Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăй тĕллĕн ĕçлекене

Хăй тĕллĕн ĕçлекене

2022 çултанпа 1137 çын хăй тĕллĕн ĕçлекенсене паракан пулăшăва илме заявка панă.

Чăваш Республики «Раççей ял хуçалăх банкĕн» сăнавлă проектне кĕнĕрен, хăй тĕллĕн ĕçлекенсене 5 процентлă çăмăллăх кредичĕ параççĕ. Сăнав кăçалхи октябрь уйăхĕн вĕçĕччен пырать.

Хăй тĕллĕн ĕçлеме кăмăл тăвакансене аса илтерни вырăнлă пулĕ: хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленме «Манăн налук» приложени пулăшать. Кăтартусем тỹррĕн налук службине çитеççĕ. Вĕрентекенсем, тухтăрсем, культура ĕçченĕсем те хăй тĕллĕн ĕçлекен пулма пултараççĕ. Чиновниксем ку списока кĕмеççĕ. Ял хуçалăх продукцин 37 процентне республикăра хушма хуçалăхсенче туса илеççĕ. Çак ĕçре тăрăшакансене пулăшни питех те пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 234 пин хушма хуçалăх шутланса тăрать, 42 пин çын тĕрлĕ енĕпе хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ. Вĕсенчен кашниех патшалăхран субсиди илме пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code