Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 473)

Пултаруллă организатор

Тăрăмри Мясниковсен йăхĕнчен тĕрлĕ сферăра ĕçлесе палăрнисем сахал мар тухнă. Ытларахăшĕ вĕсенчен хăйсен пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Ефим, Александр, Зиновий, Анатолий, Валерий... сукмакĕпе утакансенчен пĕри – Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Мясников. Вăл ертсе пыракан «Рассвет» ЯХПК ура çинче паян çирĕп тăрать. Сăмахăм унăн никĕсне хываканĕ, çĕршывшăн

Подробнее

Аттене кураймарăм

Вăрçă. 1941 çулхи июнĕн çирĕм иккĕмĕшĕнче пирĕн çĕршыва фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрет. Тăватă çула тăсăлнă çак хăрушă вăрçа кашни килтен ашшĕсем, ывăлĕсем тата хĕрĕсем тухса кайнă. Çурри ытла тăван киле каялла таврăнайман, вĕсем юнлă вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă. Паттăрла вилĕмпе вилнисен хушшинче манăн аттен – Емельян Васильевич Мешковăн ячĕ

Подробнее

Раççей Çар мухтавĕн паллă кунĕсем

1916 çул. Çак çул июнĕн 4-мĕшĕнче Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Алексей Алексеевич Брусилов ертсе пынипе вырăс çарĕсем наступлени пуçланă. 1855 çул. Июнĕн 18-мĕшĕнче вырăс çарĕсем Севастополе хÿтĕленĕ май акăлчансен, французсен тата турккăсен çарĕсен тапăнăвне Малахов курганĕ патĕнче чарса лартнă. 1941 çул. Июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи СССР çине тапăнса кĕнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

Подробнее

Тăпрана вараланă

Елчĕк район прокуратури Елчĕк район администрацийĕн ыйтăвне тĕпе хурса Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ĕçченĕсемпе пĕрле Елчĕкре вырнаçнă тĕтĕмлекен цехра тĕрĕслевпе пулнă, кунта производство каяшĕсене ĕçе кĕртес енĕпе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Ыйтура уйрăм предприниматель шĕвек каяшпа тăпрана тата цехран 50 метрта вырнаçнă Кĕçĕн Пăла юхан шывне варалани

Подробнее

Иккĕленÿллĕ эмелсем

Эмелпе çыхăннă темăн пĕлтерĕшĕ хальхи лару-тăрура нихăçан та чакас çук. Чăн та, вĕсем чăннипех усăллă пулнине пĕлсен укçине те хĕрхенмĕн. Апла пулин те Россельхознадзор специалисчĕсем иккĕленÿллĕ эмелсене тăтăшах тупса палăртаççĕ. Федерацин çак ведомстви выльăх-чĕрлĕхе сиплеме усă куракан эмелсене, вĕсене мĕнле упранине тĕрĕслет. Шанчăксăр эмелсем тупса палăртнă пирки сайтра çĕнĕрен те çĕнĕ

Подробнее

Автоçулсене юсаççĕ

Федерацин «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçласа 2020 çулта республика харпăрлăхĕнчи çул сыпăкĕсене 23 вырăнта çĕнетме палăртнă. РФ транспорт министерстви реестра кĕртнĕ инновацисен йышне ÿстересси çинчен калакан хушăва пурнăçласа тата Таможня союзĕн «Автомобиль çулĕсен хăрушсăрлăхĕ» регламенчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ йышши материалсемпе технологисене производствăна явăçтарма тытăннă ĕнтĕ: Шăмăршă – Суйкăн –

Подробнее

«Агро-100» клуб йышне кĕнĕ

2019 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Елчĕк районĕнчи 12 ял хуçалăх организацийĕ «Агро-100» клуб йышне кĕме тивĕçлĕ пулнă. Йĕркипе палăртас пулсан, «Победа» ООО – 10-мĕш вырăнта! Ыттисем те лайăххисен йышĕнче: «Комбайн» ЯХПК – 15, «Рассвет» ЯХПК – 19, «АСК-Яльчики» – 29, Ленин ячĕллĕ ЯХПК – 30, «Яманчурино» ООО – 31, «Энтепе» ООО

Подробнее

Депутатсене суйлăпăр

Июнĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ – Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн ертÿçи Ираида Васильева ертсе пынă. Елчĕк районĕн 2019 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçлани кун йĕркинче тĕп ыйтусенчен пĕри пулнă. Йышăну проекчĕпе район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарнă. 2019

Подробнее

Значоксем панă

ГТО нормативĕсене пурнăçласси вĕренÿ учрежденийĕсенче физкультурăпа спортăн тĕп тĕсĕ пулса çирĕпленчĕ. ГТО пĕлтерĕшне Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та тĕпе хураççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кăна кунта 58 вĕренекен тĕрлĕ пусăмри значоксене тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче – 11 класс пĕтерекенсем те.

Подробнее

Казначеевсем – пĕрремĕш

Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа онлайн мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ «Чăваш Ен манăн чĕрере» конкурса Вăрăмхăва ялĕнче пурăнакан Казначеевсен çемйи те хутшăннă. «Эпир çуралнă вырăнсем» номинацире вырăнти калаçу пултарулăхне кăтартса вĕсем пĕрремĕш вырăна тухма пултарни – пысăк чыс.

Подробнее