Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малашлăха çул уçса панă

Малашлăха çул уçса панă

Кăçал чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çулталăкĕ пулнă май республикăра Патриарха асăнмалли кун иртнĕ.

Иван Яковлев йĕркеленĕ шкулăн, алфавитăн, букварĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Унăн вăйĕпе Атăлпа Урал хушшинче уçнă вун-вун, çĕр-çĕр шкулта, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ăс пухнă пин-пин ачана хутла вĕрентнĕ, пурнăç çулĕ çине шанчăклăн тăма пулăшнă.

Пурнăçне çак ĕçе панă çыннăмăр канлĕхне те кунтах тупма ĕмĕтленнĕ. Шел те, хăй ăс панă ачасемех каярахпа Яковлев тунă ĕçсене сивлени пулнă. Унăн ватлăхри ăраскалĕ хурлăхлă килсе тухнă. Çутта кăлараканăн Чĕмпĕрпе яланлăхах сывпуллашма, çĕршывăн тĕп хулине тухса кайма тивнĕ. Çапла вара чаплă çыннăмăр 1930 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕнче /88 çул каялла/ Мускав хулинче куçне хупнă, ăна унти Ваганьково масарне пытарнă.

Çул хыççăн çул иртнĕ май Иван Яковлев пирки уççăн калаçма, унăн çуралнă кунне кăна мар, çут тĕнчерен кайнине те асăнма пуçланă.

Иван Яковлевăн тĕп хулари Наци библиотеки умĕнче вырнаçнă палăкĕ умĕнче Асăну кунĕ иртнĕ те.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code