Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 730)

Çамрăк армеецсене чысланă

Майăн 16-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ертÿçĕсем ял тăрăхĕсенчи ĕç коллективĕсемпе, ял халăхĕпе тĕл пулнă май кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсене тишкернĕ: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсем, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне тĕрĕс йĕркелесси, çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттересси. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнас ыйту та çивĕччисен шутĕнче

Подробнее

Шупашкар форума хатĕрленет

Майăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Турипе Вăта Янцзы юхан шывĕн хутлăхĕнчи регионсене пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пулăшакан канашăн виççĕмĕш ларăвĕ иртет. Унта Китайри 6 провинци делегацийĕ, федерацин Атăлçи округĕнчи представителĕсем 14 регионран килсе çитмелле. Лару çуллен черетпе кашни регионта иртет. – Канашăн виççĕмĕш ларăвне Чăваш Енре ирттерме шанни

Подробнее

Ял хуçалăх техники туянма – укçа-тенкĕ

Раççей Правительстви резерв фондĕнчен ял хуçалăх техникин паркне çĕнетме 3 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Укçана «Росагролизинг» компанийĕн устав капиталне хываççĕ. Çакă аграрисене машина-трактор паркне çăмăллăхлă йĕркепе çĕнетме çул уçмалла. Пулăшу хăй тĕллĕн çÿрекен 374 ял хуçалăх техникине /153 тракторпа 221 комбайн/ лизингпа туянма май парĕ.

Подробнее

Хаçат-журнал çырăнчĕç

Майăн 16-мĕшĕнче Елчĕкри тата ял тăрăхĕсенчи почта çыхăну уйрăмĕсенче халăх йышлă пулчĕ. Вулакансем районта тата республикăра тухса тăракан тĕрлĕ издание 2019 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн йÿнетнĕ хакпа çырăнчĕç. – «Елчĕк ен» хаçата çак кун 20 экземпляр çырăнма кăмăл турĕç, – хыпарларĕ Галина Баранова специалист. Вулакана аса илтеретпĕр: майăн 26-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ

Подробнее

Ĕçе – велосипедпа

Районти предприятисемпе организацисенче вăй хуракансем Раççей шайĕнче иртекен «Ĕçе – велосипедпа» акцие, пĕр-пĕрин тĕслĕхĕпе хавхаланса, кашни çул ытларах хутшăннине куратпăр. Урăхла май та çук. Мĕншĕн тесен район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин сывă пурнăç йĕркине малти вырăна хурса тĕрлĕрен спорт тренировкисене хастар хутшăнаканскер, хальхинче те велосипед çине ларса ĕçе чи малтан хăй

Подробнее

«Онкопатруль»

Республикăри кардиологи диспансерĕн специалисчĕсем районсенче пулса пациентсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Юнкун «онкопатруль» Елчĕкри тĕп больницăра йышăну ирттернĕ. Онкологи тухтăрĕсем – хирург, гинеколог, психолог 46 пациента тĕрĕсленĕ, нумайăшне хушма сиплев палăртнă. Çавăн пекех медицина ĕçченĕсем умĕнче лекци вуланă.

Подробнее

Салтак ретне тăрĕç

Çурхи призыв кампанийĕ июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлать. – Çак тапхăрта çар ретне Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕ урлă 80 ачана яхăн тăратма палăртатпăр, – пĕлтерет граждансене призывпа çар службине хатĕрлекен уйрăм начальникĕ Ирина Козлова. Елчĕк районĕнчен çурхи призывра 40-е яхăн çамрăк салтак атти тăхăнма хатĕрленет. Е.ГЕННАДЬЕВА.

Подробнее

Хушма занятисем валли – ятарлă тытăм

Районта ачасене хушма занятисене çÿретме ятарлă тытăм ĕçлеме пуçланă. Апла пулсан, кашни ача, çемьери укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене пăхмасăр, шкулсăр пуçне тата хăй суйласа илекен кружоксене, спорт секцийĕсене çÿреме пултарать. Вĕренме укçа-тенкĕне патшалăх уйăрса парать. Хушма занятисемшĕн укçа-тенкĕ уйăрасси мĕнпе çыхăннă? Программăн тĕп никĕсĕ: ачан хăйĕн суйлавĕ. Вăл ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ăçта вĕренессине суйласа илет

Подробнее

Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене – пысăк тав

97 çула çывхаракан атте чирлесех тăрать. Майăн 15-мĕшĕнче васкавлă пулăшу службине чĕнме те тиврĕ пирĕн. Çак кун ĕçленĕ тухтăрпа медицина сестрине вăхăтлă та квалификациллĕ пулăшу панăшăн чĕререн тав тăватпăр. Çавăн пекех манăн Аслă Елчĕкри медицина сестрине Ольга Агеевăна чунтан тав тăвас килет. Кирек хăш вăхăтра та йывăр чирлĕ çынсем патне

Подробнее

Ашшĕ-амăшĕн пилĕпе

Анатри Тимешре çуралнă, Елчĕкре пурăнакан Николай Никифоров, пилĕк ачаллă çемьере ÿснĕскер, час-часах çакна аса илет. «Анне, хăй йывăр чиртен сывалаймассине чунĕпе сиссе пулĕ, пĕр кунхине аттене вырăнĕ патне чĕнсе илчĕ те, чĕтревлĕ сассипе çапла каларĕ: «Каçар, Ананий, пуриншĕн те. Сана, вăрçă вучĕ витĕр тухнăскере, пĕри тепринчен пĕчĕк пилĕк ачана ÿстерме

Подробнее