Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 195)

Тав хутне тивĕçнĕ

Татьяна Тимофеева районти прокуратурăра тĕп специалист пулса 2018 çултанпа тăрăшать. Ĕçе пĕлсе тата тĕплĕн пурнăçлать вăл. Служба тивĕçне тĕслĕхлĕ туса пынăшăн, саккунлăха çирĕплетес ĕçре пысăк çитĕнÿсемпе палăрнăшăн Татьяна Витальевна Чăваш Республикин Прокурорĕн А.В.Фоминăн Тав хутне тивĕçнĕ. Е.ПЕТРОВА.

Подробнее

Хăй тĕллĕн ĕçлекен шучĕпе

Республикăри АПК отраслĕн аталанăвне уйрăм хушма хуçалăхсем те пысăк тÿпе хываççĕ. Сĕт туса илессинче вĕсен тÿпи – 54, аш-какай туса илессинче 35 процент йышăнать. Хушма хуçалăх тытакан уйрăм çынсем çĕр улмипе пахча çимĕç те çитĕнтереççĕ, пыл хурчĕ ĕрчетеççĕ тата ыт.те. Хушма хуçалăхсене аталанма пулăшни – шанчăклă тĕрев. 2 çул каялла республикăра

Подробнее

Антитела пуррисене – QR-код

Коронавирус чирĕ сарăлассине чарса лартас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн иртнĕ эрнекунхи ларăвĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев февралĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре ковидпа чирлесе ирттернисен организмĕнче çителĕклĕ таран антителасем пур пулсан QR-код пама тытăнасси çинчен аса илтернĕ май: – Чăваш Республикинче, пĕтĕмĕшле илсен, ку ĕçе йĕркелеме малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ, халĕ çакна тепĕр

Подробнее

Тÿрĕ кăмăллă пул

Взятка парас-илес йăла обществăра тĕл пулсах тăрать. Вĕсене право хуралĕн органĕсем çине-çинех тупса палăртаççĕ. Шупашкарта пурăнакан 44 çулти арçынна шкул директорне взятка панăшăн айăпланă. Ăна Раççей Федерацийĕн уголовнăй кодексĕн 291 статйин 2 пайĕпе /должноçри çынна курăмлă виçепе взятка пани/ айăпланă, 200 пин тенкĕлĕх штрафланă. Пĕр районта вара ПАИ сотрудникне пĕчĕк взятка пама

Подробнее

Уяв мероприятийĕсен планĕ хатĕр

Шупашкар тата Куславкка районĕ Республика кунне хатĕрленме тытăнмашкăн пултараççĕ. Уявăн тĕп мероприятийĕсем кăçал тĕп хулара тата асăннă районта иртĕç. Министрсен Кабинечĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура уяв мероприятийĕсен планне çирĕплетнĕ. Документпа ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов паллаштарнă. Чăваш Енĕн патшалăх шайĕнчи тĕп праçникĕнче ку хутĕнче çĕршывсен хушшинчи

Подробнее

Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн – çĕнĕ ертÿçĕ

Районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Ача прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова пулнă. Чи малтанах вăл райадминистрацин пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă. Уполномоченнăй çавăн пекех Елчĕк шкулне çитсе кунта çул çитменнисен прависене хÿтĕлес енĕпе пурнăçлакан ĕç-хĕле тĕрĕсленĕ, ачасене куллен вĕри апатпа тивĕçтерес ĕçе мĕнле йĕркеленипе интересленнĕ. А.Федорова çак

Подробнее

«Кăшăлвируса» хак пачĕç

Владислав Николаевăн «Кăшăлвирус» повеçĕ пичетленсе тухнă хыççăн ăна Шăмалак ялĕнче анлăн сÿтсе яврĕç. Кĕнекене пĕчĕккĕн алран-алла ярса вуласа тухнă хыççăн Шăмалакри вулавăшра, шкулта авторпа тĕл пулу иртрĕ. Унта вĕренекенсем, ял çыннисем, вулавăш тусĕсем хутшăнчĕç. Владислав Дмитриевичăн пултарулăхне парăннă ытти вырăнта пурăнакан çынсене те йыхравларăмăр тĕл пулăва, çапах та вĕсем тĕрлĕ сăлтава

Подробнее

Ашшĕ таврăнманшăн чунтан хурланнă

Тăхăр теçетке тултарнă Клавдия Волкова хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, çарпа учет ĕçĕн инспекторĕ Эльвира Федорова саламласа парнепе чысланă, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн тыл ветеранĕ ячĕпе килнĕ ăшă саламне вуласа панă. 90 çул тесе калама анчах ансат, утса тухнă кун-çула тишкерсен вара

Подробнее

«Çывăрма выртаттăм анчах, чÿречерен шаккатчĕç…»

Ырă çемье ял çинче хисеплĕ. Кивĕ Эйпеç ялĕнчи Владимирпа Зинаида Кожевниковсем ырăлăхпа, ĕçченлĕхĕпе тата тăрăшулăхĕпе палăрнă. – Пирĕн хушамат тир сăмахран тухнă, йăхра тир-сăран тăвассипе ăстасем пулни пирки калатчĕç аслисем, – палăртать çемье пуçĕ Владимир Кожевников, ĕмĕрне тăван хуçалăхра водительте ĕçлесе ирттернĕскер. Владимир Иванович йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Иван Алексеевич Тăван

Подробнее

Хусанкай сăввисене янратнă

Чăваш наци конгресĕн çамрăксен ĕçĕсен «Хастар» комитечĕ регионсем хушшинче иртнĕ, Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Кунта чи пахи – поэтăмăр çырнă сăвăсене илемлĕ вуласси. Онлайн-конкурса 18 çул тултарман ачасем хутшăннă: ача-пăча садне çÿрекенсем, шкулсенче вĕренекенсем. Тăватă ушкăнпа. Сăвă вулакансен пултарулăхне

Подробнее