«Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ» конкурсра
Чăваш наци конгресĕ пуçарнă "Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" фестиваль-конкурсăн юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Унта Лаш Таяпари культура çурчĕн культорганизаторĕ Татьяна Лявина хутшăннă. Вăл хăй тăхăннă авалхи кĕпе-тумтирпе, аваллăх илемĕсемпе конкурсра I степень диплома тивĕçнĕ. Асанне арчинчи пысăк пуянлăх пирĕншĕн чăннипех те хаклă тупра.
Подробнее