Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 134)

Донецк специалисчĕсене пулăшĕç

Чăваш Ене Донецк тата Торез электротехника завочĕсен специалисчĕсем килнĕ. Вĕсем кунта квалификацие ỹстерĕç тата çĕнĕ продукци хатĕрлеме вĕренĕç. "Донецкри икĕ заводăн специалисчĕсем Шупашкарти электроаппарат заводĕнче 3 эрне пĕлĕвне тарăнлатнă. Çакă вĕсене электротехника хатĕрĕсен производствине вырнаçтарма май парĕ. Çав хатĕрсем ирĕке кăларнă территорисене çĕкленĕ май кирлĕ пулĕç", - тесе палăртнă ЧР промышленность

Подробнее

Салтаксем валли — çăм нуски

Ырă ĕç пархатарлă. Теприн нушине хăйĕнни евĕр ăнланса май çитнĕ таран пулăшма ăнтăлакансем пысăк хисепре. Патреккел ялĕнче пурăнакан Елизавета Доброхотова Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма мобилизациленĕ районти граждансем валли 13 мăшăр çăм нуски пачĕ. - Ку шăматкун çамрăксене ăсатса ярассине пĕлтĕм те, ачасем валли çыхнисене те парса яратăп. Тепре çыхăп-ха. Ман пысăках

Подробнее

Патшалăх пулăшăвĕ

Çĕр çыннине пулăшма тĕрлĕ субсиди уйăраççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсене туса илнĕ тата сутнă чухнехи тăкаксене саплаштарма патшалăх пулăшу парать. Кăçал тыр-пул тухăçĕ пысăк. Хуçалăхсем 1 млн тонна яхăн тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан икĕ хут нумайрах. Паллах, тухăç пысăк пулни тырă хакне чакарать. Çакă вара фермерсемпе хуçалăхсен тупăшне пĕчĕклетет.

Подробнее

Паттăрлăх урокĕ паттăр пулма хистетĕр

Вĕренỹ учрежденийĕсенче Паттăрлăх урокĕсем ирттересси йăлара. Халĕ, çĕршывăн мирлĕ пурнăçне, никама пăхăнманлăхне упраса хăварассинче хăрушлăх тухса тăнă тапхăрта, пирĕн тата та вăйлă пулмалла. Кушкă шкулĕнчи педагогсем Тăван çĕршыв темине çĕклесе, тĕрлĕ çулсенче унăн мăнаçлăхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçнă тата çапăçакан хăюллă салтаксене ырă тĕслĕх вырăнне хурса кашни эрнерех политинформаци, класс сехечĕсем ирттереççĕ. Паянхи

Подробнее

«Ылтăн кĕркунне — 2022» курав

Мускав облаçĕнче пулса иртнĕ "Ылтăн кĕркунне - 2022" куравран Чăваш Ен делегацийĕ 51 медальпе, çав шутран 41-шĕ ылтăн, таврăннă. Чăваш Ен РФ Ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев алă пуснă Тав хутне тата медале тивĕçнĕ. Раççей шайĕнче иртнĕ курав туса илнĕ продукцие хаклама çеç мар, тĕрлĕ семинар-канашлăва хутшăнма, ĕçлĕ тĕл пулусем йĕркелеме,

Подробнее

Ĕçчен алă валли ĕç тупăнать

"Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать", - тенĕ ваттисем. Майне-шывне пĕлсен ялтах пурнăçа сыпăнтарса пурăнма пулать. Ĕçчен алă валли ĕçĕ те часах тупăнать. Чăваш Тăрăмĕнчи Пузыревсемпе ăнсăртран тĕл пулса паллашрăмăр. Ял харсăр çынсем çинче тытăнса тăнине илтсен Алевтина Алексеевна пирки те ырласа калаçрĕç. Вăл хресчен (фермер) хуçалăхне ертсе пырать. Инçе çула çывăхлатса, тăтăшах

Подробнее

Ашшĕ патĕнче

Ачасене ĕçе вĕрентессинче ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕ витĕмлĕ вырăн йышăнать. Çĕнĕ Пăва шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем пĕр класри Данилăн ашшĕн Н.Горшковăн ĕç вырăнĕнче пулнă. Вăл шкулти мастерскойра тăрăшать. Николай Михайлович ачасене столяр ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, инструментсемпе ĕçлесе пăхма ирĕк панă. Вĕренекенсем усăллă тĕл пулупа кăмăллă юлнă. Сăн ỹкерчĕкре: вĕренекенсем Н. Горшковпа тата директорăн воспитани

Подробнее

Çĕнĕ объектсем хута ярасшăн

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлемелли объектсем тăвас ыйтăва хускатнă. Республикăра тивĕçлĕ мероприятисене пурнăçламалли "çул-йĕр карттине" туса хатĕрленĕ. "Çак документпа килĕшỹллĕн каяшсемпе ĕçлемелли инфратытăм объекчĕсем валли çĕр лаптăкĕсем уйăрма палăртнă. Çав шутра каяшсене сортлакан 3 станци пулмалла", - тесе пĕлтернĕ Олег Николаев. Вăл Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2030 çул тĕлне

Подробнее

«Полици тата ачасем»

Çитĕнекен ăру киревсĕр йăласемпе туслашса ỹсни - обществăшăн пысăк инкек. Ачана çамрăкран сывă пурнăç йĕркипе анчах туслаштарма хăнăхтарас ĕçре çемье тата шкул пысăк вырăн йышăнать. Çакă тата ачасене воспитани парассипе тỹрремĕн çыхăннă ытти тема тавра калаçу пуçарас тĕллевпе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем "Полици тата ачасем" операцие кашни çулах хастар хутшăнаççĕ. Октябрĕн 3-мĕшĕнче пуçланнă

Подробнее

Çынна ырă тăвасси чунра, юнра

Республикăра "кĕмĕл" волонтерсен пĕрремĕш форумне "Кĕмĕл чун" ят панă. Унта Чăваш Енри 200 ытла волонтер, районсенчи социаллă ĕçченсем хутшăнчĕç. Ырă кăмăллă, çынна яланах пулăшма хатĕр ветеран-волонтерсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. "Кĕмĕл чунлисене" çынна кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр пулнăшăн, ырă ĕçсем тунăшăн тав турĕ. - Ĕлĕк чăвашсем пĕр килте виçшер

Подробнее