Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 206)

«Полици тата Хĕл Мучи»

Декабрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 10-мĕшĕччен районта «Полици тата Хĕл Мучи» ятпа акци иртет. Çак вăхăтра полици сотрудникĕсемпе Елчĕк халăхне социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем йывăр пурăнакан, тулли мар çемьесенче пулса ачасене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламлĕç, парнесемпе савăнтарĕç. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе социаллă ĕçченсем уяв умĕн чылай çемьене çитме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Ольга

Подробнее

Уяв тимлĕх те ыйтать

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем çывхараççĕ. Вĕсем хаваслă та ырă пулăмсемпе анчах асра юлччăр тесен тимлĕ те сыхă пулмаллине асра тытар. Чи малтанах пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнассине тĕпе хурар. Праçникре, паллах, чăрăшсене капăрлататпăр. Ăна хутпа, мамăкпа, çулăм хăвăрт хыпса илекен ытти хатĕрпе илемлетмелле мар. Гирляндăпа усă курнă чух унăн юсавлăхне

Подробнее

Пĕр миллион тенкĕ ытла «парнеленĕ»

Ĕненме те йывăр, çапах та 3 кун хушшинче 7 çын ултавçăсене 1335000 тенкĕ «парнеленĕ». Хăйсен аллипех тыттарса янă укçа-тенкĕне. Улталанакансем – пенсионерсем. Декабрĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти полици уйрăмĕсене ултавçăсем çинчен калакан 3 пĕр евĕрлĕ хыпар килнĕ. 66-85 çулсенчи 3 хĕрарăма преступниксем улталанă – тăванĕсем çул-йĕр çинче «авари тунине», вĕсене уголовнăй яваплăхран çăлма

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

«Çулталăкри спортсмен» номинацире çĕнтернĕ Аслă Елчĕк пикипе Лиана Черновăпа чăннипех мухтанма пултаратпăр. Çакна Шупашкарти Вырăс драма театрĕнче иртнĕ «2021 çулхи студент» Раççейри наци премийĕн регионти тапхăрĕнчи чыславра палăртнă. Унта пуçтарăннă хастар çамрăксене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов саламланă. Лиана – Чăваш патшалăх аграри университечĕн студентки, полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, çĕршыв

Подробнее

Тĕрĕсленсех тăмалла

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ тĕрлĕ чирсенчен кĕрешес тĕллевпе ятарлă кунсене палăртнă. Çавна май кăкăр ракĕпе кĕрешмелли кун та пур. Мĕншĕн паллă тăваççĕ-ха ятарлă çак куна? Паллах, общественноçа кăкăрăн усал шыççине тупса палăртас ĕçе маларах явăçтарас тĕллевпе. Хĕрарăмсен кăкăр ракĕ – усал шыçă чирĕсенчен чи малта тăраканни. Çулленех çак диагноза тĕнчере

Подробнее

Ял хуçалăх микроçыравĕн кăтартăвĕсене тĕпчет

Микроçыравăн даннăйĕсене пăхса тухса Раççей статистики ял хуçалăхĕнчи кăсăк пулăмсене палăртнă. Унăн пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕсем кăçалхи декабрь вĕçĕнче хатĕр пулаççĕ. Халĕ паллă, 2020 çулта çĕршывра ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессипе 20 миллион ытла çын ĕçленĕ. Пĕтĕмпе 6,5 триллион тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Вăл шутран пĕрре виççĕмĕш пайне килти хушма хуçалăхсенче çитĕнтернĕ. 2021 çулта

Подробнее

Манăçман кун-çул утти

Яманчÿрел ялĕнче пурăнакан Вера Яковлева ял пурнăçĕпе, унăн шăпипе интересленсех тăрать. Пире вăл ĕлĕкхи çынсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парать, хăй çамрăк чухне юрланă юрă-кĕвĕсене юрлама вĕрентет. Пурне те астăвать, пĕлет çивĕч ăс-тăнлă хĕрарăм. Лавккана е фельдшер пунктне килсен вара библиотекăна кĕрсе тухмасăр иртмест Вера Максимовна. Вĕсем, мăшăрĕпе, Лекçей тетепе,

Подробнее

Район пурнăçĕ

«Эпир – пĕр йывăç турачĕсем» республикăри наци культурисен 3-мĕш фестивалĕ Патăрьелĕнче иртнĕ. Унта пирĕн районти пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсемпе ансамбльсем хутшăннă. Вĕсен пултарулăх шайĕ пысăк шайра пулнине çирĕплетнĕ. Çĕнĕ Пăвари А.Емельянова, Кĕçĕн Таяпари Муллинсем, Патреккелĕнчи Г.Борисов, Елчĕкри С.Баранов, Энтепери П.Макаров, Тÿскелĕнчи И.Шурбин тĕрлĕ жанрлă номинацисенче ятарлă дипломсемпе парнесене çĕнсе илнĕ. Йышлă коллектив хушшинче

Подробнее

«Ĕмĕтсен елки» телей парнелет

Пирĕн республика, çав шутра район та, Пĕтĕм Раççейри "Ĕмĕтсен елки" ыр кăмăллăх акцине  хутшăнать. Çак акцие, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе 3 çул каялла старт илнĕскере, районта 2-мĕш хут йĕркелеççĕ. Декабрĕн 22-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем – Петр Красновпа Юрий Попов пулчĕç. Вĕсем район пуçлăхĕпе Алина Васильевăпа,

Подробнее

Жителей Чувашии приглашают на онлайн-олимпиаду, посвящённую детям войны

23 декабря 2021 в 12:00 в прямом эфире на YouTube–канале состоится подведение итогов всероссийской акции «Моё детство – война. 2021». Будут названы лучшие волонтёры по сохранению воспоминаний детей войны. Жителей Чувашии – педагогов, работников культуры, журналистов и их воспитанников приглашают принять участие в мероприятии. Они смогут стать участниками тематической онлайн-олимпиады

Подробнее