Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 505)

Район пурнăçĕ

Çемье кунĕнче Иртнĕ кунсенче Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне паллă турăмăр. Пирĕнпе кашнийĕнпе çыхăннă чи çутă уявсенчен пĕри вăл. Çак паллă кун районти ЗАГС пайĕнче 30-мĕш пепкене регистрациленĕ. Вăл Яманчÿрелĕнчи Константинпа Елена Рахмуллинсен тĕпренчĕкĕ. Мирослав çут тĕнчене килни çемьене Амăшĕн капиталĕ илме май парать. Ăшă сăмах хаклă Курнавăшри пилĕк ача амăшĕ Зоя Веселина Раççей Президенчĕн

Подробнее

Тав тăватпăр пуç тайса

Манăн мăн кукаçине Михаил Петрович Пятаков тесе чĕннĕ. Вăл 1911 çулта Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ар çулне çитсен Аслă Елчĕк хĕрне килĕштернĕ те унпа çемье çавăрма шутланă. Нина Убасева хÿхĕм те пултаруллă хĕр пулнăран каччăн чĕрине вĕри вут çулăмпа çунтарнă. 1934 çулта çамрăксем çемье çавăрнă. 1935 çулта телейлĕ мăшăр çемйине çĕнĕ

Подробнее

Паттăр пулнă

Манăн мăн асатте – Филимон Егорович Ермолаев Сталинград хулине хÿтĕленĕ, разведчик пулнă. Сахал мар «чĕлхе» тытса килнĕ. Вăл фашистсем çынсене пĕр шеллемесĕр вĕлернине хăй куçĕпе чылай курнă. Нумай нуша, инкек тÿснĕ. Темиçе хут аманнă. Çăмăл пулман çапăçу хирĕнче. Çапах та вăл киле чиперех çитме пултарнă. Вăрçăра паттăр пулнăшăн ăна Хĕрлĕ

Подробнее

Ачалăхсăр

Пире ачалăх ачалла пăхмарĕ, Аюй, тесе шăлмарĕ çав пуçран. Ун чух ылханлă вăрçă вут-кăварĕ Çатăртатса çунатчĕ анăçра. Пит çамрăклах эпир нумай терт курнă, Ачалăха çухатнă тăлăхсем. Ачасенчен пире тетте-и? Юлнă çурла, тăпачĕ, ут хатĕрĕсем. Çапла, фашизм пилсĕр каснă, пăвнă, Сивлеккĕн кулнă ман ачалăхран. Анчах эпир аттесене-мĕн хывнă: Пуçа усман чи йывăр вăхăтра.                    

Подробнее

Ĕмĕрĕпех хаçатра

«Елчĕк ен» хаçат редакцийĕпе пурнăçне çыхăнтарнă çынсенчен пĕри – Иван Павлович Иноходов. Вăл район хаçачĕпе паян та тачă çыхăнура: статьясем çырсан тата сăн ÿкерчĕксем хатĕрлесен пĕрле ĕçленисемпе курса калаçма редакцине час-часах кĕрсе тухать. Иван Иноходов 1945 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă. Çырас туртăм çамрăкранах вăй илнĕ унра. – Пурнăçри пĕрремĕш заметка

Подробнее

Тухтăрсене – тивĕçлĕ пулăшу

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсене хутшăнакансене пĕр хутчен укçа парса тивĕçтермелли çинчен калакан документа тишкерсе тухнă. Тухтăрсене 1,5 млн тенкĕ парса хавхалантарма йышăннă, фельдшерсене – 750 пин тенкĕ. Унччен «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăна хутшăнакансене 1 млн тенкĕ тата 500 пин тенкĕ тÿлеме палăртнăччĕ.

Подробнее

«Лайкран» асăрханăр!

Хальхи вăхăтра Интернет, социаллă çыхăну, карас телефонĕсем, телекурав шалти тата пĕтĕм тĕнчери политикăн тухăçлă инструменчĕ шутланать. Шел те, чылай чухне вĕсемпе экстремизма, национализма ÿстерме тата хĕтĕртме, общество ăс-тăнĕпе урăх майлă усă курма пăхаççĕ. Интернетри страницăсенче теприне хурласран, тĕрлĕ сайтсенче иккĕленÿллĕ информацисене «лайк» хурасран асăрханăр. Çакă суд тенкелĕ çине те илсе çитерме

Подробнее

«Условник»

Çак ятпа майăн 12-20-мĕшĕсенче районта операци иртет. ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн тата Чăваш Республикинчи айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан муниципалитетсем хушшинчи Патăрьелĕнчи инспекцин ĕçченĕсем условнăй майпа айăпланнă граждансен килĕсенче пулса пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ, профилактика калаçăвĕсем йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра районта условнăй

Подробнее

Асăрхануллă пулăр

Самоизоляци режимĕ вăхăтĕнче çуртра е хваттерте газ плити «хĕрсе кайсах» ĕçлет: пурте килте пулнăран апата та унчченхинчен ытларах тата тăтăшрах пĕçерме тивет, ачасем те хăйсем тĕллĕн газ плитипе усă кураççĕ. Çавăнпа та çак вăхăтра çут çанталăк газĕпе усă курнă чухне йĕркене уйрăмах çирĕп пăхăнмалла. Газ хуранĕ автоматика йĕркипе ĕçлет. Апла пулсан

Подробнее

Конкурса часах пĕтĕмлетĕç

Шупашкарта ача-пăча ÿнер пултарулăхĕн республика шайĕнчи «Манăн тăван тăрăх – манăн Чăваш Ен» онлайн-конкурсĕ иртет. Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă конкурса 7-17 çулсенчи 359 ача хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем хăйсен ĕçĕсенче тăван тăрăхри паллă çынсемпе, чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе, наци уявĕсемпе паллаштарнă. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсем майăн 25-мĕшĕнче паллă пулĕç.

Подробнее