Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 221)

Соцконтрактпа усă курма май пур

Пурнăçри йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ пур çынсем те патшалăх хăйсене мĕнле пулăшусем панине пĕлсех пĕтереймеççĕ. Социаллă пулăшусен мерисенчен пĕри вăл – вăхăтлăхри йывăрлăхсенчен тухма пулăшакан социаллă контракт. Çак пулăшăва сахал тупăшлă çемьесемпе пĕччен пурăнакан граждансем, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш илекен çемьесем тивĕçеççĕ. Тÿлевсене тĕллевлĕ усă курма параççĕ.

Подробнее

Ĕмĕр пĕрре килет…

Çĕнĕ Эйпеçри Василипе Мария Осиповсем саккунлă майпа çемье чăмăртани кăçал 55 çул çитнĕ. – Ĕлĕк мăшăрлă пурăнма пуçласанах ял советне кайса çырăнман. Пурăна-киле е пĕрремĕш ача çуралсан тин мăшăрланăва документпа çирĕплетнĕ. Хамăр маларах арлă-арăмлă пурăнма пуçланă, – пĕлтерет Мария Игнатьевна. Çĕнĕ Эйпеç каччи Кавал хĕрне, колхозри харсăр дояркăна, вăрласа килнĕ. Ĕлĕкхи йăла

Подробнее

Туйăмсăр туй тума кирлех-ши?

Чи асра юлакан самантсем шкулта вĕреннĕ çулсенче пулса иртеççĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен, пĕрремĕш сас палли, унтан сăмахсем... Пирвайхи юрату та аслăрах классене çÿреме тытăнсан çуралать. Пĕрремĕш класа пĕрле утса кĕнĕ хĕр ача 8 класа çитсен пачах урăхла курăнать. Тин çурăлма тытăннă хитре чечеке аса илтерет вăл. Коридорпа чупса пынă чух Сашăпа Маша

Подробнее

Чăваш апачĕшĕн сасăлар

Раççей Ял хуçалăх министерстви иккĕмĕш хут «Вкусы России» наци конкурсне ирттерет. Кăçал унта апат-çимĕç туса илекен 84 тăрăхран хутшăнаççĕ. Вăл шутран Чăваш Енрен те. Хальлĕхе конкурса 700 ытла заявка тăратнă. Унта чăваш хăмли, Тутаркасси сÿтĕнĕ, Чăваш Енри качака сĕчĕпе пылĕ, «Сăр» çăкăрĕ мала тухассишĕн тупăшаççĕ. Вĕсене экспертсен комиссийĕ тата Раççейре пурăнакансем хаклаççĕ.

Подробнее

Пур йывăрлăха та тÿснĕ

Сăр тата Хусан тăрăхĕсен хÿтĕлев чиккин историйĕ, чăваш халăхĕн паттăрлăхĕ, вĕсен пархатарлă ĕçĕ пирĕн халăх асĕнчен тухмĕ. Надежда Маркова /Ястребова/ 1923 çулта Патреккел ялĕнче çуралнă. Шкул хыççăн 1939-1942 çулсенче тĕп хулари педагогика институтĕнче физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ, унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Шăпах студент çулĕсенче вĕсене Сăр юханшывĕ çывăхне окоп чавма илсе

Подробнее

Район пурнăçĕ

Компенсаци тÿлеççĕ ЧР Министрсен Кабинечĕ кăçалхи июнĕн 9-мĕшĕнче йышăннă 263-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн, июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «вăрçă ачисене» пурăнмалли пÿлĕмсемшĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленин тăкакĕсене компенсаци шучĕпе 25 процент чухлĕ тавăрса параççĕ. Çав шута нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем капиталлă юсавшăн тÿлени, централизациленĕ майпа хутса ăшăтакан çуртсене хутса ăшăтма топливо туянни

Подробнее

Юратнă ĕçре 

Ырми-канми тăрăшса ят-сум çĕнсе илнĕ ăста механизаторсем сахал мар районти хуçалăхсенче. «Сатурн» ЯХПКри Владимир Кукурузов трактористра 1990 çултанпа тăрăшать. Уншăн хĕрÿ тапхăр çуркунне ака-сухаран пуçланать те кĕркунне уй-хир пушанмасăр та вĕçленмест. Хĕлле вара фермăра выльăх апачĕ валеçет. Кирек хăш тивĕçе те чунĕ хушнипе пурнăçлать тракторист. Çитĕнĕвĕсем, наградисем те сахал мар унăн.

Подробнее

Ветерансем канашларĕç

Елчĕкри тĕп библиотекăра районти ветерансен канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, медицина ĕçченĕсем, Раççей Пенси фончĕн тата социаллă работниксем хутшăнчĕç. Сентябрĕн 17, 18, 19-мĕшĕсенче Раççей Патшалăх Думин, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртет. – Ветерансем кашни суйлавах хастар хутшăнаççĕ – тивĕçлĕ кандидатсене суйлассинче хăйсен тÿпине

Подробнее

Тимофей – призер

Патăрьелĕнче Сергей Семенов спорт мастерĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри турнирне Елчĕксем те хутшăннă. Ăмăртура Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенТимофей Антонова ăннă. Вăл 31 килограма çитичченхи виçере 3-мĕш вырăн йышăннă. Ача спортри малтанхи утăмсене Сергей Александров тренер-преподаватель патĕнче туптать.

Подробнее

Чиртен упранар

Çулсем шултралансах пыраççĕ пулсан та çут çанталăк илемĕпе, пĕлĕшсемпе, тăвансемпе, юратнă ял-йышпа сыв пуллашас килмест-ха. Таçтан сиксе тухрĕ тата коронавирус чирĕ. Никама та хĕрхенмест вăл: ватти-вĕттине те, çамрăккине те. Пĕрне те тиркемест. Çак амакран упранмалли пĕртен-пĕр мел – вакцинаци тутарни. Чир пуçланнăранпа мĕн чухлĕ çынна çухатрăмăр. Çамрăккисем те сахал мар вилчĕç.

Подробнее