Ватă е сусăр çынна мĕн кирлĕ? Тимлĕх, канлĕх, хăтлăх пултăр.
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсен стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕнче чăннипех ырлăхра пурăнатпăр эпир. Антонина Осипова заведующи тăрăшнипе час-час уявсем йĕркелеççĕ, ялти шкул тата культура çурчĕн коллективĕсем шефа ил-нĕрен, юрă-кĕвĕ ытамне те лекетпĕр.
Хальхинче, Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн, хăнара «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем пулчĕç. Тĕп редактор ĕçĕсене пурнăçлакан Елена Петрова малтанах коллектив ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, пирĕн патăмăрта пурăнакан Юрий Гордеев ялкора тав хучĕпе чысларĕ. Юрий Васильевич чăннипех пултаруллă: хаçатра тĕрлĕ темăна çутатать, сăмахкаçмăш нумай калăплать.
Уявра юрламасăр епле чăттăр чун! Елена Петрова, Николай Малышкин редакторсем, хаçатăн çывăх тусĕ Вячеслав Захаров юрăç-композитор тата Антонина Осипова юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç те, эпир те «шыв сыпса» лармарăмăр — пĕлнĕ таран çавăрттартăмăр.
Уявпа саламлама округри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн директорĕ Владимир Федоров та килнĕччĕ. Чăтса тăраймарĕ вăл: хут купăса алла илсе «Çуркунне тĕл пултăм эп сана» юрра юрласа тĕлĕнтерчĕ. Инвалидсен обществин округри уйрăмĕн ертỹçи Людмила Анисимова хăйĕн саламлă сăмахĕсене çирĕплетсе пире пылак çимĕçпе сăйларĕ, шашка пуххи парнелерĕ.
Илья КОРНИЛОВ.