Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Субсиди тата грант

Субсиди тата грант

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшма 2024 çулта 455 миллион тенкĕ уйăрнă.

Анлă сарăлнă пулăшу тĕсĕсенчен пĕри — микрокивçен. 2024 çулхи 10 уйăхра ăна ЧР Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшакан агентствинчен çулталăкри 7,5 ставкăпа предпринимательлĕхĕн 440 субъекчĕ илнĕ. Банксем панă кивçен портфелĕ 28 процент хулăнланнă, унта 2 миллиард тенкĕ пуçтарăннă. 100 миллион тенкĕ таран илнĕ кредитăн 70 процентне вăхăтра тавăрса парас тĕлĕшпе ЧР Гаранти фончĕ хăйĕн çине поручительство илнĕ, çакăн пирки 230 ытла килĕшỹ тата хушма килĕшỹ çирĕплетнĕ.

— Бизнес пĕрлĕхĕнче патшалăх пулăшăвĕпе усă курас текенсем хушăнсах пыраççĕ, — тенĕ Дмитрий Краснов вице-премьер. — Çавна май фонд кредитăн 70 проценчĕ таран вăхăтра тавăрса парас тĕлĕшпе хăйĕн çине поручительство илессипе çыхăннă килĕшỹсем, микрокивçен илнисен йышĕ ỹсрĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен мерисене çул уçма тĕрлĕ çăл куçран укçа уйăратпăр. Чи нумаййи — 303 миллион тенкĕ — Чăваш Ен аталанăвĕн уйрăм программипе, 81 миллион тенке яхăн — «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» нацпроектпа килĕшỹллĕн, 71 миллион тенкĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене аталантарма уйăрнă укçаран куçрĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 2024 çулта предпринимательлĕхĕн 33 субъектне 70 миллион тенкĕ пайласа панă. Чăваш Енĕн Экспорта пулăшакан центрĕ 30 предприятие чикĕ леш енне продукци сутма партнерсем тупнă, ăна вырăна çитерме, бизнес-миссисем йĕркелеме, контрактсем çирĕплетме 2024 çулта 450 пĕчĕк тата вăтам предприятие пулăшнă.

«Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» нацпроектпа килĕшỹллĕн социаллă пулăшăвăн реестрне кĕртнĕ асăннă предпринимательлĕх субъекчĕсене те пулăшаççĕ. Бизнесмен проект хакĕн 25 процентĕнчен кая мар ĕçе кĕртсен грант виçи 100-500 пин тенкĕпе танлашать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code