Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 368)

Район пурнăçĕ

Ăсталăх конкурсĕнче Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕ ачасене хушма пĕлÿ паракан шкулсенчи педагогсен ăсталăхне «Престиж» конкурсра пăхса тухнă. Ачасене юрлама, ташлама, ÿкерме вĕрентекен педагогсен ĕçĕсене «Юрлас искусство», «Методика мастерскойĕ», «Уçă урок» номинацисенче тишкернĕ. Елчĕкри искусство шкулĕнчи Римма Парферьева натюрморт ÿкерессипе, Светлана Карамаликова узбек халăх ташшипе уçă уроксен план-конспекчĕсем тăратнă. Римма Витальевна

Подробнее

Пысăк тухăçлă вăрлăх

«АСК-Яльчики» ООО çĕр улми вăрлăхĕ туса илессипе паха опыт пухнă. Предприятире кăçал 240 гектар çинчен 6954 тонна «иккĕмĕш çăкăр» пухса кĕртнĕ, 1 гектар пуçне шутласан вăтам тухăç – 289 центнер. Виçĕ çул каялла çĕр улмие микроклонизацилесе ĕрчетмелли лаборатори уçнă хыççăн халĕ кунта Раççейре тата Чăваш Енре «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерекен хуçалăхсене пысăк

Подробнее

«Итлемен ачасем çук»

Юлашки çулсенче ял шкулĕсем хуларинчен кая мар çĕнелсе аталанаççĕ. Вĕрентме те, вĕренме те условисем пур енĕпе те çителĕклĕ. «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн патшалăх вĕренÿ учрежденийĕсене паянхи пурнăç ыйтнă шая çитересси, пурлăхпа техника никĕсне аталантарасси çине пысăк тÿпе хывать. Кăçал Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ЧР Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕлĕх

Подробнее

Сиплев çурчĕсем çĕнелеççĕ

Кăçал Чăваш Енри пуçламăш медицина-санитари пулăшăвне аталантарма федераци тата республика бюджечĕсенчен 32,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе республикăра пилĕк ФАП хута кайнă. Вăл шутран пĕри пирĕн районти Çĕнĕ Арланкасси ялĕнче. Республикăра сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен юсас ĕç те хĕрÿ пырать. Ку тĕлĕшпе республикăри медицина организацийĕсенче 889,7 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçламалла. Çак

Подробнее

Вăрçа – 7 ывăл…

Вăрçă! Мĕн тери хăрушă çак сăмах. Миçе çынна терт-нуша кăтартнă, пурнăçран уйăрнă тата сусăрлантарнă вăл. 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Курнавăш ялĕнчен фронта 264 çын тухса кайнă. Вĕсен хушшинче – Чермаковсен 7 пĕртăван ывăлĕ: Михаил, Зинон, Константин, Гермоген, Василий, Иван тата Николай. Пĕртăвансен ашшĕпе амăшĕ – Иван Семеновичпа /1885-1971çç/

Подробнее

Малтан çырăнăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн республикăра коронавирус инфекцине чакарас тĕллевпе йышăннă 166 номерлĕ указне, ытти йышăнусене тĕпе хурса социаллă тата ытти пулăшу илес текен граждансен чылай предприяти-организацисен специалисчĕсемпе маларах «хĕрÿ лини» телефонĕсемпе çыхăнса черете çырăнмалла. Елчĕкри нумай функциллĕ центрта пулăшу илес текенсене 8/83549/ 2-57-09 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа çырăнма ыйтатпăр. Кунти специалистсем

Подробнее

Ĕçе вырнаçтарнă

ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа 29757 çын ĕçе вырнаçнă, çав шутран 399-шĕ инвалид. Ноябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне 21608 çын ĕçсĕррисен черетĕнче тăнă. Халĕ заявление дистанци мелĕпе те пама пулать.

Подробнее

Йывăрлăхра – пĕрле

ЧР Вĕренÿ институтĕнче республикăри волонтерсемпе доброволецсен форумĕ иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. – Ултă çулта питĕ нумай ĕç тунă, чылай проекта пурнăçа кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра сирĕн ĕçĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн ĕçĕрте – уйрăм çынсен шăпи. Эсир нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр ыттисене пулăшма васкатăр. Ырă чунлă çынсем ытларах пулсан обществăра та

Подробнее

Этнокультура конкурсĕнче

Ноябрĕн 9-28-мĕшĕсенче Чăваш Енре çамрăксем валли «Культурăсен диалогĕ» этнокультура конкурсĕ иртет. Çамрăксем «Наци сĕмĕллĕ ÿкерчĕк», «Декораципе хушма искусство», «Наци спорт тĕсĕсем», «Наци костюмĕ», «Наци кухнин апачĕ», «Наци юрри», «Наци ташши», «Наци фольклорĕ» номинацисене хутшăнма пултараççĕ. Конкурс икĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕшне ?ноябрĕн 22-мĕшĕччен/ хутшăнма наци тумĕпе номер лартса 3 минутран вăрăм мар видео

Подробнее