Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 220)

Сĕнÿсем йышăнаççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне çуллен тухакан Çырăва хатĕрлеме пуçланă. Çак документра республика Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен малашнехи çул-йĕрне, çитес çул валли мĕнле ыйтусене ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртаççĕ. Ăна хатĕрленĕ чухне çынсен сĕнĕвĕсене йышăнаççĕ. Эсир çырăва мĕн кĕртме сĕннĕ пулăттăр; Сирĕн шутпа халăх

Подробнее

ФАПсене – çĕнĕ компьютер техники

Районти тĕп больницăна нумаях пулмасть çĕнĕ компьютер техникине илсе çитернĕ. Вĕсемпе ФАПсенчи фельдшерсен ĕç вырăнĕсене автоматизациленĕ çĕрте усă курма палăртнă. Çак ĕç сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче пĕрлехи цифра контурĕн тытăмне туса хурас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ регион программипе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Комплекта веб-камера тата телемедицина консультацийĕсене йĕркелесе ирттернĕ çĕрте усă куракан гарнитура кĕнĕ. – Тухтăр патне çитичченхи

Подробнее

Электросчетчиксене тÿлевсĕр улăштарĕç

Электроэнергин Чăваш Енри гарантилекен поставщикĕ – «Чăваш энергосбыт компанийĕ» АО – республикăра электричество энергине шута илекен приборсене тапхăрăн-тапхăрăн улăштарасси çинчен пĕлтерет. Федерацин 2018 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче кăларнă 522-ФЗ саккунĕпе килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ çуртсене электроэнергие шута илессине гарантилекен поставщиксене шаннă, уйрăм çуртсенче – сеть организацийĕсене. 2020 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса вĕсем счетчиксене

Подробнее

КДН ларăвĕнче

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова ертсе пынипе çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта 5 ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе ачисене воспитани парассинче хăйсен тивĕçне пурнăçласа пыманшăн административлă майпа явап тыттарнă. Халăха социаллă пулăшу паракан центр специалисчĕ Елена Каширина йывăр ачасемпе профилактика ĕçĕсене

Подробнее

Штрафпа килĕшмесен…

Çул-йĕр правилисене пăснăшăн тÿлеттерме йышăннă штрафпа килĕшмесен электрон мелпе хирĕçлесе çырма пулать. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çĕнĕ электрон сервис ĕçлеме тытăнчĕ. Анчах хальлĕхе унпа электрон майпа алă пусма пултаракансем çеç усă кураяççĕ. Çул-йĕр правилисене пăснине фото тата видеокамера ÿкерет е самантрах штраф тÿлеме çырса параççĕ. Анчах айăпсăртан лекекенсем те пулкалаççĕ. Хăйсен тĕрĕслĕхне

Подробнее

Тăван ялшăн çунать чĕре!

Пирĕн вăхăтри çамрăклăх комсомол пурнăçĕпе çыхăннă. Мана, 13 çулхи отряд совечĕн председательне, 1955 çулхи май уйăхĕнче комсомол ретне илчĕç. Пĕрре те ĕçсĕр ларман эпир. Кушкăри 7 çул вĕренмелли шкула вĕренсе пĕтерсен колхоз ĕнисене кĕтрĕм, хĕлле фермăра кочегарта тăрăшрăм. 1960 çулта Александра Кузьмина аслă зоотехник сĕннипе Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне вĕренме направлени

Подробнее

Ĕçлес кăмăл пысăк

Курнавăшри почта çыхăну уйрăмне хальхи вăхăтра Наталия Смирнова ертсе пырать. Кĕске вăхăтрах пĕрле ĕçлекенсемпе, ку тăрăхра пурăнакансемпе пĕр чĕлхе тупрĕ вăл. Уйрăмри почтальонкăсем – Светлана Фомина, Людмила Иванова, Галина Векова пĕр-пĕринпе чылай çул килĕштерсе тăрăшаççĕ. Ял çыннисене хаçат-журнал валеçнисĕр пуçне, пенсипе те вăхăтра тивĕçтереççĕ. Ку уйрăмра «Елчĕк ене» 182 экземпляр çырăннă.

Подробнее

Район пурнăçĕ

Хисеплĕ çын Сăрьелĕнче ĕçпе хисепе тухнă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Фаик Идиятуллин ĕç ветеранĕ. Фаик Фатыхович хамăр ялтах çуралса ÿснĕ. Ĕç биографине вăл Узбек ССРĕнчи геологи училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн уçнă. 1967 çулта каччă тăван яла таврăннă. Ăçта кăна ĕçлеме тÿр килмен ăна; Халăх шаннă кирек мĕнле ĕçре те чунне

Подробнее

Сыхлăх ялан кирлĕ

Усал пулăма асăрхасан нихăçан та курмăш пулмалла мар. Наркотикпа е çавăн пек тытăмлă япаласемпе ашкăнакансем пирки те çавнах каламалла. Çавăнпа та сывлăха сиен кÿрекен наркăмăшпа çыхланнă çынсене пĕлсенех районти йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене пĕлтермелле. Çĕршывра çулсеренех «Кала, ăçта вилĕм сутаççĕ» акци ирттереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – наркотикпа сутă тăвакансене, унпа усă куракансене

Подробнее

Инкек ан пултăр

Çанталăк хĕл енне сулăннă май кÿлĕ-пĕвере уйрăм çынсемпе инкек сиксе тухас хăрушлăх ÿсет. Çак тата ытти ыйтусем тавра калаçу пынă та район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче. Ăна райадминистраци пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă. Малтанласа çÿхе пăрпа витĕнекен юханшыв питĕ каварлă. Шăпах çакăн пек «çĕнĕлĕхе»

Подробнее