Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 378)

Кунсерен йĕркелĕх хуралĕнче

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче полици ĕçченĕсем Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунне паллă тăваççĕ. ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕнче хальхи вăхăтра 32 сотрудник тăрăшать. Кунта штаб, делопроизводство, уголовлă шырав, ГИБДД, участковăй уполномоченнăйсен, экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен, следстви, дознани, çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенисем ĕçлеççĕ. Шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне

Подробнее

Чару йĕркисене пăхăнмаллах

Кăшăллă вирус амакĕ парăнма шутламан тапхăрта район администрацийĕ çумĕнчи мобильлĕ ушкăнсем çине-çинех рейдсем йĕркелеççĕ. Хальхинче пĕрлехи тĕрĕслеве Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов та хутшăнчĕ. Çынсем йышлă пуçтарăнакан вырăнсенче пулнă май, вăл профилактика калаçăвĕ те ирттерчĕ: маска режимне çирĕп пăхăнасси, дезинфекци ĕçне вăйлатасси, апатлану предприятийĕсен

Подробнее

Республикăра

5 ФАП уçнă Кăçал республикăра çĕнĕ 5 фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă. Вăл шутран Çĕнĕ Арланкассинче те. Вĕсене республикăн адреслă инвестици программипе тата «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн туса лартнă. Кун валли 32,6 миллион ытларах тенкĕ усă курнă. Çĕнĕ ФАПсене хальхи йышши оборудованисемпе тивĕçтернĕ, çав шутра пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă. Вăл е ку

Подробнее

П.Сидоровăн чун çимĕçĕ

Çемен Элкер тата Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреатне, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Петр Сидорова пĕлмен çын сахал республикăра. Хаçат-журналта тăтăшах пичетленекенскер, хальхинче вăл хăйĕн çинчен черетлĕ кĕнеке кăларса тепĕр хут пĕлтерчĕ. Пултаруллă çыравçăн Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă 9-мĕш кĕнеки «Паллă çынсемпе пĕрле» ятлă. Автор унта Чăваш Ен

Подробнее

Аслă çăл

Кашни çулах, хĕле кĕриччен, кĕрхи илеме курса савăнас тĕллевпе хамăн ачалăх çулĕсем иртнĕ вырăнсене çитсе килме тăрăшатăп. Чуллă вар вăл. Çакăнти сăрт айлăмĕнчен этемпе çут çанталăк хутшăнăвĕсен тĕлĕнмелле асамлă сăнарне çывăххăн та уççăн курса ĕненме пулать. Улăхпа икĕ Пăла пĕрлешнĕ хушăра Аслă тÿремлĕх тăсăлать. Нумай хыçала юлман 80-мĕш çулччен улăх

Подробнее

«Эреш» орнамент-фест» фестивальте

Чăваш наци музейĕнче иккĕмĕш хут «Эреш» орнамент-фест» фестиваль иртнĕ. Малтанах «Ал ăстисен марафонĕ» конкурс иртнĕ. Унта республикăри тĕрĕ ăстисем кăна мар, Чĕмпĕртен, Санкт-Петербургран килнĕ хăнасем те хутшăннă. Вĕсем наци çи-пуçĕн капăрлăх пайне тĕрленĕ. ЧР культура министрĕн çумĕ Елена Чернова республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш тĕррин кунне уявлама палăртнине аса илтернĕ. Наци

Подробнее

Анне – çемье ăшши, илемĕ

Анне... Çĕр çинчи чи хаклă, чи илемлĕ те çепĕç сăмах. Вăл пире кун-çул парнелет, телей пиллет, юратса, лăпкаса ÿстерет. Ачисене пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн, ырă-сывă çитĕнтерессишĕн ырми-канми ĕçлет вăл. Тĕлĕнмелле маттур, пултаруллă, ĕçчен çын, пирĕн чи çывăх та хисеплĕ çыннăмăр, чунтан савнă мăшăрăм, хаклă та ытарайми аннемĕр, ырă кăмăллă кукамайăмăр –

Подробнее

Ырă чунлă, сăпайлă…

Патреккел ялĕнче ырă кăмăллă, ĕçчен, тарават çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Елена Васильевна Быкова. Яланах лăпкă вăл, сăмаха шухăшласа тата васкамасăр калаçать, сăпайлă пулнипе палăрса тăрать. Лена аппа çак ялтах 1947 çулта çут тĕнчене килнĕ. Шкула кайичченех ĕç çумне çыпăçнă ларма-тăма пĕлмен хĕр ача. Амăшĕ Саня аппа типтерлĕ пулма вĕрентнĕ

Подробнее

Тĕрĕсленсех тăмалла

Хальхи вăхăтра республикăра кăкăр ракĕнчен сыхланас енĕпе акци пырать. Кăкăр чирĕсем питĕ анлă сарăлнă. Вĕсем çине витĕм кÿрекен факторсем: ÿсĕм, репродуктивлă истори /менструаллă цикл, арлăх функцийĕ, кăкăр ĕмĕртесси/, апатлану, витамин çитменни, ытлашши виçе, сурансем, вăрах чирсем, сиенлĕ йăласем. Çавăнпа та чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртас тĕллевпе хĕрарăмсене çулсеренех тухтăр патĕнче тĕрĕсленме

Подробнее

Цифрăсем мĕн калаççĕ…

2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче тивĕçлĕ канăва çитнĕ çулти 302,8 пин çын шутланнă, вĕсенчен 89,7 пин арçын тата 213,2 пин хĕрарăм. Ку вара Чăваш Енре пурăнакансен пĕрре виççĕмĕш пайĕ /24,9 процент/. 19,1 пинĕшĕ 85 çултан иртнĕ аслă асламăшĕсемпе аслашшĕсем. Çемье пирки халĕ тĕнчипех тĕрлĕрен шутлаççĕ. Анчах Раççей асламăшĕсемпе аслашшĕсем

Подробнее