Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 165)

Депутатсен тỹпи пысăк

Майăн 30-мĕшĕнче районти тĕп вулавăшра Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва район пуçлăхĕ - Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн ертỹçи Алина Васильева ертсе пычĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 6 ыйту тавра калаçрĕç. Чи

Подробнее

Тăван тăварпа пиçнĕ

Çĕр çинче питĕ нумай ăсталăх, чылайăшĕ çынна йăхран йăха куçса пыраççĕ. Теприсем вĕренсе тупаççĕ. Мустаевсен йышĕнче ăслăх çыннисем йышлă. Историк, журналист, вĕрентекен, право хуралĕнче ĕçлекен, социаллă ĕçченсем. Хисеп, шутлав ăсталăхне алла илнĕ йăхташсене шутлама вара пĕр алăри пỹрнесем те çитмеççĕ. Николай Петровичпа Елена Ивановна Мустаевсем пирки сăмахăм. Чăн хисеп ăстисем

Подробнее

Мăнаçланатпăр!

Тăрăмри Тихоновсем пирки сăмах пуçарсан чи малтанах сăмах спорт теми тавра çаврăнать. Ку тĕлĕшпе спортăн анлă алăкне уçаканĕ - Иван Тихонов, хăвăрт утассипе тĕнче Кубокĕн çĕнтерỹçи, СССР чемпионачĕн призерĕ, 3 хут РСФСР чемпионĕ, 2 хут РСФСР Кубокĕн хуçи. Çĕнсе илнĕ çĕклемсем пурте 50 çухрăма утассипе çыхăннă. Вăл "Тĕнче класлă спорт

Подробнее

Юратнă уява хатĕрленеççĕ

Республика кунĕ - Шупашкарта тата районсемпе ялсенче пурăнакансен чи юратнă уявĕ. Çулленех ун программи мĕнпе те пулин çĕннипе пуянланать. Кăçалхи хăш енĕпе уйрăмах асра юлĕ-ши? Шăпах çак ыйтупа - Республика кунне хатĕрленсе ирттерсе ярассипе - Правительство çуртĕнче йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Çапах уявра та пĕрремĕш

Подробнее

Шупашкара — вертолетпа

"Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Енре санитари авиацийĕ активлă аталанса пырать. Ятарлă оборудованисемпе тивĕçтернĕ вертолетра вĕçев вăхăтĕнчех пациента реанимаци пулăшăвĕсемпе тивĕçтереççĕ. Çак кунсенче Елчĕке те санитари авиацийĕ çитнĕ. Вăл тĕп больницăн площадкине анса ларнă. Йывăр чирленĕ хĕрарăма вертолетпа республикăри кардиодиспансера илсе кайнă. - Елчĕкпе Шупашкар хушши çывăх мар. Вертолетпа вара 40 минутрах çитме

Подробнее

Ĕмĕре кĕскетес марччĕ

Майăн 31-мĕшĕнче - пирус туртнине хирĕç кĕрешмелли кун. Хальхи çамрăксем сигарета сиенсĕр тесе шутлаççĕ пулĕ. Мăкăрлантараççĕ те мăкăрлантараççĕ ăна. Çăвара кĕрекен никотин тĕтĕмĕ сывлăха хавшатни тахçанах пурне те паллă ĕнтĕ. Пируссем тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕрисем çине "легкий", теприсем çине "мягкий" тесе çырса хураççĕ. Хакĕсем те йỹнĕ мар вĕсен. Кĕсьене çỹхетни пĕрре, сиенĕ вара

Подробнее

«Вĕçленмен юрă»

ятпа Чăваш тĕррин музейĕнче ЧР художникĕсен союзĕн членĕн, халăх ỹнер промыслисен ăстин Галина Изратован куравĕ уçăлчĕ. - Çĕнĕ куравĕ уçăлнă пулсан аванрахчĕ, - терĕ Арсений Тарасов журналист сăмах илнĕ май. -Мĕншĕн тесен унăн шухăш-ĕмĕчĕ, ĕçченлĕхĕ вĕçĕмсĕр пулнă. Шел, йывăр чире пула Галина Васильевна 2016 çулта пиртен вăхăтсăр уйрăлчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçал

Подробнее

«Манăн çемье йăли-йĕрки»

Çемье пĕлтерĕшне ỹстерес, йăхран-йăха пыракан ырă йăла-йĕркене малалла аталантарас тĕллевпе тата ЗАГС органĕсене туса хунăранпа 115 çул çитнĕ май республикăра "Манăн çемье йăли-йĕрки" конкурс ирттереççĕ. Унта хамăр тăрăхра пурăнакан пур çемье те хутшăнма пултарать. Вĕсен хăйсен çемйинче ламран-лама куçса пыракан ырă йăла-йĕркепе паллаштаракан пултарулăх ĕçĕ тăратмалла: эссе, очерк, калав, сăвă… Мĕн

Подробнее

«Социаллă контракт»

программа сахал тупăшлисене професси илме, хăйсен ĕçне пуçарма условисем туса парать. 2020 çултанпа ĕçлет вăл. Социаллă хỹтлĕх органĕсем тупăш сахал илекенсемпе социаллă контракт çирĕплетеççĕ, çапла майпа патшалăхăн ятран паракан пулăшăвне вĕсем патне туллин çитереççĕ. Укçа çителĕксĕр тăвакансене е ĕçе вырнаçайман пирки шалу илейменнисене патшалăх алă панине ырламалла. "Социаллă контракт" программăн пулăшăвĕ тĕрлĕ

Подробнее

Вăхăтра ĕçе кĕртмелле

Юлашки çулсенче ялсенчи инфраструктурăна йĕркелеме патшалăх енчен сахал мар проект е программа ĕçлет. Кунта вырăнти пуçлăхсен пуçарулăхĕпе çаврăнăçулăхĕ çеç кирлĕ. Оперативлăхĕ тата. Ялсенче уйрăмах "Пуçару бюджетне" тĕпе хураççĕ, ку тĕлĕшпе кашни çулах чылай ĕç пурнăçланать. Паллах, кунта пирваях аукционпа çыхăннă мероприятисене тĕплĕ тата срокра туни кирлĕ. Федераци тата республика бюджечĕсенчен уйăракан

Подробнее