Пятница, Июль 10, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 408)

Рапс уйĕнче ĕç кĕрлет

Районти кашни хуçалăхрах вырма ĕçĕн хĕрÿ тапхăрĕ тăрать. Уяр çанталăкпа усă курса ăнăçлă çитĕннĕ тыр-пула, пахча çимĕçе пухса кĕртме, кĕрхи ĕçсене туллин пурнăçлама ăнтăлать кашниех. «Клевер» хуçалăх уй-хирĕсенче те ĕç кĕрлет. Кăçал пуçласа 140 гектар çинче çитĕнтернĕ рапс лаптăкĕ çинче пысăк хăватлă «Акрос-530», «Медион-310» комбайнсем тухăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсен штурвалĕ умне пысăк

Подробнее

Елчĕк ен – чăвашлăх утравĕ

Чăваш Республикин профессиллĕ писателĕсен правленийĕн вырăна тухса ирттерекен пĕрремĕш ларăвĕ шăпах пирĕн районта иртни ахальтен мар, паллах. Елчĕк енре чăвашлăха упрас, тăван чĕлхене сыхласа хăварас тĕллевпе тĕрлĕ ырă та курăмлă ĕçсем нумай пурнăçланаççĕ, халăх тăван чĕлхепе тап-таса та илемлĕ калаçать. Паянхи ача-пăча урамра вылянă чухне вырăсла пуплеме тăрăшни сисĕнме пуçларĕ

Подробнее

«Эпĕ учитель ĕçнех суйласа илĕттĕм»

Урампа утса пырать-и вăл е çăмăл машина рульне тытса пырать – çак вăтам пÿ-силлĕ, пит-куçĕнче яланах хĕвел шевли вылякан çутă сăн-питлĕ учителе арçынсем алă парса сывлăх сунаççĕ, çăмăл машинисене кăшкăртса, урăхла каласан, пуçĕсене хисеплĕн тайса иртсе каяççĕ. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă яш-кĕрĕм ăна чун-чĕререн хисеплесе калаçнине пĕрре мар илтнĕ. – Чăн-чăн

Подробнее

Район уй-хирĕсенче

Августăн 24-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 88 процент вырнă. «Прогресс», «Труд», «АСК-Яльчики», «Сатурн», «Рассвет», «Победа», «Комбайн», «Кушкă», «Энтепе», «Авангард» хуçалăхсенче çак ĕçе вĕçленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç районĕпе 26,7 центнерпа танлашать. Кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлес ĕç кашни хуçалăхрах вĕçленнĕ. Пурĕ

Подробнее

Ветерана саламланă

1943 çулхи августăн 23-мĕшĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçин татăклă улшăнăвне вĕçлекенĕ – Курск пĕккинчи çапăçусем шăпланни. Совет салтакĕсем Курск пĕккинче чăннипех те пысăк хастарлăх, хăюлăх кăтартнă. Хальхи вăхăтра пирĕн районта унти çапăçусене хутшăннă пĕртен-пĕр ветеран инвалид пурăнать. Вăл – Аслă Елчĕкри Петр Печков. Петр Алексеевича Курск пĕккинчи çапăçура çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ ятпа

Подробнее

Çĕнетнĕ çуртра – драма артисчĕсем

Кĕçĕн Таяпари культура çуртне К.В.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕн артисчĕсен спектакльне курма халăх йышлă пухăннă. Юсав хыççăн кунта канма пушшех те хăтлă. Икĕ пайлă «Ялта пулман пăтăрмах» камите ял çыннисем ăшшăн йышăннă. Артистсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров спектакльсемпе тата та килсе çÿреме ыйтнă, хăнасене пултарулăхра ăнăçу суннă.

Подробнее

Тимлĕхсĕр хăвармаççĕ

Районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем пĕччен пурăнакан ватăсемпе инвалидсене тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Вĕсем хăвăрт та вăхăтлă пулăшу парас тĕллевпе мобильлĕ пулăшу тĕсĕпе анлăн усă кураççĕ. Çак кунсенче мобильлĕ ушкăн Курнавăш тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенчи пĕччен пурăнакансемпе, инвалидсемпе, йывăр лару-тăрури граждансемпе тĕл пулса вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу панă.

Подробнее

Çынсене йышăнаççĕ

2018 çулхи августăн 29-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен Чăваш Республикин прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.П.Евграфов, çавăн пекех прокурорăн граждансен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен аслă помощникĕ А.С.Тхазеплев, законодательствăна мĕнле пурнăçланине тĕрĕслекен управлени начальникĕ Д.В.Тимофеев çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе çак адреспа йышăнаççĕ: Елчĕк ялĕ, Октябрь урамĕ, 10 çурт. Йышăнăва маларах 8/83549/25005 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа та çырăнма

Подробнее

Çĕр пулăхлăхне тавăрма тиветех

70 çăхав! Çакă – управление утă уйăхĕнче кăна килнĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе çыхăннă çăхавсен шучĕ. Ытларах пайĕ пулăхлă тăпра çине кайăк-кĕшĕк каяшĕ тата тислĕк тăкни пирки. Çавна май сăмсана çуракан шăршă сарăлни çынсене тарăхтарать. Çăхавсем тăрăх йĕркеленĕ тĕрĕслевсем вĕçленмен-ха, пĕтĕмлетÿсемпе васкар мар. Унчченхи тĕрĕслевсенчен Шупашкар районĕнчи 12 гектар йышăнакан лаптăк пирки

Подробнее