Суббота, 23 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 4)

Гидрантсем вырнаçтарнă

Пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăнни инкеке сирме пулăшать. Лаш Таяпа территори пайĕнче асăннă ыйтăвăн çивĕчлĕхне чакарас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Тĕп усадьбăра 2021 çулта пушар машини валли ăшă гараж тунă. Вăрăмхăвари Николай Казначеевпа Шăмалакри Валерий Анисимов хăйсен техникине пушар сỹнтерме ятарласа хатĕрленĕ. Ялсенче шыв пăрăхĕсене улăштарнă май вĕсенче гидрантсем вырнаçтарассипе те тимлеççĕ. Кăçал

Подробнее

Яла илем кĕртессишĕн

"Пуçару бюджечĕ" программăна хутшăнса кăçал Кавал ялĕнче çĕнĕ шыв пăрăхĕсене хывнă. Çитес çулхи тĕллев те паллă: Хĕвел тухăç урамне хытарнă çул сармалла. Кунта кĕрхи-çурхи йĕпе-сапара иртсе çỹреме питĕ хĕн. Пролетари урамĕнче пурăнакансем те çак çивĕч ыйтăвах татса парасшăн.Хĕвел тухăç урамĕнче тĕпленнисен проекчĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 764170 тенкĕпе танлашать.

Подробнее

Пысăк тĕллевсемпе

Пуçару проекчĕпе килĕшỹллĕн Елчĕк территори пайĕнче çулсерен пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Юлашки çулсенче ял çыннисем масарсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессине тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Ку тĕлĕшпе Патреккелсемпе Ĕнелсем маттур. Вĕсем картасене пĕтĕмпех çĕнетсе улăштарма пултарчĕç тата ытти ĕçсене те анлă çул пачĕç. Кăçал Елчĕксен тăрăшулăхне те палăртмалла: икĕ масара та тимĕр карта тытнă, вăхăтлăх

Подробнее

Аваллăха уçакан проект

Шупашкарта "Чăваш Республики - аталану хутлăхĕ" курав-форум иртнĕ. Республикăри ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ унта Елчĕк шкулĕн "Асанне арчинчен" проектне уйрăмах пысăк хак панă. Унăн авторĕ - Ольга Кузьмина шухăшĕпе, чăваш çуртĕнче йĕркеленĕ интерактивлă музейри йăлари хатĕрсем, кĕпе-тумтир, ал ĕç япалисем чăваш халăхĕн аваллăхне "таврăнма" çул уçаççĕ. Йăх-несĕлĕмĕрсен юррисен çемĕпе ачасем унта чăваш апат-çимĕçне

Подробнее

ТОП-5 йышĕнче

Чăваш Республикин Цифра министерствипе Региона тытса пымалли центр массăллă информаци хатĕрĕсен телеграм-каналĕсен рейтингне хатĕрленĕ. ТОП-5 йыша Елчĕк ен хаçат та кĕнĕ - 4-мĕш позици. Ун умĕнхи вырăнсенче Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Канаш округĕсен изданийĕсем. Пиллĕкмĕш - "Чăваш Ен" Наци телерадиокомпанийĕ.Рейтинга йĕркеленĕ май çак критерине шута илнĕ: подписчиксен шучĕ, телеграм-канала пăхнисен хисепĕ, явăçтару

Подробнее

Ĕмĕрне юратнă ĕçре ирттерет

Çĕрпỹ тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ хĕре - Алина Сурьевăна (унăн хĕр чухнехи хушамачĕ çапла пулнă) ăраскалĕ Елчĕке илсе çитернĕ - Шупашкарти строительство техникумĕнче пĕрле вĕреннĕ Анатолий Кирилловпа çемье çавăрнă вăл. Кирилловсем - Николай Михайловичпа Тамара Прокопьевна çĕнĕ кине хапăл тусах хăйсен çемйине йышăннă. Апла пулин те Елчĕкре пĕлĕш-тăванĕсем пулманран е малтанласа никама

Подробнее

Патшалăх пулăшăвĕ тĕревлет

Владимир ПУТИН, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: "Юлашки вăхăтра ял хуçалăх производстви пысăк технологиллĕ отрасль пулса тăчĕ. Раççей аграрийĕсем тунă çитĕнỹсемпе ăнăçлăх çут çанталăкран килмеççĕ. Ку вăл - ĕçре усă куракан пысăк технологисем те, наука тĕпчевĕсем те, ял хуçалăх предприятийĕсене килекен патшалăх пулăшăвĕ те, хăйсен ĕçне парăнса вăй хуракансем те". Наци проекчĕсемпе патшалăх программисем

Подробнее

Çул сарчĕç

Хальхи вăхăтра çĕршыва ертсе пыракансем те, вырăнти ертỹçĕсем те социаллă ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ятарлă çар операцине ертсе пыма нумай тăкакланма тивет пулин те чылай ялсемпе хуласенче çĕнĕ шкул çурчĕсем, врач амбулаторийĕсем, пурăнмалли çурт-йĕр хута каять. Акă, Кушкă ялĕнче те август-сентябрь уйăхĕсенче пĕр харăсах 3 урама вак чул сарса хытарчĕç.

Подробнее

Астăвăма мала хурса

2025 çул Чăваш Енре Çĕнтерỹпе патриотлăх çулталăкĕ палăрăмпа иртессине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Вăл Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнипе çыхăннăран пушшех пĕлтерĕшлĕ. Çавна май Елчĕк ялĕнчи пуçару ушкăнĕ çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Сывлăш-десант çарĕн салтакĕсене халалласа палăк уçма палăртать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Афганистанри, Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрусенче десантниксем яланах малтисен ретĕнче пулнă.

Подробнее

Аталану программинче — 5 проект

Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви регионăн аталану программине 5 мегапроект кĕртме сĕннĕ. "Хăмла ĕрчетесси" проект шайĕнче пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе, хуçалăхсене техника енĕпе çĕнетессипе, çĕр пулăхне, селекци тата вăрлăх енĕсене тимлĕх уйăрассипе ĕçлесшĕн. Патшалăх тата инвестици пулăшăвĕсене кура отрасльти ỹсен-тăран производствине, элита йышши вăрлăхсемпе çĕнетме палăртнă. Хăмла ĕрчетес ĕçе

Подробнее