Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уяр кунпа усă курса

Уяр кунпа усă курса

Вырма, уй-хир ĕçĕсем паян хĕрỹ калаçтаракан çивĕч тема. «Яманчурино» ОООра тыр-пул пухса кĕртесси малалла пырать. Августăн 26-мĕшĕ тĕлне кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 870 гектар (план — 1953,7 гектар) çулнă, вĕсене 100 процент çапса тĕшĕленĕ. Ку пĕтĕмĕшле калăпăшăн 45 проценчĕпе танлашать. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç — 33,8 центнер. Иртнĕ канмалли кунсенче, хĕвеллĕ те ăшă çанталăк тăнипе усă курса, аграрисем пĕтĕмпех тырă пуçтарасси çине тимлĕх уйăрчĕç. Çавна май уй-хирте ĕç шавĕ кĕрлесе тăчĕ.

Хĕл хырăмĕ аслă — выльăх апачĕ хатĕрлесси пирки те манмаççĕ. Хуçалăхра паянхи кун 3524 тонна утă (планпа палăртнин 70 проценчĕ), 49503 тонна сенаж (130 процент) хатĕрленĕ.

«Яманчурино» ООО ертỹлĕхĕ ĕç тухăçлăхне тата тапхăрне тĕплĕн сăнаса тăрать.

(Хамăр корр.).

Сăн ỹкерчĕкре: вырмана хутшăнакан ĕçченсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code