Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ

Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова тата муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Марина Павлова юнкун пулса иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче муниципалитет округĕн администрацийĕнче тата культура ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май кун йĕркинчи тĕп ыйтусене - пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн ĕçе кĕрекен проектсем, ГТО нормативĕсене пурнăçлани тата предпринимательлĕхе

Подробнее

Хĕрарăм-предпринимательсем тĕл пулчĕç

Ноябрĕн 19-мĕшĕ - Раççейри хĕрарăм-предпринимательсен кунĕ. Çак кун Елчĕкри тĕп библиотекăра "Хĕрарăм тата бизнес" темăпа çавра сĕтел йĕркелерĕмĕр. Сăмах май каласан, "Хĕрарăм - ял управçи" проектпа килĕшỹллĕн куçа-куçăн иртнĕ калаçăва ЧР Экономика министерстви тата Президент гранчĕсен фончĕ хутшăннипе Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ ĕçе кĕртет. Тĕл пулăва хăйсен бизнесне паянхи пурнăç ыйтакан

Подробнее

«Ылтăн пучах» кафе çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ

Иртнĕ ырă вăхăтри Елчĕкри обществăлла апатлану предприятийĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ "Ылтăн пучах" кафе (çав çулсенче вăл ресторан пулнă) çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ. Çак яваплăха Надежда Такмакова уйрăм предприниматель хăй çине илчĕ. Юлашки çулсенче ял варринче ушкăнпа апатланмалли вырăн пулманнине, çакна кура тепĕр чухне Елчĕке ĕçпе килсе çитнĕ çынсене, паллах, тус-юлташсемпе ытти хăнасене

Подробнее

Чăваш Ен Пуçлăхĕ «тỹрĕ лини» ирттерет

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев черетлĕ "тỹрĕ лини" ирттерет. Хăвăрăн ыйтăвăрсене "Госуслуги" портал урлă пама, çавăн пекех çак поста комментарилесе хăварма пултаратăр. "Тỹрĕ лини" кунĕнче 8(8352)565100 телефонпа шăнкăравлама май пур. Тỹрĕ эфир мĕнле иртнипе телеграм-каналта, ВКонтакте социаллă сетьри "Чăваш Республики" сообществинче, Чăваш Наци телевиденийĕпе Чăваш Наци радиовĕнче, "Тăван радиора" паллашма пулать.

Подробнее

Вĕренекенсене вулавăша йыхравланă

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче - Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун республикăри ялсемпе хуласенче тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Çак кун пирĕн округра та ачасен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе ачасене тата ашшĕ-амăшне Елчĕк округĕн администрацийĕнче ятарлă специалистсем йышăну ирттернĕ. Вĕрентỹ учрежденийĕсенче правăпа çыхăннă темăсемпе уроксем тата класс сехечĕсем йĕркеленĕ. Елчĕкри тĕп библиотекăри Право центрĕн заведующийĕ

Подробнее

Апат пахалăхĕ лайăх

Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова округра ĕçлĕ визитпа пулнă май Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкула та чарăннă. Алевтина Николаевна вĕренекенсен апатланăвне мĕнле йĕркеленине тĕрĕсленĕ. Ăна кунта централизациленĕ. Çапла туни пахалăхсăр апат-çимĕç тăратассинчен хăтарать - продукципе вырăнти тавар туса кăларакан шанчăклă организацисем тивĕçтереççĕ. Ачасем кăмăлпа çỹреççĕ столовăйне.

Подробнее

Çитĕннисем хушшинчи

шашка ăмăртăвне Елчĕкри культура керменĕнче ирттернĕ. Ултă территори пайĕнчен малти вырăнсене Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль командисем пайланă. Уйрăм шашистсенчен чи пултарулли - Эльвира Смирнова (Курнавăш), вăл 3-мĕш çул çĕнтерỹçĕ. Призерсен йышĕнче Çĕнĕ Пăвари Надежда Семеновăпа Яманчỹрелти Елена Рахмуллина. Ăс-тăн вăййинче арçынсем Кỹлпуç ялĕнчен килнĕ Владислав Сазонова çитекен пулман. Елчĕкри Вениамин Кудряшовпа

Подробнее

Шывра ишессипе

Елчĕкри "Улăп" ФОКра шывра ишекенсем ăмăртнă. Пилĕк ỹсĕм категоринчи пĕтĕмлетỹпе те, хутăш эстафетăра та Елчĕк, Лаш Таяпа, Çĕнĕ Пăва шкулĕсен командисем мала тухнă. Территори пайĕсен командисен зачетĕнче чи вăйлисем - Елчĕксемпе Кĕçĕн Таяпасем тата Аслă Елчĕксем.

Подробнее

Тимофей — 2-мĕш

Тĕп хулари В.Н.Кочков ячĕллĕ олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем вăй виçнĕ. Пĕтĕм Раççейри "Кĕрешĕве - шкула" регионти тапхăрĕн фестивальне 13 çула çитичченхи 500 яхăн спортсмен хутшăннă. Унта Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕ Тимофей Антонов (Элекçей Тимеш) 44 килограма çитичченхи виçере 2-мĕш вырăн йышăннă.

Подробнее

Пурĕ 14 медалист

Шупашкарта 23 çула çитичченхи çамрăксем хушшинче йывăр атлетсен Чăваш Ен чемпионачĕ иртнĕ. Пирĕн округри спортсменсем яланхи пекех ăнăçлă ăмăртнă. Полина Андреева, Герман Романов, Антон Айметов, Александр Плотников, Дмитрий Перцев ылтăн медальсене çĕнсе илнĕ. Димăна ытларах та ăннă: икĕ енлĕ кĕрешỹре 185 килограмм йăтса вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă.Пирĕннисенчен пьедестал çине

Подробнее