Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕлỹ тĕнчине — çĕнĕ вăй-хăватпа

Пĕлỹ тĕнчине — çĕнĕ вăй-хăватпа

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Педагогсемпе вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ часах яваплă, çав вăхăтрах кăсăклă процеса пуçăнĕç.

Иртнине тишкерсе черетлĕ çулталăка тĕллевсем палăртасси — муниципалитетра тахçанах çирĕпленнĕ ырă йăла. Августăн 25-мĕшĕнче педагогсем Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта предметсен секцийĕсен занятийĕсенче пĕр-пĕрин ĕç опычĕсемпе паллашрĕç, ун хыççăн культура керменĕнче иртнĕ округри педагогсен канашлăвне, вĕсемпе пĕрле округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин хушма пĕлỹ паракан пайĕн начальникĕ Наталия Кондратьева хутшăнчĕç.

Тĕп докладпа — «Елчĕк муниципалитет округĕнчи вĕренỹ: кăтартусем, чĕнỹ тата малашлăх» темăпа округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев — тухса калаçрĕ.

Владимир Арсеньевич палăртнă тăрăх, вĕренỹ патшалăх политикин тĕп направленийĕсенчен пĕри пулнă май, вăл обществăн экономика, культура, ăс-тăн, социаллă пурнăç аталанăвĕн стратегиллĕ ресурсĕ пулса тăрать. 2025 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ «Раççей Федерацийĕнче вĕренĕве 2040 çулччен аталантарасси» сессире РФ Вĕрентỹ министрĕ Сергей Кравцов çапла палăртнă: «Пирĕншĕн паха сулăмсене çирĕплетни пĕлтерĕшлĕ. Шкул пĕтерекен кашни ача Тăван çĕршыва юраттăр, ырă йăла-йĕркене çирĕп пăхăнтăр, анлă тавра курăмлă тата профессиллĕ пĕлỹ илме хатĕр пултăр».

Округра бюджетăн 37,5 процентне вĕренỹ тытăмне аталантарма уйăрнă. Ку вăл — пуласлăха стратегиллĕ инвестици хывни.

Муниципалитетра вĕренỹ çирĕплĕхне упрани кăна мар, аталану хăвăртлăхне çул пани кирлĕ. Округри вĕренỹ тытăмĕнче 14 организаци. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче партăсем хушшине 1106 ача ларĕ, вĕсене пĕлỹ тĕнчипе 199 педагог ертсе пырĕ. Танлаштарма: 2024-2025 вĕренỹ çулĕнче 1300, 2025-2026 вĕренỹ çулĕнче 1216 вĕренекен пулнă. Кăçал шкула пуçласа вĕренме килекенсем — 60-ăн, çакă пĕлтĕрхинчен 39 ача сахалтарах. Пăшăрхантаракан статистика шкулсене реструктуризаци тата оптимизаци процесĕ патне илсе пыма пултарать.

Чи кирли — вĕренỹ пахалăхĕ

Унăн кăтартăвĕ предмет олимпиадисен, асăлăлăх конкурсĕсен, экзменсен пĕтĕмлетĕвĕсенчен курăнать. Кăçал патшалăхăн пĕрлехи экзаменне 56 вĕренекен хутшăннă. Кунта çĕнĕлĕх те кĕртнĕ: тĕрĕслев юхăмĕпе паллашма ашшĕ-амăшĕн йышĕнчен никама пăхăнман сăнавçăна çирĕплетнĕ. Çапла вара экзаменсен пĕтĕм тапхăрне пĕр представитель хутшăннă. Экзаменсене йĕркелесе ирттерессипе асăрхаттарусем пулман.

Алла аттестат илмешкĕн 11-мĕшсем обязательнăй йĕркепе вырăс чĕлхипе тата математикăпа пĕлĕвне тĕрĕсленĕ, çавăн пекех хăйсен ирĕкĕпе хушма предметсем суйласа илме пултарнă. Ку вăл аслă шкулта мĕнле специальноçа алла илме тĕллев тытнинчен килет. Шкул пĕтернисенчен 5-ĕшĕ хими предмечĕпе (Елчĕк шкулĕ — 3, Лаш Таяпа, Кушкă — пĕрер) 90 ытла балл пуçтарма пултарнă. Вырăс чĕлхипе Елчĕк шкулĕнчи тата икĕ вĕренекен çак çитĕнĕве çирĕплетнĕ.

