Хăвăра упрама тăрăшăр
Кашни çулах кĕркунне çанталăк сивĕтсе пынă май респираторлă вирус чирĕсемпе чирлекенсен шучĕ ÿсет. Кăçал вара коронавирус инфекцийĕ çулăхнă пирки лару-тăру татах та йывăрланса пырать. Респираторлă чирсене пуçарса яракансем – вируссем. Вĕсем сывă çынсене чирлĕ çынран тата уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен ереççĕ. Чире пуçаракан вируссем ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă май сывлăша тухаççĕ.
Подробнее