Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 210)

Хĕл каçарма

Чи кирли – уй-хирти кĕркуннехи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн ял хуçалăх техникине хĕл каçарма тĕрĕс вырнаçтарса лартасси. Çакă техникăн ĕмĕрне нумай çуллăха тăсма май парать. «Сатурн», «Комбайн», «Рассвет», «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе «Яманчурино», «Победа», «Клевер», «Эмметево» ОООсенче тата «Прогресс» АХОра тыр-пул пухса кĕртекен комбайнсене хĕл каçма ятарлă ангарсене вырнаçтарса лартнă ĕнтĕ. Тĕрĕслев

Подробнее

Тĕллевсем пурнăçланаççĕ

Федераци шайĕнче йышăнакан тĕрлĕрен наци проекчĕсем Чăваш Енре анлăн ĕçе кĕреççĕ. Вĕсенчен пĕри – ял-хула территорийĕсене хăтлăлатас тĕллевпе вăй илнĕ патшалăх программи. Унпа килĕшÿллĕн Елчĕк районĕнче те сахал мар ĕç пурнăçланать. Юлашки вăхăтри строительство объектĕнчи, Елчĕкри пушар чаçĕ вырнаçнă çурт çывăхĕнчен – Октябрь урамĕнчен пуçласа Мир урамне илсе çитерекен, çынсем

Подробнее

Район тĕслĕхĕ – кăтартуллă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура спорт министрĕ Василий Петров футбол уйĕсем тăвас ĕçпе паллаштарнă. Кăçал республикăра 11 футбол площадки тунă. Вĕсенчен саккăрăшĕ – районсенче. Министр шучĕпе, спортри пысăк çитĕнÿсемпе шăпах ял çамрăкĕсем тĕслĕх кăтартаççĕ, çавна май футбол уйĕсене ытларах районсенче туни вырăнлă. Вĕсемпе тухăçлă усă курни пысăк пĕлтерĕшлине,

Подробнее

Электронлă майпа меллĕ

Раççей Федерацийĕн патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă Чăваш Енре пурăнакансем паян тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пултараççĕ. Электрон мелĕпе усă курас тесен чи малтанах пĕрлехи портал ?www.gosuslugi.ru/ урлă заявлени çырса регистрациленмелле. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курса Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне, ют çĕршыв паспортне илме, улăштарма, регистраци учетне тăма тата

Подробнее

Террористсем тата экстремистсем

Камсем вĕсем? Мĕнле тĕллеве мала хураççĕ? Экстремистла тата терроризмла ушкăнсем тÿрĕ çыхăнура пулни куç кĕрет. Пусмăрлăх тата сехĕрлентерÿ çинче никĕсленеççĕ вĕсем. Ислам радикалисчĕсем хăйсен ĕç-хĕлне коранпа çыхăнтараççĕ. Анчах корана араб чĕлхипе çырнă, радикаллă кашни юхăм ăна хăйне кирлĕ пек куçарать, ыттисене корана çапла çырнă тесе ĕнентерет. Чăн ислам йĕркине пăсса вĕсем

Подробнее

Сывлăха упрар

Коронавирус никама та хĕрхенмест. Маларах унпа аслă çулхисем час-час чирлетчĕç пулсан, халĕ вара вăл çамрăксене те çулăхать. Паянхи кун коронавирусран упранмалли пĕртен-пĕр мел – вакцинаци тутарни. Çакна шута илсе эпĕ пĕр иккĕленмесĕрех прививка тутартăм, ялти староста пулнă май ял çыннисене те çапла тума чĕнсех калатăп. Медицина ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, вакцина тутарнисем

Подробнее

Ачасемпе тĕл пулнă

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче – ачасене право пулăшăвĕ памалли кун – Чăваш Республикин хулисемпе районĕсенче юстиципе шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем, ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсем, вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăх власть органĕсен представителĕсем, нотариуссемпе адвокатсем вĕренÿ учрежденийĕсенче пулса ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулнă. Тĕл пулусен вăхăтĕнче вĕсем кĕçĕннисене саккунсен пуххисемпе кĕскен паллаштарнă, ачасен прависемпе

Подробнее

Кадет пулни пысăк чыс

Атте-анне. Тăван кил. Тăван çĕршыв. Чыс, тивĕç… Епле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак сăмахсем. Паян кадет класне ярса пусакан ача çак сăмахсене çĕре ÿкермест тесе шансах тăрас килет. Кадет тумĕ хăех ăслă, хăюллă, анлă тавра курăмлă пулма хистет. Елчĕк шкулĕнче 5-мĕш кадет класĕнче вĕренекен 20 ача çак кунсенче «Елчĕкри вăтам шкулĕн кадечĕ» ята

Подробнее

Март уйăхĕччен тăсаççĕ

Пандемие пула гражданина инвалид тесе йышăнмашкăн вăхăтлăх йĕрке пурнăçланать. Инвалидлăха çирĕплетнĕ пулсан, ăна 2020 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕчченех тÿрех малалла тăсĕç. Çыннăн хăйĕн çÿремелле мар. Инвалидлăха тăснă чухне гражданина е унăн представительне заявлени çырма ыйтмаççĕ. Инвалидсен федераци реестрне сведенисем çитсен Пенси фончĕ пенси çирĕплетет. Аса илтеретпĕр, 2020 çултанпа инвалидсем тата ача-инвалидсем валли

Подробнее

Сывлăха хамăрăн упрамалла

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн йышăнăвĕпе 1988 çултанпа декабрĕн 1-мĕшĕнче СПИДа хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Унтанпа 38 çул иртнĕ пулсассăн та çак чире нихăш çĕршыв та çĕнтерме пултараймасть. Раççей Федерацийĕнче ВИЧ-инфекцие сарас мар тесе патшалăх тĕрлĕ енлĕ кĕрешет. Çапах та çĕршывра ВИЧ/СПИД сарăласси çивĕч тăрать-ха. Чăваш Республикинче те чире

Подробнее