Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 361)

«Йăла тата çемье»

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче районта «Йăла тата çемье» ятпа профилактика мероприятийĕ иртнĕ. Асăннă акцие Елчĕк районĕнчи полици пайĕн сотрудникĕсем яланах активлă хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта вĕсем полици пайĕнче учетра тăракансен, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсен çемйисенче пулнă, психика тĕлĕшĕнчен сывах маррисемпе тата çемье канăçлăхне пăсакансемпе, йĕркене пăхăнса пурăнман граждансемпе курса калаçнă, шкулсенче пулса ачасене саккунсен пуххисемпе

Подробнее

Ытларах туяннă

Раççей тата Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствисем пĕр-пĕрин хушшинче çирĕплетнĕ килĕшÿ республика шайĕнче туллин пурнăçлантăр тесе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсене пĕтĕмĕшле илсен кашни çул 15,5 пин тоннăран /ÿсен-тăрана çитĕнме кирлĕ паха элементсене шутласа/ кая мар минераллă удобрени хывса хăвармалла. – 2020 çулхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне ăна 20477 тонна, иртнĕ

Подробнее

Çул çинче асăрхан!

Хальхи вăхăтра çул пăрлак. Çавна май водительсене лару-тăрăва кура хăвăртлăх виçине пăхăнма, çуран çÿрекенсене тимлĕ пулма, пĕрне-пĕри хисеплеме тата упрама ыйтас килет. Çул урлă çуран каçмалли вырăнта уйрăмах асăрханар. Водительсене хăвăртлăх виçине самай маларах чакарса çул урлă каçакансене чăрмавсăр ирттерме тивĕç. Иккĕмĕшĕсен те çул çине ура ярса пуссан асăрхануллă пулмалла. Тĕттĕм вăхăтра

Подробнее

Ăнăçлă сипленнĕ

Наркотиксемпе усă куракансене реабилитацилесси – çак тема Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулнă. Кăçал социаллă пулăшу учрежденийĕсене суд наркоманирен сипленмелли, диагностика тумалли йышăну кăларнă 64 çын пынă /пĕлтĕр йыш – 37/. Вĕсенчен 48-шĕ социаллă реабилитаци витĕр

Подробнее

Обществăна хирĕç хĕтĕртсе

Юлашки вăхăтра обществăра криминаллă субкультура сарăлни сисĕнет. Уйрăмах çамрăксен хушшинче вăй илет вăл: вĕсем ятарлă жаргонпа, уголовлă тĕнчере палăрнă ятсемпе усă кураççĕ, тĕрмесенчи фольклора аталантараççĕ, кĕлеткен тĕрлĕ пайĕ çине татуировкăсем ÿкереççĕ... Криминаллă пурнăç йĕркине тата шухăшĕсене саракан ушкăнсем йĕркеленни те уйрăмах сисчĕвлентерет. Çак пĕрлĕхсене психика тĕлĕшĕнчен çирĕпленсех çитеймен çула çитмен çамрăксене

Подробнее

Хамăрăн тĕслĕх пулмалла

Пытарма кирлĕ мар: çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ йышлансах пырать. ДТПсенче хур тÿсекенсен хушшинче ачасем пулни вара ытла та хăрушă. Вăтамран илсен, Раççейре кашни 8-мĕш авари ача-пăчапа çыхăннă. Водительсен тата çуран çÿрекенсен çул çÿрес культура çукки, чылайăшĕ руль умĕнче хăйне çăмăлттай тытни, хăвăртлăх режимне е ытти йĕркене пăхăнманни – аварисен тĕп

Подробнее

Хĕç-пăшала пухатпăр

Хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшне пÿлес ĕçри чи эффективлă мелсенчен пĕри – уйрăм çынсем килте саккунсăр майпа упракан хĕç-пăшала, çурăлакан тата сирпĕнекен хатĕрсене право хурал органĕсенче укçалла йышăнассине ĕçе кĕртни. Çак тĕллевпе районта кăçал муниципалитет бюджетĕнчен 10000 тенкĕ пăхса хăварнă. Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе паракансене уголовнăй яваплăхран хăтараççĕ. Енчен те граждансен

Подробнее

Терроризмпа, экстремизмпа

кĕрешессипе ШĔМĕн сотрудникĕсем, Наци антитеррор комитечĕ ĕçлет. Комитет представителĕсем кашни районтах пур. Право хуралĕн органĕсем Чăваш Енри наци диаспорисемпе тачă çыхăну тытаççĕ, вĕсен пулăшăвĕ пысăккине палăртаççĕ. 28 наци çынни пурăнакан республикăра чылай халăх представителĕсен диаспорисем чăмăртаннă: азербайджансен, грузинсен, таджиксен, чеченсен... Мăсăльмансен тĕн организацийĕсен тĕревĕ çирĕп. Сăмах май, Чăваш Енре мăсăльмансен йышĕ

Подробнее

Чăваш апачĕшĕн сасăлар

Регионсен бренчĕсен «Раççей тути» наци конкурсне çĕршывăн Ял хуçалăх министерстви ирттерет. Конкурса хутшăнакан апат-çимĕçе Раççейĕпех пĕлтерес тĕллевпе йĕркеленĕ ăна. Эксперт комиссийĕ вĕсене декабрь уйăхĕнче суйласа илĕ. Унччен халăх сасăлавĕ иртет. Финалистсене сакăр номинаципе палăртĕç. Пирĕн республикăри предприятисем конкурса шăрттан, Çĕрпÿ пĕремĕкне, чăваш пылне тата качака сĕтне тăратнă. Чăваш апачĕшĕн https:ŸŸrussiantastes.ruŸ сайтра

Подробнее

Çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ

Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă районти тепĕр çамрăка хваттерпе тивĕçтернĕ. Унăн кăмăл-туйăмĕ хавхалануллă. Урăхла пулма та пултараймĕ. Мĕншĕн тесен халĕ уншăн çурт-йĕр ыйтăвĕ татăлнă, малашлăхшăн тăрăшасси вара пĕтĕмпех хăйĕнчен килет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата район прокурорĕ Сергей Фирсов çĕнĕ хваттер уççине çамрăка савăнăçлă лару-тăрура алăран тыттарнă май ăна пурнăçра ăнăçусем суннă.

Подробнее