Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Курăк çинчи пан улмисем»

«Курăк çинчи пан улмисем»

Шăматкун Шăмалак ялĕнче Н.А.Мельников ячĕллĕ «Курăк çинчи пан улмисем» Пĕтĕм Раççейри фестиваль иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – Раççейри ялсен пурнăçне, илемне тата хăйне евĕрлĕхне ыттисене кăтартса парасси. Ăна Курск хулинче пурăнакан çыравçă, ÿнерçĕ, журналист, «Курская правда» хаçат корреспонденчĕ Вероника Тутенко йĕркеленĕ. Уяв икĕ çулта пĕр хут иртет.

– Çак фестивалĕн ятне эпĕ Брянск облаçĕнче çуралса ÿснĕ Николай Мельниковăн сăвă йĕркисенчен илтĕм:

Поставьте памятник в деревне,
На Красной площади в Москве,
Там будут старые деревья,
Там будут яблоки в траве… –

каласа пачĕ Венера Николаевна. – Эпĕ хам та Брянск тăрăхĕнчен, хальхи вăхăтра Курскри «Курская правда» хаçатра ĕçлетĕп. Фестиваль дипломне те, парнисене те хам хатĕрлетĕп. Малтанхи тăватă фестивалĕ Курск облаçĕнчи ялсенче иртрĕç, Брянск облаçĕнче те ирттересшĕнччĕ, анчах ниепле те май килмерĕ-ха. Фестивалĕн символĕ – пан улми, вăл Раççей ялĕсен илемĕпе пуянлăхне ыттисене кăтартать. Малтанхи çул фестиваль ирттернĕ енчисем хальхинче йĕркелекенсене хăйсен сувенирне парса яраççĕ – çапла майпа пан улми Раççей ялĕсем тăрăх çаврăнать.

– Пан улмисем кĕркунне пиçсе çитеççĕ-çке, эппин, мĕншĕн халĕ, çу уйăхĕнче, ирттерме шутларăр ку уява? – интереслентĕм эпĕ.

– Пиллĕкмĕш фестивале Чăваш Енри Шăмалак ялĕнче пурăнакан Венера Усанова хутшăнма кăмăл турĕ. Кăçалхи фестивале эпир чăваш чĕлхипе чăваш халăхĕн культурине халалларăмăр. Венера Кузьминична тăван ял пуянлăхне, хăйне евĕрлĕхне, ĕçĕ-хĕлне кăтартса паракан ĕçсем ярса пачĕ фестивале, çав ĕçсене эпир социаллă тетĕлсене вырнаçтартăмăр.

Венера Кузьминична Шăмалак ялĕнчи библиотекăн заведующийĕнче тăрăшать, икĕ кун маларах, çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче, шăпах Раççейре библиотекăсен кунне уявларăмăр. Çавăнпа та пиллĕкмĕш фестиваль çуркунне иртрĕ.

В.Усанова та уява тĕплĕ хатĕрленнĕ. Унта фольклор ушкăнĕ, ялăн пултаруллă çыннисем хăнасене тарават кĕтсе илчĕç, илемлĕ концертпа савăнтарчĕç, ял йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. «Курăк çинчи панулмисем» фестивале Шупашкартан сумлă хăнасем килсе çитрĕç: Альбина Юрату сăвăç хăйĕн сăввисене вуласа пачĕ, Лидия Изекеева юрăсем шăрантарчĕ, Чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча литературин редакторĕ Ольга Федорова В.Усановăна çĕнĕ кăларăмсем тата Тав хучĕ парса чысларĕ.

Дарья МОРОЗОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code