Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 222)

«Победа» ОООран вĕренмелли нумай

Районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен канашлăва «Победа» ООО никĕсĕ çинче ирттерни ахальтен мар. Кунти фермăра нумаях пулмасть 200 пуç ĕне выльăх вырнаçакан çĕнĕ йышши вите хута кайнă. Ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем пĕрле пухăннипе усă курса, паха опыта ăса хывас тĕллевпе, унта та пулса курнă. Канашлу ĕçне ертсе пынă район

Подробнее

Ачасем хамăртан тĕслĕх илеççĕ

Район хаçатĕнче эпир çемье ыйтăвĕсене час-часах хускататпăр. Кĕмĕл, ылтăн, кевер... туйĕсене кĕтсе илекен мăшăрсен ырă тĕслĕхне, нумай ачаллă çемьесен пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ çинчен пĕлтерсех тăратпăр. Ытларах чухне çемье ăшшине упракансене сăмах пама тăрăшатпăр. Календарьте этемлĕхĕн чи черчен çуррийĕсен уявĕсем сахал мар пулнипе те çыхăннă-ха çакă. Çемье ăнăçлăхĕ, телейĕ, паллах, арçынран та нумай

Подробнее

Çамрăкăн ĕмĕчĕсем çунатлă

«Çын ĕçпе илемлĕ», – теççĕ халăхра. Çак каларăша тивĕçлĕ çынсенчен пĕринпе, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра ялта хăй ĕçне йĕркелесе пурăнакан ĕç паттăрĕпе – ĕçрен хăраман, пысăк ĕмĕт-тĕллевпе малалла ăнтăлакан çамрăкпа – Денис Юрьевич Александровпа вулакансене паллаштарас кăмăлăм пысăк. Ачасем ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ. Ĕçчен çемьери ача-пăча та тăрăшуллă,

Подробнее

Ĕçне тумасăр мухтанмаççĕ

Çирĕп ĕç йĕркине хăнăхнă Аслă Елчĕкри Владимир Чернов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче уй-хирти кĕркуннехи ĕçсене кăçал та чи çÿллĕ шайра пурнăçласа хăварнă. Пулас тыр-пул тухăçĕ те шанчăклă пулма кирлĕ. – Çанталăк условийĕсене пула, ытти ял хуçалăх организацийĕсенчи пекех, тĕш тырă тухăçĕ иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех пулчĕ, паллах. Тепĕр енчен калас пулсан, ял çыннин

Подробнее

Сыр пĕçерме – çĕнĕ технологипе

Сентябрьте Чăваш Енре Раççей ял хуçалăх банкĕн «Фермер шкулĕ» вĕрентÿ проекчĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланнă. Унта «Çĕнĕ технологипе сыр хатĕрлесси», «Çĕнĕ технологипе аквакультура йĕркелесси» специальноçсене алла илеççĕ. Вĕренÿ çак уйăхра вĕçленет. Фермерсем çĕнĕлĕхе ăса хывнипе пĕрлех çĕршыври, республикăри паллă предприятисене çитсе кураççĕ, вĕсен паха опычĕпе паллашаççĕ. «Фермер шкулĕнче» пурте хавхаланса тата тăрăшса

Подробнее

Пурте пĕр çын пек пулса истори страницисене çырса хăварма хутшăнар!

Паян – октябрĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ. Елчĕк районĕнче 4 çырав участокĕ ĕçлет. Вĕсем ăçта вырнаçнине тата ыйтусем сиксе тухсан мĕнле телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтермелли пирки аса илтерме те манар мар: Лаш Таяпа ялĕ, Солдатская урам, 1-мĕш çурт, 8-953-014-67-56; Аслă Пăла Тимеш ялĕ, Школьная урам, 1-мĕш çурт, 8-953-014-65-26; Елчĕк ялĕ, Иванов урамĕ,

Подробнее

71 медаль çĕнсе илнĕ

Юпа уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне-2021» агропромышленность куравĕ иртнĕ. Отрасль представителĕсем АПКра туса кăларакан продукцие, ял хуçалăх производствин çĕнĕ технологийĕсемпе, агропром ĕçĕ-хĕлĕ çинчен информаци илме, инновацин бизнеса автоматизацилеме май паракан цифра мелĕсемпе епле усă курнине кăтартнă. Унта регионсенчен, çав шутра Чăваш Енри 27 предприятирен, пуçтарăннă делегацисем 100 ытла экспонат

Подробнее

Чăвашсем Германире, Францире…

Елчĕк районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем иртнĕ эрнере Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкула семинара пуçтарăнчĕç. Вăл «Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсем» ятпа иртрĕ. Кашни вĕрентекен хăйне хумхантаракан ыйтупа тухса калаçрĕ, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Вĕсем кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Елчĕк районĕнчи кашни ялтан тухнă çыравçăсем е сăмах ăстисем çинчен материал пуçтарма калаçса татăлчĕç. Ун

Подробнее

Çуран чупакансен уявĕнче

Кĕрхи çанталăк хăйĕн илемĕпе савăнтарать: пĕринче пĕр чарăнмасăр çумăр лÿшкет, тепринче çурçĕртен сивĕ çил вĕрсе кунĕпе йĕпхÿ пĕрĕхет... Юпа уйăхĕн малтанхи кунĕсенче вара ирхинене пĕтĕм тавралăха тăм ÿксе шуратрĕ те кăнтăрла хĕвел хăйĕн ăшшипе çупăрларĕ. Пĕтĕм Раççейри «Наци кросне» палăртнă кун, çут çанталăкăн япăх кунĕ çук тетпĕр пулсан та, çуран

Подробнее

Кăтартусене çынсем тăваççĕ

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕне выльăхран продукци туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçалхи 8 уйăхра пурĕ 8824 центнер е сăвăнакан пĕр ĕне пуçне шутласан 4985 килограмм сĕт, 525 центнер аш-какай туса илнĕ. Хальхи вăхăтра куллен кашни ĕнерен 18 килограмм сĕт суни те курăмлă тĕслĕх. Пысăк кăтартусене çывхартассинче сăн ÿкерчĕкри

Подробнее