕлтерчĕ Елчĕкри тĕп больницăн педиатр врачĕ Надежда Афанасьева. — Унăн тĕллевĕсенчен пĕри — массăллă тĕрĕслев хыççăн адреслă профилактикăпа сиплев тапхăрĕсене куçасси. Кашни ачан сывлăха вăхăтра тĕрĕслеттерме, кирлĕ тĕк çийĕнчех сипленме тытăнмалла. Ашшĕ-амăшĕнчен килет çакă.

Тухтăрсен десанчĕ вăл кун 15.30 сехетчен ĕçленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code