Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 237)

Вакцинацирен пăрăнар мар! Хăрушă коронавирус чирĕнчен мĕнле сыхланмалла? Хальхи вăхăтри пĕртен-пĕр мел вăл – вакцинаци туни. Вирусăн тата хăрушăрах Британи штамне республикăра тупса палăртни, пушшех, сыхлăха ÿстерме, асăрхануллă пулма хистет. Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне коронавирусран хÿтĕленсе районта 2201 çын /25 процент/ пĕрремĕш хут, 1805 çын /20 процент/ иккĕмĕш хут прививка тутарнă. Специалистсем

Подробнее

Тухтăр пулмах çуралнă

Районти тĕп больницăра ача-пăча тухтăрĕнче 32 çул ытла тăрăшакан Надежда Афанасьева Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ «Эпĕ – хĕрарăм» конкурсра «Эпĕ – тухтăр» номинацире тупăшать. Йышлă çемьере çуралса ÿснĕ хĕр ача шкулта лайăх вĕреннĕ. Уйрăмах биологипе хими предмечĕсене кăмăлланă. Хăйĕн тарăн пĕлĕвне пĕрре мар районти шкул ачисем хушшинчи олимпиадăсенче çирĕплетнĕ. Анлă

Подробнее

Вăхăтлă пулăшу

Республикăра «Сывлăх» наци проектне пурнăçласа ачасене вăхăтлă медицина пулăшăвĕ парассине тĕпе хураççĕ. Çак тĕллевпех Республикăри ача-пăча клиникин тухтăрĕсем районсене тухса çÿрессине йĕркеленĕ. Нумаях пулмасть мобильлĕ ушкăн шăпах пирĕн районта çук специалист-тухтăрсем – кардиолог, невролог, аллерголог, гастроэнтеролог, эндокринолог тата хирург – районти пепкесен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Специалистсем ятарлă пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ питĕ

Подробнее

Нумай ачаллă çемьене – уйрăм çурт

Çула çитмен пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене патшалăх тÿлевсĕр çурт-йĕр çавăрса пани паян тухнă йышăну мар. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче Чăваш Республикин нумай ачаллă çемьесене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерес патшалăх программине ĕçе кĕртес тесе тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта Энтепе ялĕнчи Исаевсем валли 3261512,90 тенкĕлĕх икĕ хутлă кирпĕч çурт çĕклеççĕ. Унта «Партнер»

Подробнее

«Тысячи спасенных жизней – результат совместной работы»

Вице-премьер Чувашии Алла Салаева: как пандемия изменила нас и медицину Изменения, которые принесла вместе с собой коронавирусная инфекция, коснулись практически каждого человека: мы убедились, что можно учиться и работать дома, научились соблюдать дистанцию и строго соблюдать эпидемиологические правила, маска стала неотъемлемой частью гардероба при выходе в магазин или аптеку. С серьезными

Подробнее

Нумай проекта пурнăçа кĕртнĕ

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсем 5 çулта мĕн туни пирки суйлавçăсене каласа кăтартнă Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн форумĕ иртнĕ. 2016 çултанпа пирĕн республикăра 19 садик /тепĕр 9-шĕ кăçал хута кайĕç/, 7 шкул /хальхи вăхăтра 2 шкул тăваççĕ/ уçăлнă. Чăваш Ен пуçламăш класс ачисене вĕри апатпа тивĕçтерессипе мала тухнă.

Подробнее

#ЭПИРПĔРЛЕ преми

Пĕтĕм тĕнчери #ЭПИРПĔРЛЕ премие çынсене пулăшассипе, вĕсен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă социаллă пуçарусене пурнăçа кĕртес тĕллевпе параççĕ. Çĕнтерÿçĕсем проекта пурнăçлама 2,5 миллион тенкĕ таран грант илме, вĕрентÿ программисене хутшăнма пултараççĕ. Чи маттуррисене раштав уйăхĕн 3-5-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери #ЭПИРПĔРЛЕ форум ĕçленĕ вăхăтра чыслама палăртнă. Кăçал унта хутшăнма кăмăл тăвакансенчен ыйтса çырнисене утă уйăхĕн

Подробнее

ГТОра та маттур

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем вăй-хал тĕлĕшĕнчен яланах тĕреклĕ пулмаллине, кăткăс лару-тăрура тивĕçлĕ утăм тумаллине питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çакна шута илсе Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хуралĕн хастарĕсем хăйсене ГТО нормативĕсене пурнăçлассинче тĕрĕсленĕ: турник çинче туртăннă, 30 тата 3000 метра чупнă, урайĕнчен тĕртĕннĕ, спорт снарядне ывăтнă... Çывăх кунсенче винтовкăран тĕл перессипе тата шывра ишессипе

Подробнее

Хыпарсăр çухалнă

1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв çине фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. Тăватă çула яхăн тăсăлнă çак хăрушă вăрçа кашни килтен ашшĕсем, ывăлĕсем тата хĕрĕсем тухса кайнă. Çурри ытла тăван киле каялла таврăнайман – юнлă вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă. Миçе çамрăк ĕмĕтне татнă, çемьене аркатнă вăл. Вăрçă шăпи салтак

Подробнее

«Вăрçă ачисен» ыйтса çырмалла

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пулăшăвăн çĕнĕ мелĕ вăя кĕрет: «вăрçă ачисен» çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тăкакĕсене саплаштарма пуçлаççĕ. Социаллă тÿлевпе тивĕçтермелли йĕркене ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сÿтсе явнă. Патшалăх малашне «вăрçă ачисен» çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕн тăкакĕсене 25 процент таран саплаштарĕ. «Социаллă тÿлеве илме граждансем хăйсем пурăнакан вырăнти

Подробнее