Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 325)

Сумлă та пархатарлă кун-çул

Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Ильич Евполов Октябрь Революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Ленин орденĕсен кавалерĕ, тĕрлĕрен медальсемпе Тав хучĕсен шучĕ те çук унăн... Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă «Слава» колхозăн Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчи пĕрремĕш комплекслă бригадине нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Владимир Евполовпа тĕл пулса калаçни иртнĕ ырă вăхăтри

Подробнее

Ăста алăра ĕç вĕçленмест

Хĕллехи сивĕ кунсене уйрăмах кăмăллать Элекçей Тимешри Борис Пятаков ĕç ветеранĕ. Каçхине урамри юпасем çинче çутăсем çутма пуçласан тумланать те хĕл илемĕпе, сывлăшĕпе киленме васкать вăл. Тăван ял урамĕсемпе кăкăр тулли сывласа утать те утать çитмĕлти арçын. Иртнĕ çулсенче ял Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче уйрăмах йăлтăр-ялтăр çутăсемпе илемлĕччĕ, кăçал

Подробнее

Йăнăшсенчен вĕренмелле те

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ 2021 çулхи пĕрремĕш анлă канашлăва пĕтĕмлетÿсемпе çыхăнтарчĕ. Çĕнĕ çула кĕнĕ май иртнине хакласа тишкересси çĕнĕлĕх мар. Районта пĕлтĕр тĕрлĕ проект-программăна ĕçе кĕртнĕ. Лайăххине малашне те тĕпе хурса аталантарса пымалла. Çав вăхăтрах Леонард Левый тунă йăнăшсенчен вĕренмеллине

Подробнее

Çĕнĕ ят

Чăваш Енĕн цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн тивĕçĕсене Кристина Майнина пурнăçлама тытăннă. Кристина Андреевна 1985 çулта Сыктывкар хулинче çуралнă. Сыктывкар патшалăх университетĕнче – «маркетинг», унтан «хушма информатика» специальноçсене алла илнĕ. 2019 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа Коми Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Цифра аталанăвĕн, çыхăну, массăллă коммуникацисемпе реклама управленийĕн ертÿçинче ĕçленĕ.

Подробнее

Чи лайăх медсестра

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви шурă халатлисен ĕç-хĕлне тишкерсе çулсерен тĕрлĕ енлĕ конкурссем йĕркелет. 2020 çула медсестрасене халалланă май Çĕнĕ Пăвари участок больницинчи Полина Миронова медицина сестри /сăн ÿкерчĕкре/ «Ятарлă медицина тата фармаци пĕлĕвĕллĕ чи лайăх специалист» конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Çулталăк вĕçĕнче ăна республикăри медицина сестрисен конференцийĕнче пĕтĕмлетнĕ. Полина Михайловна «Участокри

Подробнее

Вăкăр çулне Юлиана уçнă

ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем кăçалхи пĕрремĕш тĕпренчĕке – Юлиана Астраханцевăна регистрациленĕ. Çĕнĕ Пăвари Геннадипе Анна Астраханцевсен виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ январĕн 2-мĕшĕнче кун çути курнă. Ун хыççăнах районти чи çамрăк гражданинсем – Тимур Ложков /Энтепе/, Богдан Смолин /Аслă Елчĕк/ тата Артем Смирнов /Аслă Пăла Тимеш/ çут тĕнчене килнĕ. Кăçал 21 çын çĕре кĕнĕ. Январьте туй-çăнăхта

Подробнее

Юбилейсемпе пуян

Районта вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен йышĕ ÿссех пырать. Лаш Таяпари Перасковья Ефремова январĕн 17-мĕшĕнче 100 çул тултарĕ. Иртнĕ кунсенче вара кунти Раиса Салмина, Мария Александрова тыл ветеранĕсем 90 çулхи сумлă юбилейĕсене паллă тунă. Çавăн пекех Аслă Елчĕкри Елизавета Волкова та тантăшĕсем пекех РФ Президенчĕн салам открыткине илнĕ.

Подробнее

Кĕтнĕ уяв

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен тапхăрĕ ачасемшĕн чи кĕтнĕ вăхăт. Уявсем умĕн Чăвашпотребсоюз «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕпе пĕрле çулсеренех «Ачасене – шоколад» акци йĕркелет. Кăçал та вăл хаваслă иртрĕ, кĕçĕннисене чылай савăнăç парнелерĕ. Ыр кăмăллăх акцине хутшăннисем тĕрлĕ кондитер изделийĕсем туянса тăлăх, инвалид, сахал тупăшлă тата ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ачасене

Подробнее

Грант илме çăмăлрах пулĕ

Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене малашне «Агростартап» программăпа грант илме çăмăлрах пулĕ. Ял хуçалăхне аталантарассипе йышăннă патшалăх программине çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Сăмахран, унччен ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе йывăртарах пулнă пулсан, халĕ фермер хуçалăхĕнче пĕччен ĕçлекен 2 миллион тенкĕ таран грант илме пултарать. Ĕçе тепĕр çынна явăçтарсан грант хисепĕ 2 млн тенкĕрен иртет. Ял хуçалăх кооперативĕсем

Подробнее

Тĕмер ялĕн паллă поэчĕ

çуралнăранпа кăçал 120 çул çитрĕ. Григорий Иванович Кузнецов-Кели /сăн ÿкерчĕкре/ 1901 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Çĕнĕ Тĕмерте çуралнă. Унăн ашшĕ – Иван Герасимович Кузнецов тимĕрçĕ çемйинчен тухнă. Сăмай май каласан, Кузнецовсен йăх-несĕлĕнче каярахпа та ăста тимĕрçĕсем пулнă. Иван Герасимович икĕ сыпăклă шкул, Хусанти вак халăхсем валли учительсем хатĕрлекен курс пĕтернĕ. Малтан чиркÿре

Подробнее