Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 209)

Хÿтĕленме пĕлер

Интернет ача аталанăвĕнче ырă витĕмпе пĕрлех усал йĕр те хăварма пултарнине пĕлетпĕр. Ача-пăчана вĕсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушă информацирен мĕнле хÿтĕлемелле? Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, ачасем 8-10 çулсенче чухне интернета ытларах кĕме тытăнаççĕ. Çул çитменнисен 80 проценчĕ интернет-çыхăнăва хăйсем тĕллĕн, аслисем сăнаса тăман чухне тухни паллă. Уйрăмах телефон урлă кĕреççĕ вĕсем. Лару-тăрăва туллин

Подробнее

Ăс-тăна пăтратаççĕ

ЧР Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче терроризмпа экстремизм хăрушлăхĕ тата вĕсенчен асăрхаттарасси пирки «çавра сĕтел» иртнĕ. Унта ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, ют çĕршывран килнĕ студентсем, общество организацийĕсен хастарĕсем, тĕн çыннисем тата ыттисем хутшăннă. ЧР УФСИН оперуполномоченнăйĕ Евгений Христофоров пĕлтернĕ тăрăх, 2019-2020 çулсенче террорла ĕç тунăшăн 15 çынна

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Кĕрешÿçĕсене асăнса Районти Спорт çуртĕнче Елчĕкре çуралса ÿснĕ, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ çамрăк спортсменсене асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен первенстви иртнĕ. Унта 11 виçе категорийĕнче Елчĕк, Кушкă, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Елчĕк, çавăн пекех пуçласа Лаш Таяпа шкулĕсен командисем тупăшнă. Хăйсен ушкăнĕнче Дмитрий Павлов, Тимофей Антонов, Давид Крысов, Денис Иванов, Константин Вишнев /Елчĕк шкулĕ/, Станислав

Подробнее

Ĕçшĕн хыпса çунакан

Лена хăнăхнă йăлапа ирех вăранчĕ. Ĕнисем çывăх вăхăтра пăруламалла. Çавăнпа та хальхи вăхăтра ĕç сахалтараххи тÿрех сисĕнет. Ытти чухне икĕ ĕне сăватчĕ, унтан сĕтне усламçăсене тухса паратчĕ, витре-бидон çăватчĕ... Çак кулленхи ĕçсем вăхăтлăха чакнине кура кăштах канса выртсан та çылăх мар та, çук, ун пек тумарĕ. Вырăн çинчен сиксе тăчĕ

Подробнее

Хальхи йышши центр

Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсене «Демографи» наци проекчĕн «Ĕç тупма пулăшасси» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнетеççĕ. Унăн тĕллевĕ – ĕç шыракансем тата ĕç сĕнекенсем валли çĕнĕ сервиссем хута ярасси. Тĕп енсенчен пĕри – клиентсем ыйтнине тивĕçтересси. Нумаях пулмасть ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Улатăрти халăха ĕçпе тивĕçтерекен çĕнетнĕ центрта пулса курнă. Регион

Подробнее

Чи хастаррисем – ватăсем

Çĕнĕ Пăвари почта çыхăну уйрăмне 2012 çултанпа Надежда Краснова ертсе пырать. Çынпа яланах çепĕç калаçакан ĕçчен хăйне шанса панă тивĕçе чыслăн пурнăçлать. Çăмăл мар кунта ĕçлеме. Почта çурчĕ кивĕ, ăна вутăпа хутса ăшăтмалла. Надежда Александровна нăйкăшса ларакан хĕрарăм мар, клиентсене вăхăтра йышăнма та, каланкка хутма та ĕлкĕрет. Уйрăмри почтальонкăсем хастаррипе савăнать

Подробнее

Скульпторсем

1970 çулсенче, ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ вăхăтра тăван халăхăн историйĕпе кун-çулне тата паттăрлăхне тĕплĕнрех çутатас тĕллевпе тавралăх музейне тăвас ыйтупа куллен тенĕ пекех тимлĕн ĕçлеме пуçларăм. Ăна 1972 çул вĕçнерех районти культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнчи пĕр хăтлă пÿлĕмре тата коридорта, Совет Союзне туса хунăранпа 50 çул çитнĕ тĕле, иртнĕ

Подробнее

Хăйсен чун-чĕрине пепкесене парнелеççĕ

Ача сачĕн воспитателĕ. Çăмăл професси тееймĕн ăна. Ашшĕ-амăшĕ çумĕнчен вăхăтлăха уйрăлса килнĕ ачасене кунĕпе тĕрлĕ енлĕ вĕрентмелле, воспитани памалла... Ку тĕлĕшпе Василий Сухомлинскийĕн сăмах çаврăнăшĕ аса килет: «...ачасен лайăх воспитателĕ пулас тесен вĕсене хăвăн чĕрÿне парнелемелле». Педагог профессийĕ чунра пурăннăран районти чылай воспитатель çак сăмахсене пурнăç девизĕ тесе шутлать. Тепĕр чухне

Подробнее

Ĕç паттăрĕсем манăçмĕç

Октябрĕн 28-мĕшĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисене асăнмалли кун пулĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çакна çирĕплетекен Указа алă пуснă. Аса илтеретпĕр, архивсенчи документсем тăрăх, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума Чăваш Енрен 200 пин ытла çын хутшăннă.

Подробнее

Вĕренекенсем харсăр

Культура ĕçченĕсем педагогсемпе пĕрле ачасене пĕлÿ тата воспитани парас ĕçе тÿреммĕн хутшăнаççĕ. Библиотека ĕçченĕ пулнă май хăмăрăн ĕç-хĕле кĕскен çутатса парас килет. Эпир – вулавăш, шкул, культура ĕçченĕсем – пĕр чăмăра пухăнса час-час çулталăкри уявсене, паллă кунсене халалласа тĕрлĕ ÿсĕмри вĕренекенсемпе мероприятисем ирттеретпĕр. Тĕл пулусен вăхăтĕнче тăван тăрăхран тухнă пултаруллă çынсем,

Подробнее