Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 243)

Ултавран сыхланăр!

Преступниксем халăха улталамалли тĕрлĕ мел шухăшласа кăлараççĕ. Юлашки вăхăтра çын укçи-тенкипе пуяс текен ултавçăсем Viber тата WhatsApp тытăмсене, тĕрлĕ сайтри страницăсене лотерея выляса илни тата ыйтусем çине хуравласан укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май пурри пирки пĕлтерекен ссылкăсем ярса параççĕ. Ыйтусем çине хуравласа пынă май малтанлăха кăштах укçа-тенкĕ куçараççĕ-ха вĕсем, кайран çыхăнăва татаççĕ.

Подробнее

Кăтартусем…

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче кăçалхи 4 уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Тÿрех палăртар: хĕпĕртемелли çукрах. Асăннă тапхăрта районта 25 /пĕлтĕр – 26/ пепке çут тĕнчене килнĕ. Икĕ çемьере 1-мĕш, çиччĕшĕнче – 2-мĕш, вун виççĕшĕнче – 3-мĕш, иккĕшĕнче – 4-мĕш, пĕринче 6-мĕш ача регистрациленĕ. Çĕре кĕнисен шучĕ – 126 /105/. Тăватă уйăхра 3 /5/

Подробнее

Пурнăç тĕрекĕ

Çемье кунне кашни çулах сумлăн кĕтсе илсе уявлатпăр, мĕншĕн тесен унăн çирĕплĕхĕнчен район, республика, çĕршыв малашлăхĕ килет. Аслă Пăла Тимешри вулавăш ертÿçипе Надежда Викторовăпа ялти ветерансен канашĕн председателĕ Зинаида Портнова уяв кунĕ 55 çул пĕрле килĕштерсе те тату пурăнакан ялти хисеплĕ те сумлă çемьесенче пулса вĕсене саламланă. Виталий Александровичпа Зинаида Васильевна Александровсем,

Подробнее

Яла аталантарма – хушма укçа

РФ Президенчĕ Владимир Путин «Единая Россия» парти яла аталантарма 6 миллиард тенкĕ укçа уйăрма сĕнÿпе тухнине ырласа йышăннă. Çак укçа-тенке ял территорийĕсене тирпей-илем кĕртме, çĕнĕ инфраструктура объекчĕсене ĕçе кĕртме тата ял ипотеки валли усă курмалла. Парти пуçарăвĕ пирки партин дума фракцийĕн ертÿçи Сергей Неверов Министрсен Кабинечĕ Патшалăх Думинче кашни çул тăвакан

Подробнее

Спорт тумĕ туянма

Федерацин «Спорт – пурнăç норми» наци проектне пурнăçа кĕртме кăçал Чăваш Ене 6,2 млн тенкĕ уйăрĕç. Ăна Раççей Федерацийĕ ыйтакан стандартсене тивĕçтерессишĕн спортăн тĕп тĕсĕсене аталантарма ярĕç. Çав шутран 6,127 млн тенки – çĕршыв бюджетĕнчен куçарма шантарни. Паян тĕп тĕссен шутне велоспорт, çăмăл атлетика, кĕрешÿ, спорт гимнастики, ухăран пересси, йывăр атлетика,

Подробнее

Çулла тимлĕхе ÿстерер

Ачасем инкеке лексе шар курни, суранланни, унран та хăрушăраххи – пурнăçран уйрăлни – калама çук пысăк инкек. Çакăн евĕр синкерсем ан пулччăр тесен пирĕн, аслисен, питĕ тимлĕ пулмалла, ывăл-хĕрсене мĕн пĕчĕкрен хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма хăнăхтармалла. Çулталăкăн ăшă тапхăрĕсенче пулакан пысăк инкексенчен пĕри – ачасем чÿречерен тухса ÿкни. Кăçалхи май уйăхĕнчи кану кунĕсенче

Подробнее

Республика хыпарĕсем

Аграрисене пулăшаççĕ Комбайн-трактор туянас тенĕ чухне аграрисене пулăшмалли майсем нумайлансах пыраççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе ял хуçалăх техники туянакансене тăкаксен 40 процентне саплаштараççĕ. Унсăр пуçне, пĕчĕк процентлă кредитсем те параççĕ. Патшалăх тĕревĕпе аграрисем тухăçлă усă кураççĕ. Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсем çулталăк пуçланнăранпа 323 единица трактор-машина туяннă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан чылай ытларах

Подробнее

«iВолга» форум кĕтет

Раççей çамрăкĕсен «iВолга» форумне кăçал офлайн мелпех йĕркелеме палăртнă. Вăл яланхиллех Самар облаçĕнчи Мастрюково кÿлли хĕрринче июлĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен иртĕ. Форума 18-35 çулсенчи çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем пĕлĕвне 7 вĕренÿ сменинче тарăнлатĕç, проекчĕсене хÿтĕлĕç. Çавăн пекех кăçал ача-пăча iВолги те пулĕ. Унта Раççейри шкул ачисен юхăмĕсен хастарĕсем, «Пысăк тăхтав» конкурс

Подробнее

Малтанхи сасăлав: тавлашуллă кĕрешÿ

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин малтанхи сасăлавне Чăваш Енре 220 кандидат хутшăнать Партин малтанхи сасăлавне хутшăнас текенсенчен документсене йышăнса пĕтернĕ. 220 кандидата регистрациленĕ. Вĕсенчен парти кама суйлава хутшăнма ирĕк парассине Чăваш Енре пурăнакансем çу уйăхĕн 24-30-мĕшĕсенче pg.er.ru сайтри электрон сасăлав урлă татса парĕç. РФ Патшалăх Думинчи парти списокĕсенчи вырăнсене 31 кандидат йышăнасшăн. Патшалăх Думинчи

Подробнее

СПИД! Çул ан пултăр ун валли

ВИЧ инфекцийĕ тата СПИД чирĕ пирки асăрхаттарас тата унăн çулне пÿлсе лартас тĕллевпе районти тĕп больницăри медицина сестрисем «Стоп/ВИЧ/СПИД» флешмоб ирттернĕ. Ар çыхăнăвĕ урлă ерекен çак чир мĕн тери хăрушă пулни çинчен кашни çын пĕлсе тăма тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен тĕнчере çак чиртен асăрханмалли вакцина та, сипленмелли эмел те хальлĕхе çук. Хăрушă чирпе

Подробнее