2024 çултан Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн вĕренекен пĕр предметпа патшалăх экзаменне тепĕр хутчен тытма пултарать. Ку вăл кăтартусене лайăхлатас тĕллевпе çыхăннă. Пилĕк вĕренекенрен 3-шĕн хĕпĕртемелĕх сăлтав пулнă та.

Тăхăр класс пĕтернисенчен патшалăхăн тĕп экзаменĕсенче тĕрĕсленме пĕтĕм йыш — 151 ача — ирĕк илнĕ. Вĕсенчен 145-ĕшĕ (96 процент) «финиша» ăнăçлă çитнĕ пулсан, ыттисен ятарлă кунсенче парта хушшине тепĕр хутчен ларма тивнĕ. Хушма кунра та тивĕçлĕ балл пуçтарайман виçĕ вĕренекенĕн сентябрь уйăхĕнче каллех тĕрĕсленме лекĕ, 11-мĕшсенчен — пĕр ача.

Предмет олимпиадисем те шкул ачисене хăйсен пĕлĕвне, тавра курăмне анлăн уçма май параççĕ. Муниципаллă тапхăр 19 предметпа иртнĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартупа 144 çĕнтерỹçĕпе призера палăртнă, ку вăл 23,84 (2024 çулта — 22,39) процентпа танлашать. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче малтисен йышĕнче 13 çын ытларах. Ку вăл участниксен тĕрĕс хуравĕсен 35 (40) процентне шута илнипе çыхăннă.

Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадисен регионти тапхăрне 2026 çулта 15 предметпа 32 вĕренекен хутшăннă, вĕсенчен 1 çĕнтерỹçĕ тата 12 призер (2024 ç. — 4, 2025 ç. — 8). Елчĕк шкулĕнчи Тимур Амасевпа Роман Фомкин юлашки тапхăра хутшăнма тивĕçнĕ пулсан, иккĕмĕшĕ унта экологипе призерсен йышне кĕнĕ. Юлия Агеева (Елчĕк) тăван чĕлхепе ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери олимпиадăра çĕнтернĕ. Пуçламăш классенче пĕлỹ илекенсен ăс-хакăл вăййисен республика шайĕнчи çитĕнĕвĕсем Елчĕк (5 ача) тата Аслă Елчĕк (1 ача) шкулĕсемпе çыхăннă.

Ăнăçу, паллах, наставниксенчен те нумай килет, çавăнпа пултаруллисене хавхалантарасси хăйне кура приоритет. Елчĕк шкулĕнчи Галина Каринкинăна, акă, чăваш чĕлхипе тата литературипе шкул ачисем хушшинче иртнĕ пĕтĕм тĕнчери олимпиадăн çĕнтерỹçине хатĕрленĕшĕн 100 пин тенкĕ парса хавхалантарнă. Елчĕкри искусство шкулĕн хореографи класĕн преподавателĕ Светлана Карамаликова вĕренỹ тытăмĕнче çĕнĕлле ĕçленĕшĕн 50 пин тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ.

Учебниксем тата…

Вĕренỹпе воспитани процесне туллин йĕркелессинче вырăнти никĕс тỹпи кирлĕ. Учебниксем пирки сăмах, мĕншĕн тесен вĕсем малашне те тĕп инструмент пулса юлĕç. Çавăнпа библиотека фондне федераци переченĕпе килĕшỹллĕн йĕркелеççĕ.

Çĕнĕ вĕренỹ çулне пĕтĕмпе 39347 учебник кирлĕ. Паянхи кун тĕлне шкул фончĕсенче вĕсен 86,58 проценчĕ кăна. 5279 кĕнеке ăçтан тупмалла? Ыйтăва татса парассипе яваплă çынсен ĕçлемелли пурах.

