Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 2)

Çут çанталăка, çын сывлăхне сиенлет

"Экологи" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланакан "Коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлемелли комплекслă тытăм" федераци проекчĕн тĕллевĕсенчен пĕри - хытă каяшсене сывлăха, тавралăха сиенлĕ витĕм кỹресрен сыхланса пухса тирпейлесси тата вĕсене производство çаврăнăшне явăçтарасси. Чăваш Енри Экологи культурин тата çут çанталăк ресурсĕсемпе тирпейлĕ усă курассин çулталăкĕнче Чăваш Республикин Çут çанталăк министерствипе ăна пăхăнса тăракан

Подробнее

Сцена ăстисене хапăл

Владимир ПУТИН,Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: - Патшалăх Президент гранчĕсен тата Культура пуçарăвĕсен фончĕсем, Интернет аталанăвĕн институчĕ пулăшнипе пултарулăх çул-йĕрĕн пур енне те аталанма тĕрев парĕ. Культурăн тĕп тивĕçĕ - çынсене ыррине курма, хисеплеме вĕрентесси, илемпе килĕшỹ патне туртăнма хавхалантарасси, пурнăçри кăткăс ыйтусем тавра шухăшлама хăнăхтарасси. Пĕлтерĕшли, паллах, вăл обществăна аркатмасăр этем чун-чĕринче

Подробнее

Виçĕ кунта — 10 сетка

Тăрăм территори пайĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Юлашки 2-3 уйăхра кăна вĕсем тăватă ентеш валли 341 пин тенкĕлĕх кирлĕ хатĕрсем туянса ăсатнă. Унта генератор, УАЗ кустăрмисем, бензопăчкăсем, болгарка, дизель обогревателĕсем, КамаАЗ автомашинăна юсамалли хатĕрсем, икĕ рулон пленка… Унсăр пуçне йăлара усă курмалли япаласем. Ыр

Подробнее

Чи хакли

Ятарлă çар операцийĕнче кашни салтакпа офицер паттăрлăх кăтартса çĕнтерĕве çывхартаççĕ. Вăл шутра - Лаш Таяпа арĕсем те. Пирĕн ялтан мобилизаци йĕркипе кайнисенчен унта Иван Енкеев, Алексей Сметанин, Анатолий Сорокин тата Александр Петров. Контракт мелĕпе хутшăнакансем те пур: Игнат Львов, Василий Кириллов, Семен Салмин. Кăçалхи юпа уйăхĕнче хĕрỹ точкăна хăй ирĕкĕпе кайнă

Подробнее

Чиркỹ — ял илемĕ

Тăрăм ялĕнчи Çветтуй Михаил Архангел ячĕпе хисепленсе тăракан чиркỹ инçетренех илемлĕн çуталса ларать. Чиркỹ уçни - ялшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ĕнер, чỹк уйăхĕн 21-мĕшĕнче, ялăн престол уявне - Михаил кунне паллă турăмăр. Ялта чиркỹ 1901 çултах хăпартнă пулнă. Чан сасси 1936 çулччен янăранă. Малалла, салатса пăрахиччен, колхоз склад вырăнне усă курнă ăна.

Подробнее

Мускавра чысланă

Чỹк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мускаври актерсен Тĕп çуртĕнче "СтоЛичные истории" конкурс çĕнтерỹçисен чыславĕ иртрĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата çĕнĕ регионсенче пурăнакансене пулăшакан тăрăшуллă граждансем çинчен йĕркеленĕ "СтоЛичные истории" конкурса 1000 ытла çын хутшăннă. Мероприятие "Халăхсем хушшинчи интеграци технологийĕсем" коммерциллĕ мар фондăн тĕп хулари Наци политикин тата регионсем хушшинчи çыхăнусен департаменчĕ пулăшнипе

Подробнее

Чăваш тĕррин кунĕ

Чăваш тĕррин кунĕ умĕн Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче паллă ал ĕç ăстине Екатерина Ефремовăна халалласа курав уçăлнă. Экспозицире унăн тĕррисем кăна мар, 100 ытла графика ĕçĕ те. Вĕсене тушьпа е акварельпе ỹкернĕ. Шел, эскизсемпе хатĕрленĕ ĕçсен ытларах пайĕ упранса юлман. Е.Ефремова халăх ансамблĕсем валли те костюм эскизĕсем хатĕрленĕ. Унăн коллекцийĕ кунти

Подробнее

Анне телейĕ — ачасен телейĕ

Анне тăван ачисемшĕн тĕнчери чи хаклă çын. Кашни çемье хăй пĕр пĕчĕк çĕр чăмăрĕ, унăн тĕнĕлĕ вара - Анне. Тĕнĕлĕ мĕнле çаврăнасси аннерен килет: ăс-хакăлĕнчен, вăй-халĕнчен. Эпĕ вулакана Кавал ялĕнчи Теллинсен йăхĕнчен тухнă Анна Кирилловна Шахеевăпа паллаштарас тетĕп. Вăл 1931 çулхи чỹк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Кирилл Ефимовичпа Хиония Спиридоновна çемйинче çуралнă. Анна

Подробнее

Ырă тĕслĕх

Çамрăк ăрăва вĕрентсе пĕлỹ парас, Тăван çĕршыва юрăхлă ỹстерес тивĕçе ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вĕрентекен пурнăçлать. Пирĕн пурнăçра вĕрентекенĕн тỹпи питĕ пысăк вырăн йышăнать. Шкул ачисене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме те вăлах пулăшать. Шăпах вĕсем пире çĕршыва кирлĕ çынсем пулма, пĕр-пĕринпе хутшăнма, савăнăçа пĕрле пайлама, инкекре пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентеççĕ. Хальхи вăхăтра

Подробнее

Субсиди тата грант

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшма 2024 çулта 455 миллион тенкĕ уйăрнă. Анлă сарăлнă пулăшу тĕсĕсенчен пĕри - микрокивçен. 2024 çулхи 10 уйăхра ăна ЧР Пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшакан агентствинчен çулталăкри 7,5 ставкăпа предпринимательлĕхĕн 440 субъекчĕ илнĕ. Банксем панă кивçен портфелĕ 28 процент хулăнланнă, унта 2 миллиард тенкĕ пуçтарăннă. 100 миллион

Подробнее