Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 728)

«Пĕрле –коррупцие хирĕç»

Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратури июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен Пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Пĕрле – коррупцие хирĕç» конкурс йĕркелет. Вăл Беларусь, Казахстан, Кăркăсстан, Таджикистан тата ытти çĕршывсен компетентлă органĕсем хутшăннипе иртет. Конкурс йĕркипе Генеральнăй прокуратура сайтĕнче /www.genproc.gov.ru/anticor/konkurs-vmeste-protiv-korrupcii/ паллашма пулать. 14 çултан пуçласа 35 çула çитичченхи çамрăксен «Социаллă плакат» тата «Социаллă видеоролик» номинацисенчи ĕçĕсене

Подробнее

Çыхăнса ĕçлени кирлĕ

Район администрацийĕн ларусен залĕнче çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи Дмитрий Михайлов, профилактика субъекчĕсен представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва комисси председателĕ – райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Ларура пĕлтерĕшлĕ тăватă ыйту пăхса тухрĕç пулин те, унăн тĕп шухăшĕ пĕр

Подробнее

104 çулхи амăшĕпе хĕрĕ

Ăшпиллĕ те ырă кăмăллă çынсем ватăлмаççĕ, вĕсен кун-çулĕ вăрăм теççĕ. Аслă Пăла Тимешре хĕрĕпе пурăнакан Ирина Ермаковăна пăхсан çак сăмахсем чăнлăхпа пĕр килнине туйса илетĕн. Ирина Григорьевна майăн 2-мĕшĕнче 104-мĕш çуралнă кунне паллă тунине ĕненес те килмест. Вăрăм ĕмĕрлĕ хĕрарăмпа тĕл пулса калаçас тесе çÿлти урамри Федоровсен кил-çуртне часах çитрĕмĕр. Пысăк та

Подробнее

Тыл ĕçченĕ – 90 çулта

Мучарта пурăнакан Александра Васильевна Семенова çак кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Тыл ĕçченĕ дояркăра тата ытти ĕçре вăй хунă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 55 çулпа танлашать. Александра Васильевна Шуршу ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕве кĕрсен Мучар ялне качча тухнă. Мăшăрĕнчен 35 çултах тăлăха тăрса юлнă хĕрарăм 6 ачине пĕчченех çитĕнтернĕ.

Подробнее

Янрарĕ хут купăс

Тÿскелти культурăпа кану центрĕнче район шайĕнчи «Янра, хут купăс» II фестиваль-конкурс иртнĕ. Унта 17 çулчченхи тата 17 çултан аслăрах хут купăс-çăсем ăмăртнă. Елчĕкри искусство шкулĕн воспитанникĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе уйрăмах тĕлĕнтернĕ. Хĕрÿ тупăшура Олег Московский, Денис Герасимов, Илья Кузьмин малти вырăнсене йышăннă, ятарлă кубоксене тивĕçнĕ. «Чи лайăх дуэт» номинацире Игорь Дмитриевпа

Подробнее

Тĕллевсĕр усă курнă, вăрланă

Коррупципе çыхăннă уголовлă ĕçсен шучĕ пĕлтĕр республикăра, 2017 çулпа танлаштарсан, 58 процент чухлĕ хушăннă пулин те чылай районта çакнашкал ĕçсен йышĕ чакнă. Иртнĕ çул муниципалитетсен 4 пуçлăхĕ, 15 депутат, суйлав комиссийĕсен 3 членĕ тĕлĕшпе 52 уголовлă ĕç пуçарнă. Çак тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ бюджет укçине вăрланипе е патшалăх тата регион программисене пурнăçланă чух

Подробнее

«Халăх контролĕ»

Чăваш Енре «Халăх контролĕ» информаци ресурсĕ ăнăçлă ĕçлет. Асăннă интернет-ресурс республикăри кашни граждана хăйсен чăрмавĕсем пирки пĕлтерсе тÿрех Республика Правительствине информаци çитерме май парать. Çăхавсемпе сĕнÿсене тĕрлĕ темăпа йышăнаççĕ. Ыйтусене 10 кун хушшинче пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем тăваççĕ, хуравсене кĕске вăхăтра çак порталтах пичетлеççĕ.

Подробнее

Тимлĕхе ÿстерер

Çуллахи каникул кунĕсем аслисене яваплăха ÿстерме хистеççĕ: кун каçа ача мĕнпе аппаланнине, вăл пушă вăхăта мĕнле ирттернине асăрхаса тăмалла. Хăрушлăх кăларса тăратакан самантсем сахал мар пурнăçра: çул-йĕр çинче техника хатĕрĕ йышлă, информаци хутлăхĕнче ачасен психикине япăх витĕм кÿме пултаракан материалсем пайтах. Шăрăх вăхăтра хăйсен тĕллĕн шыва кĕме каясран е вутпа вылясран

Подробнее

Хырла хĕрринчен Антарктида таран

Николай Кириллович Романов Шăмалакра çуралнă. Ялти шкулта 7-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн Казахстанри Караганда хулине монтажник-каменщик профессине вĕренме тухса кайнă. Унтанах çар ретне тăнă: Çурçĕр флотне лекнĕ кĕрнеклĕ каччă, анчах тинĕсре мар, çыран çинче ирттернĕ хĕсметне. Çапах та тинĕс тени хирпе вăрман тĕнчинче çитĕннĕ Николай Романовăн чунĕнчи куçа курăнман хĕлĕхĕсене сĕртĕнсе

Подробнее

В Чувашии состоялось торжественное мероприятие, посвященное Дню российского предпринимательства

27 мая 2019 года делегация Яльчикского района приняла участие в торжественном мероприятии, посвященном Дню российского предпринимательства. В составе делегации были работники районной администрации и представители бизнес-сообщества Яльчикского района. В мероприятии приняли участие Глава Чувашии Михаил Игнатьев, депутат Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации Николай Малов, врио министра экономического развития, промышленности и торговли Светлана Ананьева,

Подробнее