Вĕренỹ ĕçĕ — учебник кăна мар. Юлашки çулсенче профориентацие пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2018 çултанпа республикăра «Пуласлăха — билет» проект пурнăçланать, вăл 6-11-мĕш классенче вĕренекенсене профессисен тĕнчипе паллаштарать. Уроксен тулашĕнчи «Раççей — манăн горизонтсем» занятисенче аграри, индустри, экологи ыйтăвĕсене теори шайĕнче кăна тишкерессипе çырлахмаççĕ — предприятисене экскурсие çỹрессине тĕпе хураççĕ.

2026 çулхи январь уйăхĕнче Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта Президент академийĕ çумĕнчи управлени класĕ ĕçлеме пуçланă. Унта пĕлỹ пухакансенчен малашне, тен, патшалăх тата муниципаллă должноçсенче ĕçлекенсене те курăпăр.

Профильлĕ классен тытăмне малашне те анлăлатма тĕллев лартни — ырă утăм.

Патриотсем пулса çитĕнччĕр

Асăннă ăнлава пурнăçа кĕртессинче вĕренỹ учрежденийĕсенче пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Мероприятисен пахалăхĕ тĕрлĕ шайри конкурс-ăмăртура малтисен йышне кĕме май парать. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă республикăри «СВО астăвăмĕн кĕнеки. Герой партти» проекта хутшăнса Александр Кузьминпа Юлия Петрова (Елчĕк), Арсений Адюков (Аслă Елчĕк) палăрнă.

Курнавăшри вăтам шкулта вĕренекенсем театр ушкăнĕсен «Асам» фестивалĕнче «Чăвашла — чи лайăх спектакль» номинацире çĕнтерсе диплома тата музыка оборудованийĕ туянма сертификата тивĕçнĕ.

Елчĕк шкулĕнчи кадетсен çитĕнĕвĕсене те палăртма кăмăллă: Тимофей Антоновпа Эвелина Черновăна республикăри строй смотрĕнче «Лайăх кадет» паллăсене панă, коллектив — бал ташшисен çĕнтерỹçи, çарпа патриот клубĕсен фестивалĕн призерĕ. Унсăр пуçне Елчĕксен Пĕтĕм Раççейри «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» проектне хутшăнса 300 пин тенкĕлĕх гранта çĕнсе илнипе те мăнаçланмалăх пур.

Округри ачасен ăсталăх шкулĕ регионти «Ялти чи лайăх искусство шкулĕ» номинацире мала тухнă.

Пĕтĕмпех кадрсенчен килет

Ача аталанăвĕ воспитательпе учитель пултарулăхĕнчен нумай килни каламасăрах паллă. Çитĕнекен ăрупа округра паян 149 учитель, 23 воспитатель, хушма пĕлỹ паракан 26 педагог ĕçлет. Вĕсенчен 80 процент ытларахăшĕ — пĕрремĕш тата аслă квалификаци категориллĕ. 2023 çултан категори процедурине улшăнусем кĕртнĕ: аттестацине маларах, уçă уроксем ирттермесĕрех, пама пулать. Кунта педагогăн кăтартусен карттине кăна шута илĕç.

Кадрсем вара округри шкулсенче чылай çул дефицит ĕнтĕ — кăçал математикăпа истори вĕрентекенĕсем çитменни çапла калама хистет. Енчен те коллектива çĕнĕ специалист килсен, ăмăр çанталăкра хĕвел çиçсе янă пекех. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче Курнавăшсемшĕн чăннипех пысăк савăнăç: вырăс чĕлхипе тата акăлчан чĕлхипе вĕрентекен Татьяна Мясникова ĕçе пуçăннă.

Çĕнĕ кадрсене явăçтарассинче наставниксен юхăмне вăйлатни, хавхалантару мерисене çирĕплетни вырăнлă.

Ачасемпе тăрăшаканăн хăйĕн те тăтăшах аталанмалла, çĕннине ĕçе кĕртмелле. Округра çулсерен иртекен социаллă педагогсен, воспитательсен, класс ертỹçисен, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен конкурсĕсенче хăйсене туллин кăтартма пултараççĕ те. 2026 çулта вĕсенче çаксем çĕнтернĕ: Елена Аверьянова (Курнавăш), Алина Молодова («Шевле» ача сачĕ), Екатерина Медведева, Галина Каринкина (Елчĕк). «Çулталăкри учитель» конкурсра вара Елчĕк шкулĕнчи Кристина Александрова мала тухнă. Вăл республикăри тупăшура лауреат ятне çĕнсе илни те ырă тĕслĕх.

Хăтлăлăх — ĕçлеме çăмăллăх

Вĕренỹ процесĕн аталанăвĕ пурлăхпа техника никĕсне тивĕçлипе çирĕплетнинчен, инфраструктура хăрушсăрлăхне йĕркеленинчен те килет. Хăш-пĕр шкулсемпе ача сачĕсен коллективĕсем юлашки çулсенче «Ниме — халăх бюджечĕ» проекта хăюллăнах алла илни палăрать. Çирĕклĕ Шăхаль, Çĕнĕ Пăва, Лаш Таяпа шкулĕсенче тата «Солнышко» ача садĕнче кăçал уйрăмах тухăçлă ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле сумма 12280763,22 тенкĕпе танлашнă. Çапла, ашшĕ-амăшĕпе пĕр шухăшлă пулсан «тулли лава» вырăнтан тапратма пулатех. Çавăн пекех пушар хăрушсăрлăхĕпе, санитарипе эпидемиологи требованийĕсемпе, террора хирĕçле ĕçсемпе тивĕçтерессине йĕркелеме пурĕ 10459565,04 тенкĕ уйăрнă. Елчĕк шкулĕн территорийĕнче «ăслă» спорт плошадки (16481000 тенкĕлĕх) тума пуçланине те палăртар. Шкул хăй çĕнĕ йышши сĕтел-пуканпа (4600000 тенкĕлĕх), искусство шкулĕ музыка инструменчĕсемпе, оборудованипе тата вĕренỹ материалĕсемпе (1183333,34 тенкĕлĕх) пуянланнă.

Докладчик ачасен апатланăвне, канăвне, право йĕркине пăхăнас тĕлĕшпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелес тата ытти ыйтăва та хускатрĕ.

Чыслав

Педагогсен конференцийĕ черетлĕ вĕренỹ çулне пуçăнма çĕнĕ вăй-хăват, çĕнĕ шухăш-кăмăл кỹрекен мероприяти те. Çавăнпа чыславсăр епле пултăр. Юрий Попов, хăйĕн сăмахĕнче педагогсен пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакланă май, Елчĕк шкулĕн пуçламăш классен вĕрентекенне Светлана Волковăна тата Патреккел шкулĕн директорне Ольга Петровăна «Раççей Федерацийĕн вĕренỹ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа наградăларĕ. Наталия Кондратьева Ольга Осиповăпа (Çирĕклĕ Шăхаль) Алексей Тихонова (Елчĕк) ЧР Вĕренỹ министерствин Хисеп грамотипе чысларĕ.

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый, сăмах илнĕ май, вĕренỹ организацийĕсенче ĕçлекенсем тĕп тивĕçе çỹллĕ шайра пурнăçласа пынисĕр пуçне обществăн ытти тытăмĕнче те активлăх кăтартнине палăртрĕ. Вăл Анжелика Куприяновăна (Елчĕк), Надежда Петроградскаяна (Лаш Таяпа), Наталия Филипповăна (искусство шкулĕ) округ администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе сумлани — сăмахĕсене çирĕплетни.

Ытти ведомствăн чыславне тивĕçнисем çаксем пулчĕç: Кристина Александрова, Екатерина Медведева, Вера Молоствова, Галина Каринкина (Елчĕк), Галина Михеева (Лаш Таяпа), Лидия Можаева («Шевле» ача сачĕ), Зинаида Обручкова, Лариса Егоркина (Аслă Елчĕк), Андрей Доброхотов (психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу паракан центр), Алексей Васильев («Улăп» ФОК).

Конференци ĕçне хутшăнакансем фойере искусство шкулĕнче вĕренекенсен ỹкерчĕкĕсемпе, вĕренỹ организацийĕсен халăхсен туслăхне халалланă стенчĕсемпе паллашнă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code